Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Хӗрарӑм, мӗн чухлӗ хӗрарӑм тухса тулчӗҫ аула! — терӗ вӑл уҫа сасӑпа, шап-шурӑ шӑлӗсене кӑтартса.— Баб-то, баб-то в ауле что высыпало! — сказал он резким голосом, лениво раскрывая яркие белые зубы.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Горнҫӑ тӗпренсе саланнӑ шӑлӗсене ҫӗр ҫине юнпалан хутӑш мӗнле сурса пӑрахнине эпӗ хам куҫпах куртӑм.И я сам видел, как горнист вместе с кровью выплюнул на землю раскрошенные зубы.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Касса пӑраха-а-ап! — шӑлӗсене катӑртаттарса кӑшкӑрчӗ Бек-Агамалов.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫав вӑхӑтрах Ромашов салтак хӑвӑрттӑн та вӗттӗн чӗтӗренине асӑрхарӗ: чӗтӗренетчӗ унӑн пуҫӗ, чӗтӗретчӗ, шӑлӗсене шӑппӑн шаклаттарса, янахӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кун хыҫӑн вӑл, чышкисене чӗрни айӗсем ыратма пуҫличченех ҫав тери вирлӗн чӑмӑртаса, шӑлӗсене пӗтӗм ӳт-пӳре сивӗ сӑрӑлтату чупкалама тапратичченех шатӑрин ҫыртса хурса, хӑйӗн мӗнпур хастарлӑхне хӗрӳн тармакланса, асӗнче ҫине-ҫинех хистеме пикенчӗ:
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Гайнан ӑна, шӑлӗсене инҫетренех тараватлӑн та хавассӑн ейӗлтерсе хурса, картишӗнче кӗтсе илчӗ, Подпоручик ҫинчен пальттине хывнӑ май, вӑл вӗҫӗмсӗрех киленӗҫлӗн кулкаларӗ тата, хӑйӗн яланхи йӑлипе, пӗр вырӑнта ташлакаласа тӑпартатрӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл каччӑ майне аллисемпе ҫатӑр яваласа тытрӗ те нӳрлӗрех вӗри ҫӑварӗпе ун тути ҫумне ҫыпӑҫрӗ, вара, шӑлӗсене ҫыртнӑскер, хӗрӳллӗх хастарлӑхӗпе нӑйкӑшса, пӗтӗм кӗлеткипе, ураран пуҫласа кӑкӑр таранах, ун ҫумне хыттӑн-хыттӑн пӑчӑртанса ларчӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫаврака алӑкран ҫавӑнтах, ҫивӗч вӗҫлӗ шурӑ шӑлӗсене ҫиҫтерсе, ҫӑварне ейсе пӑрахнӑ пӗчӗк те хаяр сӑн-питлӗ пуҫ курӑнса кайрӗ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫырӑва вӑл ҫилӗллӗ киленӗҫпелен тытса ҫурмалла чарлаттарчӗ, унтан хуҫлатрӗ те тӑватта пайларӗ, унтан татах, татах, юлашкинчен, аллисем ҫурайми пулса ҫитсен, шӑлӗсене хыттӑн хӗссе лартса та ейӗлтерсе, татӑксене сӗтел айне вӑркӑнтарчӗ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
йытӑсем тата ытларах урса кайрӗҫ, лашасем малалла тапса сикрӗҫ; Егорушка вара, ларкӑч ҫинче аран-аран ларса пыраканскер, йытӑсен куҫӗсемпе шӑлӗсене курса, лайӑх ӑнланчӗ: ӳксе юл ҫеҫ ҫакӑнта, ӑна самантрах ним юлми татӑкӑн-кӗсӗкӗн вакласа-ҫурса пӗтернӗ пулӗччӗҫ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Лешсем ҫивӗч шӑлӗсене ӗҫлеттерме те тытӑнчӗҫ.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Упа ури лапписемпе урайне мелсӗр шутаркаласа тухтӑр патнелле пычӗ; хаваслӑн мӗкӗрсе кайри ури вӗҫҫӗн чӗвен тӑчӗ, малти урисене хуҫа чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑсса хучӗ те ҫӑварне карса ҫивчӗ шӑлӗсене йӗрчӗ.
V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ашшӗ ачисен енне хушӑран ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхкаласа илет, лешсем мӑшлатса, ҫивчӗ шӑлӗсене ним чухлӗ кантармасӑр авӑртаҫҫӗ; ашшӗ те ачисенчен кӑмӑллӑн кулкаласа: — Ҫийӗр, ҫийӗр, ачамсем, пысӑк пулӑр! Пено, эрех илсе кил-ха тата! — тет.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Парнеленӗ лашан шӑлӗсене шутламаҫҫӗ тенӗ те, манӑн хамӑн йӑлана пӑрахасси пулмасть — шутланине ҫырас терӗм, Эсӗ, укҫаллӑ та пултаруллӑ ҫын, кӗнекене лайӑхрах пӑхса тухса, тепӗр хут кӑларатӑнах тетӗп.
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
Килни, офицерсене ларма сӗнсе, паҫӑрхи пекех йӑл кулса, табак тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ шӑлӗсене кӑтартса, юриех кӑмӑллӑ калаҫнӑ пек пулса, малалла каласа кайрӗ:
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Табак тӗтӗмӗпе хуралнӑ шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса, вӑл Яков Лукичӑн чавсине пӗчӗккӗ те типшӗм аллипе хытӑ пӑчӑртарӗ, кӑмӑллӑн йӑл кулса:
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сӗтел хушшинчен пӗтӗм пӗвӗпе ҫӗкленсе, вӑл кӑштах чӗтрекен аллипе гимнастеркине тӳрлетрӗ, пӳрнипе хӑй кирлӗ мар ҫӗртенех салтак пиҫиххи тӑхине тӗккелет, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине таянать, йӑвӑ та вӗтӗ шӑлӗсене йӗрсе кулать.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун ӗмӗт-шухӑшӗсене ҫав Федотках пӳлчӗ: партӑ хушшинче тӗнӗл ҫинчи кустӑрма пек ҫаврӑнкаласа, вӑл Давыдова хӑй ҫине пӑхтарчӗ, аллипе паллӑ парса, лешин шӑлӗ халӗ мӗнлине кӑтартма ыйтрӗ, Учительница тепӗр еннелле ҫаврӑннӑ вӑхӑтра Давыдов, аллисене питӗ кӳреннӗн саркаласа, шӑлӗсене кӑтартрӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ҫӗрӗпе кунта, утӑ ҫинче, йӑваланчӗ, чакаларӗ, чӑнтӑхрӗ, шӑлӗсене шӑтӑртаттарчӗ.— Всю ночь, как есть напролет, шастался он тут по сену, копырялся, чихал, зубами хрустел.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӗвел тӗксӗмлетмен таса та шурӑ ҫамки ҫине хура ҫӳҫ пайӑрки ӳкнӗ, тулли питӗнчен хӗрлӗ сӑн кайса пӗтме ӗлкӗреймен-ха, ҫемҫе хура мӑйӑхӗ аялалла туртса тӑракан ҫӳлти тути, нӳрлӗ шӑлӗсене уҫса, кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, темиҫе кун каялла ҫеҫ Лушкӑна антӑхса кайса чуп тунӑ илемлӗ тутисем хушшине темле тӗлӗнчӗкрех кулӑ пытаннӑ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.