Поиск
Шырав ĕçĕ:
Полк сыхланма хатӗр тӑнине ҫирӗплетме Озеров мӗнле ӗҫсем тӑвасшӑн пулнӑ?Какие меры хотел принять Озеров для улучшения обороноспособности полка?
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ҫапла, пире усал тӑвасшӑн пулнӑ пекех тулли уйӑх, — терӗ Улыбышев.— Да, месяц полный, как будто хотел сделать нам зло, — сказал Улыбышев.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сысоева ӑсатса янӑ хыҫҫӑн полицайсем пурте, Лозневой мӗн тӑвасшӑн пулнине ӑнланаймасӑр, десантник тумне тумланнӑ юлташӗ тавра пуҫтарӑнса тӑчӗҫ.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Полицайсем мӗн тӑвасшӑн пулнине Алеша Самохвалов ниепле те ӑнланса илме пултараймарӗ.Алеша Самохвалов не мог понять, что хотят делать с ним полицаи.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӗрремӗш ҫапӑҫӑва кӗме хатӗрленсе, Лена ҫапӑҫу хирӗнче хӑй тума тивӗҫлӗ ӗҫсене лайӑхрах тӑвасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ тата вӑрҫӑ ҫинчен ӗмӗтленнӗ шухӑшсем яланах унӑн куҫӗ умне, хӑйӗн пысӑк та чаплӑ ӗҫсем тӑвасшӑн ҫунакан чунне килентерекен картинӑсем тухса тӑнипе телейлӗ пулнӑ.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Парти мана айӑпларӗ, анчах парти манран каллех ҫын тӑвасшӑн…— Партия меня наказала, и партия опять желает сделать из меня человека…
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Эпӗ ун пек тӑвасшӑн мар.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мӗн чухлӗ тӑрӑшсан та, хам мӗн тӑвасшӑн пулнине эпӗ халь аса илейместӗп.Сколько я ни стараюсь вспомнить теперь, я никак не могу вспомнить моего тогдашнего состояния.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫапла тӑвасшӑн та эсӗ!»
XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
«А, эсир пиртен туйӑм япалисем ҫеҫ тӑвасшӑн, аван, эпир, туйӑм япалисем пулса, сире алла илӗпӗр» — теҫҫӗ хӗрарӑмсем.
IX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
«А, эсир пире суту-илӳҫӗсем кӑна тӑвасшӑн. Юрать, эпир, суту-илӳҫӗсем, сире алла илӗпӗр», — теҫҫӗ еврейсем.
IX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпӗ ӑна ырӑ тӑвасшӑн пулнине вӑл пӗлет вӗт.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Нимӗҫ партизансем хӑйне мӗн тӑвасшӑн пулнине ниепле те ӑнланса илеймерӗ пулас, — вӑл вӗсем ҫинчен нумай хӑрушӑ хыпарсем илтме ӗлкӗрнӗ.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ҫын вилчӗ, вӑл акӑ ним те тӑвасшӑн мар!
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Нимӗҫсем кунта фашистла Германи евӗрлӗ ҫӗнӗ вырӑс государстви тӑвасшӑн пулсан, вӗсем хӑйсене ҫак ӗҫре пулӑшма кӑмӑллакан вырӑс ҫыннисемпе лайӑх та ыра кӑмӑлпа пурӑнмалла тесе шухӑшланӑ Лозневой.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Квейс темиҫе хутчен те вырӑссем юхтарнӑ ханшана ӗҫместӗп тесе сӑмах панӑ, анчах хуҫалӑх ротинчен парса тӑракан эрех ҫитмест, кунта тата, ӑна усал тӑвасшӑн пулнӑ пекех, е килтен тата фронтран килекен начар хыпарсене пула, е кунта ӗҫлесси те фронтринчен кая мар хӑрушланса пынипе яланах ӑшӗ ҫунать.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах вӑрҫӑ ӑна усал тӑвасшӑн пулнӑ пекех, уншӑн урӑх ҫул пулман пек, тӳрех ун картишӗ урлӑ иртрӗ.Но война, как назло, пошла прямо через его двор, будто у нее не было никаких иных путей.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Эсӗ пурне те пӗр вӑхӑтра тӑвасшӑн!
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тен, пӗр-пӗр хӗрарӑм каҫхине пуҫне ҫӑвасшӑн, хаҫат вуласшӑн тата ытти хӗрарӑм ӗҫне тӑвасшӑн — ҫутӑра тума пулать.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей чейне те ӗҫрӗ, варени те ҫирӗ, анчах ятне тӑвасшӑн тенӗ пек, темӗнле пӑшӑрханса та салхуллӑн.Сергей пил чай неохотно, ни разу не подняв голову и не посмотрев Кондратьеву в глаза.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.