Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асатте сăмах пирĕн базăра пур.
асатте (тĕпĕ: асатте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Нимӗҫсем ҫук, асатте, ҫӳре, ӑҫта каяс тетӗн, ҫавӑнта кай.

— Свободен, ходи, дедуля, куда хочешь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Тарнӑ, асатте.

— Удрали, дедушка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Пур ҫӗрте те, асатте: Польшӑра та, Румынире те, Венгрире те…

— Да повсюду, папаша: в Польше, и в Румынии, и к Венгрии.

Моряксем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Миша вара сасартӑк: — Авӑ сирӗн туфли кӗли чалӑшса кайнӑ, парӑр-ха мана. Асатте питӗ лайӑх юсама пултарать, ыран ир илсе килӗп, — тет.

А Миша вдруг строго говорит: — Вон у вас каблук сбит, дайте-ка туфель. Дедушка очень хорошо набойки ставит, завтра утром принесу.

Мишӑн ӗҫӗсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Епле вӑл ватӑ асатте!

Какой старый дедушка!

Пулӑшакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хуртсене тирпейлесен, асатте ман пуҫри питлӗхе хыврӗ те, эпир пӳрте кӗтӗмӗр.

Потом дед снял с меня сетку и пошел в избушку.

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑн чухне асатте пӗр хурт ҫине милӗкпе кӑтартса: «Ак хай хурт ами», — терӗ.

«А вот и матка!» — Дед указал мне веничком.

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хуртсем вара валак тӑрӑх вӗллене кӗшӗлтетсе кӗре пуҫларӗҫ; асатте вӗсене пӗчӗкҫӗ милӗкпе сиркелесе тӑчӗ.

Пчелы поползли по корыту в колоду и всё трубели, а дед веничком пошевеливал их.

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӗллесем патне ҫитсен, асатте пӗр пуша вӗлле кутне пычӗ те хурт яракан валак вырнаҫтарса лартрӗ.

На осеке дед подошел к пустой колоде, приладил корытце.

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Асатте мана питлех тӑхӑнма хушрӗ.

Дед велел мне надеть сетку.

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Асатте каларӗ: «Ыран кил-ха. Турӑ хушсан уйӑрса парӗҫ, эпӗ вара сана хурт амине кӑтартӑп, пыл та ҫитерӗп», — терӗ.

Он сказал: «Приходи завтра; бог даст, отроится,— я тебе покажу и меду дам».

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Асатте манпала ҫав вӗлле патне пырса хӑй итлесе пӑхрӗ те каларӗ: «Ку вӗллерен малтанхи ҫура ватӑ амапа уйӑрӑлса тухсаччӗ, халӗ ӗнтӗ татах ҫамрӑк амисем ӳссе ҫитӗннӗ; кӗвиклетессе ҫавсем кӑвиклетеҫҫӗ. Вӗсем ыран урӑх хуртсемпе уйӑрӑлса тухса кайӗҫ», — терӗ.

Он пошел со мною, сам послушал и сказал: «Из этого улья уже вылетел один рой, первак, с старой маткой; а теперь молодые матки вывелись. Это они кричат. Они завтра с другим роем вылетать будут».

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ асатте патне пӳрте кӗтӗм те ӑна хам мӗн илтнине каласа кӑтартрӑм.

Я пришел к деду в избушку и рассказал ему.

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Асатте мана вӗллесем хушшинче майӗпе ҫӳреме вӗрентнӗччӗ, ҫавӑнпа эпӗ хуртсенчен пӗр хӑрамасӑр ҫӳреттӗм.

Я не боялся пчел, потому что дед научил меня тихо ходить по осеку.

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ман асатте ҫулла хуртсем патӗнче пурӑнатчӗ.

Мой дедушка летом жил на пчельнике.

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Пыратӑп, асатте, пымасӑр каймастӑп, — хуравлать Саша, мӑлатукпа килленсе ӗҫлесси ҫинчен ӗмӗтленсе.

— Зайду, дедушка, обязательно зайду, — с готовностью откликнулся Саша, предвкушая предстоящее удовольствие.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Асатте!.. — ҫари ҫухӑрса ячӗ халӑх хушшинчен Генка.

— Деда!.. — пронзительно закричал в толпе надрывный голос.

47 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вара ман асатте савӑннипе тутине чаплаттарса ҫеҫ илчӗ.

Дед мой даже языком причмокнул.

41 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Анчах та асатте ухмах мар ман.

— Только не зря дед простачком прикидывается.

41 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Ӗнер асатте вӑрҫса кайнӑ ҫавӑнпа.

— Дед мой с ним было подрался вчера.

41 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней