Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Паллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Паллӑ (тĕпĕ: паллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара Гленарван хытӑ итлеме пуҫларӗ; алӑк хыҫӗнче аптрамалла сасӑсем илтӗнеҫҫӗ; ҫак сасӑсем ӗмӗрне ҫын ҫӳремен пушӑ сӑртсем хушшисенче ӑҫтан тухни те паллӑ мар.

Тогда Гленарван напрягал слух, стараясь уловить доносившиеся из-за двери какие-то странные звуки, неизвестно как возникшие в этих безлюдных и пустынных горах.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗр чӗтревӗсем тӑтӑшах пулни ҫӗрӗн сӑн-сӑпатне пӗрмаях ылмаштарать, паллӑ тунисене пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫарса лартать, е пӗтӗмпех пӗтерсе хурать.

Частые землетрясения постоянно изменяют профиль её, уничтожают или перемещают опознавательные вехи.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр кунӗнче вӗсем нимсӗр-мӗнсӗрех Рио-Беллӑн вӑйлӑ шывӗ урлӑ каҫса кайрӗҫ те, Испанин Чилине ирӗклӗ чилиецсен ҫӗршывӗнчен уйӑрса тӑракан Рио-Биобио ҫыранӗн хӗррине канма тӑчӗҫ, кунта Гленарван хӑйӗн дневникӗ ҫине тата вӑтӑр пилӗк миль кайни ҫинчен паллӑ туса хучӗ.

На следующий день отряд без приключений переправился через стремительный поток Рио-Белль, и вечером, на привале у берегов реки Рио-Био, отделяющей испанское Чили от независимого Чили, Гленарван имел возможность записать в походный дневник ещё тридцать пять пройденных миль.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ученый-географ мӗскершӗн хавхаланни паллӑ мар.

Восторг учёного-географа был непонятен.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пирӗн ҫул паллӑ ӗнтӗ, тусӑмсем.

— Итак, друзья мои, путь ясен.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пурте паллӑ, — терӗ Гленарван.

— Всё ясно, — сказал Гленарван.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Акӑ, пӑхӑр, ҫип ҫапнӑ пек тӳп-тӳрӗ йӗр, ӑна эпӗ карттӑ ҫинче чӗрнепе паллӑ турӑм, ҫав йӗр тӑрӑхӗпе пырса, пирӗн ҫак ҫӗршывӑн тепӗр енне ҫитичченех каҫса каймашкӑн тивӗҫ пур.

Мы обязаны пересечь эту страну вот по этой прямой линии, которую начертил на карте мой ноготь?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кам пӗлет, пӗр-пӗр индеецсем тӑракан вырӑнсенче, мӗнле те пулсан паллӑ мар шывӑн ҫыранӗнчи тӑвӑрланса тӑракан сӑртсен хушӑкӗнче вӗсем пулӑшу килессе кӗтсе тӑраҫҫӗ пулӗ; вӑл ҫынсене эпӗ тивӗҫсӗр мар хамӑр тусӑмӑрсем тесе калатӑп.

Может быть, там, в становище индейцев, на берегах какого-нибудь малоизвестного ручья, в ущельях сьерр, ждут помощи те, кого я вправе называть нашими друзьями!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Апла пулсан, паллӑ мар-им вара, инкеке тӑрса юлнӑ ҫынсем ҫак документсене ҫырнӑ вӑхӑтра минутран минута хӑйсене индеецсем килсе тытассине кӗтнӗ.

— В таком случае, разве не ясно, что потерпевшие крушение в момент, когда писались эти документы, с минуты на минуту ожидали, что индейцы возьмут их в плен?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Кунсӑр пуҫне тата вӗсене мӗнле калани те паллӑ мар.

— Кроме того, вообще неизвестно, как их называют!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унта унӑн мӗнпур кӳллисене кӑтартнӑ, юханшывӗсемпе пӗчӗк ҫырмисем те пур, пӗр тӗлте сӑртсемлӗ вырӑн, унта тип-тикӗс хир, тепӗр тӗлте айлӑм, ялӗсене те тупнӑ, хулисемпе столицисене те паллӑ тунӑ!

И, наконец, новый материк со всеми своими озёрами, реками и ручьями, горами, равнинами и долинами, деревнями, городами и столицами был указан там.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пурте паллӑ пулчӗ.

Всё было ясно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн географи енӗпе ӗҫленӗ ӗҫӗсем, унӑн юлашки вӑхӑтра тупнӑ ҫӗнӗ япалисем ҫинчен туса панӑ отчёчӗсем Географилле обществӑн «Бюллетенӗсем» ҫинче ҫапӑнса пыни, вӑл пӗтӗм тӗнчипе ҫыру ҫӳретни — ҫаксем пурте Паганеле Францин чи паллӑ ученӑйӗсенчен пӗри пулса тӑракан тунӑ.

Его географические труды, его отчёты о последних открытиях, печатаемые в «Бюллетенях» Географического общества, его переписка со всем светом — всё это делало Паганеля одним из самых выдающихся учёных Франции.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӗрӗссипе, ку ят Гленарваншӑн паллӑ ят.

Впрочем, Гленарвану было знакомо его имя.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак вӑхӑтра ӑна пӗр хӑюллӑ шухӑш ҫавӑрса илнӗ, ҫав шухӑш вара ӑна пӗтӗм Шотландире паллӑ ҫын пулса тӑма пулӑшнӑ.

В это время его осенила смелая мысль, создавшая ему популярность в Шотландии.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах Гленарван хӑйӗн арӑмӗ пӗтӗм тӗнчипе паллӑ ҫулҫӳревҫӗн хӗрӗ иккенне манма пултарайман.

Но Гленарван не забывал, что его жена была дочерью знаменитого путешественника.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Катастрофа мӗнле ҫӗршыв ҫывӑхӗнче пулнине пӗлетпӗр, широта паллӑ, суднона пӗр йӑнӑшмасӑр ҫав тӗле илсе пыма эпӗ сире шантарсах калатӑп.

— Раз известна страна и та широта, под которой произошло крушение, я берусь найти это место.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Куратӑр ӗнтӗ, савнӑ тусӑмсем, пирӗн шухӑш пӗтӗм юмахӑн тупсӑмне тупса пачӗ, халӗ ӗнтӗ пире крушени миҫемӗш долготара пулни кӑна паллӑ мар юлать.

Как видите, друзья мои, мы многое угадали, теперь неизвестной остается лишь долгота — только ее нам и не хватает!

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Катастрофӑн пӗтӗм историйӗ паллӑ пулчӗ.

И вот из этих, казалось бы, непонятных обрывков слов мы узнали всю ее историю.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пурте паллӑ.

— Теперь понятно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней