Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аппӑш ҫиҫсе ҫеҫ ҫӳрет.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Ав, ҫав ката патӗнче», терӗ мана шӑлавар тӑхӑннӑ сандружинница; пилӗкӗнчен хӑй пысӑк наган ҫакса янӑ; вӑл мана вӗтлӗх вӑрманалла кӗнӗ енне тӑсса кӑтартрӗ, тата леререхре, хӗвел ҫути ҫинче ҫиҫсе, хурӑн кати курӑнатчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Биржа кӗперӗ леш енче тӑракан баркӑсенчен сӑмала шӑрши ҫапнӑччӗ, чаплӑ та ирӗк Нева шӑлтах чи вырӑнлӑ, чи хитре ҫӗрте, икӗ енне пайланса юхса кӑна та мар, ҫиҫсе тӑратчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑслӑ куҫӗсем шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ, тӗттӗмрех ылтӑн тӗспе ҫиҫсе тӑракан яка юпахлӑ тирӗ айӗнче мускул шӑнӑрӗсем чӗтренсе чупкалаҫҫӗ; мӗн пурӗ унра пружина пек тапса, вылянса, хумханса тӑрать, хаваслӑ вӑй, илемлӗх пуррине кӑтартать.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑватлӑн янракан арҫын сассисем кашни ир юрлаҫҫӗ: «Ҫӗклен, таса хаярлӑхӑн ҫиҫсе тӑран хӗҫҫи, пырать тивлетлӗ халӑхӑн сӑвап кӳрен вӑрҫи…»
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мӑнтӑркка пичӗ ҫинче киленӳ вылявӗ ҫиҫсе тӑрать.По мясистому его лицу разливалось выражение неподдельного удовольствия.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Башньӑсем ҫинчи рубин ҫӑлтӑрсем ҫине, кӑнтӑрла ан ҫиҫсе тӑччӑр тесе, михӗсем тӑхӑнтарнӑ.На звезды кремлевских башен были надеты защитные чехлы, чтобы они не блестели днем.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пичӗ унӑн хӗрелсе кайнӑччӗ, савӑнӑҫпа ҫиҫсе тӑратчӗ, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ хӑрах айккинелле пӑрӑнса кайнӑччӗ.У него было такое раскрасневшееся счастливое лицо и ушанка с таким ухарским видом сбилась набок.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та акӑ инҫетре шурӑмпуҫ курӑнса каять, — тата темиҫе самант иртет, вӑл шурӑмпуҫ мар иккен, пин-пин ҫутӑпа ҫиҫсе тӑракан хула ҫуттисем, вӗсем ҫӗр те пӗр тӗслӗ, ҫӗр те пӗр евӗрлӗ…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сасартӑк ман пуҫӑмра пӗр шухӑш ҫиҫсе иртрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ылттӑн ярапасемлӗ, ҫӳллӗ тӑрӑллӑ соболь ҫӗлӗкне йӑлтӑртатса ҫиҫсе тӑракан куҫӗсем ҫинеллех пусса лартнӑ.Высокая соболья шапка с золотыми кистями была надвинута на его сверкающие глаза.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хулара ҫавӑрттарса ҫиҫсе ҫӳрени ҫамрӑк ҫыншӑн сиенлӗ кӑна.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Куҫӗнче унӑн савӑнӑҫ ҫиҫсе тӑрать.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав ята илтсенех Казбичӑн куҫӗ ҫиҫсе илчӗ, вӑл вара Азамат ашшӗ пурӑнакан аула тухса кайрӗ.При этом имени глаза Казбича засверкали, и он отправился в аул, где жил отец Азамата.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Татти-сыпписӗр ҫиҫӗм ҫиҫсе тӑнипе пурте витӗрех курӑнса тӑчӗ, мӗлке таврашӗ те пулмарӗ: авӑна-авӑна каякан йывӑҫсем, шавласа юхакан шыв хумӗсем, кӑпӑкланнипе шап-шурӑ ҫилхеллӗ курӑнаканскерсем, леш енчи ҫӳллӗ чул сӑртсем, — тӗтрепе чалӑш ҫумӑр чаршавӗ витӗр тӗксӗммӗн курӑнса лараҫҫӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Таврара ҫуллахи ҫутҫанталӑк ҫиҫсе ялтӑрать.И все в летнем мире дышало свежестью, сияло и кипело жизнью.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн ылтӑн ҫӳҫӗ лампа умӗнче ҫиҫсе илчӗ, «Палларӑм. У-у-у!
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Тӗлӗнмелле ҫиҫсе выртакан тавралӑхпа киленеҫҫӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Садсенче юлашки улмасем йӑмӑхаҫҫӗ, хӗрелсе, йывӑрланса кайнӑ пилеш сапакисем те хӗвел питтинче шӑранакан кӑвар евӗрех ҫиҫсе чуна илӗртеҫҫӗ.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/
«Мӗншӗн пирӗн пата килсе вӗрет-ха вӑл?» — ҫиҫсе илчӗ шухӑш ун пуҫӗнче.
Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html