Поиск
Шырав ĕçĕ:
Манса кайнӑ пуль ун ҫинчен, хуть те мӗн пултӑр тесе пӑрахнӑ пуль ӑна текен чӑтма ҫук хӑрушӑ та тискер шухӑша чӑтаймасӑр, вӑл темиҫе хутчен те лав ҫинчен сиксе анса пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр ҫулпа каялла ыткӑнас патнех ҫитрӗ, анчах ҫул хӗрринчи тӗксӗм те чӗмсӗр хӗрессене аса илни — вӗсене вӑл, шутламалли те ҫук, тӗл пулатех — тата аякра ҫиҫӗм ялтӑртатни кашнинчех ӑна ҫапла тумашкӑн чарса тӑчӗҫ…
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫак ҫынсем те, вут таврашӗнчи мӗлкесем те, ҫӑм миххисем те, кашни минутрах аякра ялтӑртатакан инҫетри ҫиҫӗм те — пурте халӗ ӑна чунсӑр та хӑрушшӑн туйӑнчӗҫ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Бяла Черквара халь вут та ҫиҫӗм вӗркесе тӑрать…
XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫакӑн пек тӗрлӗ шухӑш ун пуҫӗнче ҫиҫӗм пек вӗлтлете-вӗлтлете иртрӗ.Все эти мысли и соображения пронеслись у нее в голове с быстротой молнии.
X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак каҫхине мана куҫ умӗнче ҫиҫӗм ялкӑшнӑ пек пулчӗ те, куҫӑм уҫӑлчӗ…В эту ночь словно молния сверкнула передо мной, и глаза у меня открылись…
XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӗрлӗ-тӗрлӗ шухӑшсем ун пуҫӗнче ҫиҫӗм пек вӗлтлете-вӗлтлете иртрӗҫ…Все эти мысли с быстротой молнии промелькнули у нее в голове…
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӗрӗк сунарҫисен икӗ виллине тупнӑ тенӗ хыпар ҫавӑнти ҫурма хурахсен йӑвисене паянах ҫиҫӗм пек ҫитнӗ ӗнтӗ.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Стефчовӑн ҫилленсе ҫитнӗ ӑс-тӑнӗнче ҫав пӗр-пӗринпе сыпӑнакан шухӑшсем ҫиҫӗм пек хӑвӑрт тупӑнса майлашӑнчӗҫ.
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫиҫӗм тепӗр хут ҫиҫсе арман тӑррине ҫутатрӗ, арманӗ туратлӑ йӑмра айӗнче.Новая вспышка молнии внезапно осветила крышу мельницы, стоявшей под ветвистыми ивами.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кралич витӗрех йӗпенчӗ; ҫиҫӗм ялкӑшни ӑна курми турӗ, аслати кӗрлени илтми турӗ, хӑй ҫапах та ҫулне-мӗнне уямасӑр, тӗмсем витӗр сӑтӑрӑнса, йывӑҫ хӳттипе те пахчасем тӑрӑх ирте-ирте ҫаплах ҫумӑртан пытанмалли хӳтӗ тупаймарӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫил урса вӗрнӗ хушӑра ҫумӑр чӗреслетсе ячӗ, вӑл чалӑшшӑн ҫапса ҫӗре лӑскать; ялтӑр ҫиҫӗм хура пӗлӗте каскаласа ватать, сенкер вутлӑ ҫутипе вӑл йывӑҫсемпе ҫӳл ту тӑррисене эрешлет, сӗм тӗттӗмре шӑранакан асамлӑ ҫак самантлӑх курӑну темле акӑш-макӑш хӑрушӑ вӑйлӑ ҫутӑ вылянчӑкне аса илтерет.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Каллех ҫиҫӗм ялкӑшса илчӗ, ту хысакне аҫа ҫапрӗ, тӳпене ишсе антарас пек хӑватлӑ аслати пӗлӗт тӑрӑх шатӑртатса кӗрлесе кайрӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав самантра ҫиҫӗм ялтӑр ҫиҫсе илчӗ, кӗтмен ҫӗртен пӗтӗм тавра ҫуталчӗ, Кралич тинех хӑй хирте иккенне чухларӗ, йӗрлекенӗсем таҫта хыҫалта юлнине тӗшмӗртрӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак сӑмах Марко пуҫӗнче ҫиҫӗм ҫиҫсе илнӗ пек вӗлтлетрӗ.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вера Павловна хут ҫине пӑхса илчӗ кӑна, ҫавӑнтах хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ, хӑй тупа тунине манса, ура ҫине сиксе тӑчӗ; запискӑна ярса тытас тесе ун алли ҫиҫӗм пек вӗлтлетсе илчӗ, анчах записка инҫе ӗнтӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Стрелок кӳлепи чул ту пек курӑнать, куҫӗсенче ҫиҫӗм ялтӑрать, сапаланнӑ хура ҫӳҫӗ ҫулӑм евӗр ялкӑшать.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Вӑрҫӑ-харкашу хыҫҫӑн килӗшӳллӗн, лӑпкӑн пурӑнчӗҫ; анчах кашни кунах ҫиҫӗм ҫиҫсе аслати кӗмсӗртетсе кайма пултарнӑ, мӗн пулас-килессе кӗтнипе Верочка чӗри тапма чарӑнас патнех ҫитет, — паян мар пулсан, ыран ӗнтӗ е Михаил Иваныч, е Марья Алексевна килӗшме ыйтса калаҫма пуҫлаҫҫӗ, — ӗмӗр тӑршшӗпех чӑтса тӑрас ҫук вӗт вӗсем.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Дон леш енче шевле вылять, Разметновӑн сивӗ, савӑнӑҫсӑр куҫӗсем халӗ аялалла мар, тӑван вил тӑприн ишӗлсе аннӑ кӗтесӗ ҫине мар, лере, куҫа курӑнман горизонт хӗррине пӑхаҫҫӗ: унта, ҫур пӗлӗте вут хыпнӑ пек, ҫиҫӗм чӳхенет, тӗлӗрекен ҫутҫанталӑка вӑратса, кӑҫал юлашки хут, шӑрах ҫу кунӗсенчи пек, хӑватлӑ та кӑра аслати килет.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Дон леш енчен инҫетрен ҫумӑр пӗлӗчӗ капланса килет, пӗлӗте ҫурсах ҫиҫӗм ҫиҫет, кӑшт илтӗнмелле аслати хӑлтӑртатать.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Алӑкран ура ярса пуссанах вӑл: «Ваше благороди, инкек!..» — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, ҫав самантрах, ҫӗрле аслати авӑтса, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек, хӑй ҫине тӗлленӗ наган кӗпҫине, Половцевӑн малалла каҫӑртнӑ пысӑк янахне, унӑн пачах мӑчлатман ҫивӗч куҫне, койка ҫинчи Лятьевскин тирпейсӗр кӗлеткине курчӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.