Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пароход ҫинче пуринпе те, вӑл шутра чӗнмесӗр ҫӳрекен буфетчикпа та, Смурый тутине йӗрӗннӗ пек усса ярса, уссийӗсене шӑртлантарса, сӑмахсене пат персе калаҫатчӗ, — ҫынсене чулсемпе пенӗ пекехчӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӗттӗм пулсан Вук килчӗ, вӑл темиҫе партизана, ҫав шутра Станкопа Николӑна та, илсе кайрӗ, взвод командирӗ вырӑнне Джурджене хӑварчӗ.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл хӑй пире пурне те, ҫав шутра мана та, вечера пыма йыхрав ячӗ, — ҫапла вара манӑн пӗрремӗш хут бала каймалла килсе тухрӗ.Она сама пригласила всех нас и между прочими меня, и я в первый раз должен был ехать на бал.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑн ҫинчен шутласа илнӗ хыҫҫӑн нимӗнле шухӑшпа та тӗксӗмленмен паҫӑрхи савӑк кӑмӑлӑм самантрах пӑсӑлчӗ, хам умра мӗн пуррине йӑлтах, — ҫав шутра унӑн куҫӗсемпе куллине те, — темле тӗтре хупӑрласа илчӗ, эпӗ темрен вӑтанма пуҫларӑм, хӗрелсе кайрӑм, калаҫайми те пултӑм.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗн яланхи йӑлипе Дубков, чӑн пулнӑ пек кӑтартса, чи тӗлӗнмелле япаласем, — ҫав шутра кукамӑшӗ хӑй ҫине тапӑннӑ виҫӗ хураха мушкетонпа персе вӗлерни ҫинчен, — каласа пачӗ (ҫав вӑхӑтра эпӗ хӗрелсе кайрӑм та, пуҫа чиксе, урӑх еннелле пӑхрӑм), Володя, ахӑртнех, эпӗ мӗн те пулин каламассеренех имене-имене кайрӗ (ку кӑлӑхах пулчӗ, мӗншӗн тесен, хам астунӑ тӑрӑх, эпӗ вӑтанмалли нимех те каламарӑм), апла пулин те апатлану питӗ кӑмӑллӑ, хаваслӑ иртрӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмра пӗрремӗш хут фрак тӑхӑнтӑм, ман ҫири мӗнпур тум, ҫав шутра кӗпе-йӗм те, чӑлха та вӗр-ҫӗнӗ, чи лайӑххисем.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак ӑслӑ сӑмахсем, каярахпа та пӗрре ҫеҫ мар мана вӑй-хӑват хушӑнтарнӑскерсем, кӑштах лӑплантарчӗҫ, анчах ман валли ҫӑкӑрпа шыв ҫеҫ мар, кӑнтӑрлахи апата пӗтӗмпех, ҫав шутра пӗчӗк роза текен пирожнӑй татӑкне те парса яни тарӑн шухӑша ячӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне ырӑ тӑвакан мӗнпур ҫынсемшӗн (вӑл хӑйне йышӑнакансене ҫапла калать), ҫав шутра аннешӗн, пирӗншӗн, хӑйӗншӗн кӗлтурӗ, турӑран хӑйӗн йывӑр ҫылӑхӗсене каҫарма ыйтрӗ, ҫине-ҫинех: «Турӑҫӑм, каҫар ман тӑшмансене!» — тесе каларӗ, ӗхлетсе тӑчӗ те каллех ҫав сӑмахсене ҫине-ҫинех асӑнчӗ, урайне перӗннӗ май чӑкӑртатакан асап кӗпи йывӑррине пӑхмасӑр, темиҫе хут та пӗшкӗне-пӗшкӗне илчӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӗнле шутлатӑн эсӗ, Костя, хӑшӗ тӗрӗс: пирӗн авалхи хуласене аплипех, пӗр улӑштармасӑр музей евӗр хӑварас текенсем-и е, ҫӗнетме чӗнсе, пурне те, ҫав шутра хаклӑран та хаклӑ палӑксене те, тӗпрен шӑлса ывӑтма пӑхакансем-и?
19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Кӗперпе пынӑ чух, малтан ун авӑнса ҫӗкленекен хырҫи ҫинелле хӑпарнӑ, унтан ерипен аннӑ май, эпӗ хам куҫ ытамне ӳкекен ҫуртсен, ҫав шутра Василий Блаженнӑйӑн та, ӗлкийӗ тӗрлӗ тӗлтен тӗрлӗрен курӑнса кайнине асӑрхарӑм.
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Кашни-пӗри уйрӑммӑн кервен пулни кӑна сахал, ушкӑнӗпе те вӗсем хулана пӗр пӗтӗмӗшлӗн илемлӗ те кӗрнеклӗ сӑн-сӑпат памалла, ҫав шутра пурӑнмалли ҫуртсен массивӗсене те.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Лартасса ҫав кермене, ан тив, патша вӑхӑтӗнче лартнӑ пултӑр, анчах патша лартман вӗт-ха, вырӑс ӑстисем ӗҫленӗ, илемлетессе чаплӑран та чаплӑ художниксем ҫырса-ӳкерсе илемлетнӗ, ҫав шутра Суриков, Верещагин…
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Чылай ҫуртсене пирӗн, ҫав шутра керменсене те, кивӗ хуласене ҫӗнетсе лайӑхлатнӑ чухне ирӗксӗрех ватма тивнӗ.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Мӑннисем, ҫав шутра ашшӗ-амӑшӗ те, пӗчӗккисемпе чӗвиклетсе калаҫнине юратмастӑп эп.Я не люблю, когда взрослые, и родители в том числе, сюсюкают с детьми.
1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫав шутра ку таранччен нихӑҫан ӗҫмен Илле те пулнӑ.
VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ахаль те кашнийӗ шутра тӑрать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тӗллесе перес пулать, патронсем шутра пирен.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.
Ҫав шутра апат каяшӗшӗн тӳлемелли виҫе те.
Китайра апат-ҫимӗҫе сая янипе кӗрешме шутланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28507.html
Курӑмлӑ сценӑсене, ҫав шутра ҫапӑҫу саманчӗсене те, ӳкернӗ чухне профессиллӗ актерсене явӑҫтарнӑ, компьютер графикипе усӑ курнӑ.
«Авалхи Атӑл Вӑрттӑнлӑхӗ» фильм премьерине йыхравлаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28381.html
Космос отраслӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ҫынна, ҫав шутра Тӗнче уҫлӑхӗн вӗҫсӗр-хӗрсӗр анлӑхне парӑнтарас ӗҫе хальлӗхе хутшӑнма кӑна ӗмӗтленекенсене те, ҫирӗп сывлӑх тата ҫитӗнӳсем сунатӑп!
Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/04/12/glava- ... aet-s-dnem