Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аптӑраса (тĕпĕ: аптӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтмен ҫӗртен калаҫу ҫапла ҫаврӑнса ӳкнине курса, Банник кӑштах аптӑраса тӑчӗ, анчах хӑй ҫапах та ҫӑлӑнса тухма хӑтланчӗ:

Банник был несколько смущен неожиданным для него оборотом разговора, но он попытался вывернуться:

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Казаксем, ним тума аптӑраса, сирӗлсе тӑчӗҫ, ҫав хушӑра Яков Лукич, Половцевран маларах алӑка хулпуҫҫипе тӗртсе уҫрӗ те алкумне вирхӗнсе тухрӗ.

Казаки ошалело расступились, а Яков Лукич, опередив Половцева, плечом распахнул дверь, вылетел в сенцы, как камень, кинутый пращой.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Изида Библоса каять, ӗҫес килнипе аптӑраса та чуллӑ ҫул йывӑрлӑхне пула ҫав тери ӗшенсе пырса ҫитет унта.

Изида идет в Библос, приходит туда утомленная зноем, жаждой и тяжелой каменистой дорогой.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вара вӑл шӑрпӑкне чӑлтах ҫутса ячӗ те курах кайрӗ: кӗтесре, сӑсӑл тултарнӑ ещӗк хыҫӗнче, Лятьевскин хӑрах куҫӗ йӑлтӑртатса илчӗ, унпа юнашарах тата ним тума аптӑраса ӳкнӗрен юбкине турткаласа, ҫамки ҫине анса ларнӑ тутӑрне тӳрлеткелесе хӑмач пекех хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ кинӗ тӑрать…

Чиркнув спичкой, увидел в углу за ящиком с отрубями одиноко блеснувший глаз Лятьевского, а рядом красную, как кумач, сноху, смущенно одергивавшую юбку и поправлявшую сбитый на затылок платок…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ытла та тӗрӗс мар хӑтлантӑм!» — Давыдов ҫӳҫне-пуҫне тӑрмаласа арпаштарчӗ, нимӗн калама аптӑраса эхлетсе илчӗ те пӳлӗмрен тухрӗ.

«Какая чушь!» — Давыдов взъерошил волосы, смущенно крякнул, вышел из комнаты.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн, нимӗн калама аптӑраса ӳкнӗ Лукашкӑна антӑхса кайсах ыйтса тӗпчеме тытӑнсан, лешӗ кӗҫӗн алӑкне уҫса ячӗ те улшӑннӑ сассипе ҫапла каларӗ:

Но когда стал, задыхаясь, допрашивать ошалевшего Лукашку, тот открыл калитку, изменившимся голосом сказал:

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй, нимӗн калама аптӑраса, пуҫне пӑркаласа илчӗ.

Сам сокрушенно покачал головой.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Путек тир ҫӗлӗкӗ айӗнчен хӑй ҫине хаяррӑн хистекен куҫсем тирӗнсен, Тимофей, пӗр авӑк ним тума аптӑраса тӑчӗ, анчах мӗн тумаллине часах тавҫӑрса илчӗ:

Грозный понукающий взгляд из-под белой курпяйчатой папахи, и Тимофей, на миг растерявшийся, находит выход:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, ним калама аптӑраса темиҫе минут хушши чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан тарӑхса кайрӗ:

Давыдов несколько минут недоумевающе молчал, а потом озлился:

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Андрей Иванович ӑҫта? — аптӑраса ӳкрӗ Санька.

— Андрей Иваныч где? — растерянно спросил Санька.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн эсӗ — Тимка ним тума аптӑраса ун тавра ҫӳрерӗ.

Ну что ты, право… — засуетился около него Тимка.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ аптӑраса тӑтӑм.

Я замялся.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Аптӑраса ӳкнӗскерӗн пуҫӗ ҫаврӑннӑ пек пулчӗ те, вӑл тайӑлса пӗр креслин хыҫӗнчен ярса тытрӗ.

Они просто замелькали в глазах — эти ушастые и знакомые с самого детства зверьки. Серый пошатнулся и чуть не упал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Тӑваттӑмӗш хута ҫитсе Федор алӑкӗ умӗнче чарӑнсан аптӑраса тӑчӗ: мӗнле шӑнкӑравламаллаччӗ-ха унӑн?

Достигла четвертого этажа, остановилась перед дверью ведущей в квартиру Федора и вдруг сообразила: каким должен быть ее условный звонок.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ковалевский господин, нимӗн тума аптӑраса, Одессӑри уҫламҫӑсемпе банкирсем патне кайса укҫа ыйтнӑ.

Господин Ковалевский в отчаянии бросился за деньгами к одесским негоциантам и банкирам.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ирпе ирех Пысӑк Лубня ялне черетлӗ ҫырӑвӑма ҫыртӑм та, урӑх нимӗн тума аптӑраса Кузнечиха патнелле анаталла антӑм.

С утра, написав очередное письмо в село Большие Лубни и не зная, чем ещё заняться, я спускался вниз к Кузнечихе.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ир тӗлне кӑшт кӑна шуралчӗҫ, пӗр хӗр аптӑраса ӳкрӗ, ҫапах та пирӗн бригада хӑй «урокне» ыттисенчен маларах пӗтерчӗ.

Все немного побледнели к утру, одной девушке стало дурно, но всё-таки наша бригада закончила свой «урок» раньше других.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл урлӑ сак ҫинчен сиксе тӑчӗ, ыйӑх тӗлӗшпе аптӑраса ӳксе, сӑхсӑхма пуҫларӗ, унтан алӑк патне чупрӗ.

Она вскочила с лежанки, заметалась со сна и, крестясь и причитая, побежала к дверям.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ йӑлтах аптӑраса ӳкрӗм, Анна Семёновнӑна пӗлтерме те ҫийӗнчех хал ҫитереймерӗм.

Я совсем растерялась, не сразу я решилась сообщить обо всем Анне Семеновне.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачасемшӗн ку ытла та тӗлӗнмелле пулчӗ, вӗсем аптӑраса кайнипе, вагон умӗнче тӑракан мӑк сухаллӑ пӗр лутра ҫынна паҫӑрах курчӗҫ пулин те, унтан нимӗн тӗпчеме хӑяймасӑр, чылайччен тӑчӗҫ.

Это показалось столь удивительным, что ребята долгое время не решались даже спросить маленького, очень бородатого и толстого человека, который стоял у вагона.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней