Поиск
Шырав ĕçĕ:
Крапивин тепӗр ир Вӑрнарта утлӑ резервӑн пӗр отделенине хӑварчӗ те ытти милиционерсемпе ҫула тухрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегин тӗрмерен «тарнине» пӗлсен, тепӗр ир Крапивин утлӑ резервран пӗр взвод илчӗ те ҫула тухрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ир енне вара татӑклӑ шухӑш тытрӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗр шутласан, Ваньккапа ыран ир тӗл пулсан та темех марччӗ темелле.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Виҫӗмкун ҫеҫ-ха чӗреслетсе ҫумӑр ҫурӗ, ун хыҫҫӑн та ӗнер ҫанталӑк ӑмӑрччӗ, пӑт-пат ҫумӑр та ӳккелетчӗ, хӗвеланӑҫӗнчен катрам пӗлӗтсем капланса килнине кура ҫӗрле каллех чӗреслетсех ярасса та кӗтме пулатчӗ; паян ир вара пачах урӑхла — хӗвел тухрӗ те, тӗксӗм пӗлӗтсем самантрах таҫта кайса ҫухалчӗҫ, таврана ҫап-ҫутӑ сӑн кӗчӗ, ҫил чарӑнчӗ, тӳлек те ӑшӑ кун пуҫланчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Эй, паян вырсарни-ҫке, ҫӗнӗ тӗнрен куҫнӑ йӗркепе, уйра ӗҫлемелли кун мар, ир тӑмасан та юрӗ», — текелесе, Телегин хӑй те хуп турттарма васкам арӗ вара.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шап-шурӑ ир; пысӑк вӑрманти йӑмшах тӗтрелӗх тӗлӗнмелле курӑнусемпе тулса ларнӑ.Был белый утренний час; в огромном лесу стоял тонкий пар, полный странных видений.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вулама, ҫырма пӗлекен ҫынсем калашле — ҫапла, ӑнсӑртран, ҫуллахи пур пӗрех пулмалли пӗр ир Грэйпа Ассоль пӗр-пӗрне шыраса тупрӗҫ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Капернӑри мӗн пур мӑрье ир пуҫласа каҫчен йӑсӑрланать, сакӑлталлӑ тӑрӑсем ҫийӗн тӗтӗм варкӑшса вӗҫет.Все трубы Каперны дымились с утра до вечера, трепля дым по крутым крышам.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫуркунне ир килчӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫак ир пӑр кантӑк пек таса пулнӑ.
Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ир пуҫласа каҫченех ура ҫинче вӑл.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ир енне ҫеҫ тӗлӗрсе каять.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Эпӗ вара ӑна тепӗр ир валли ҫуса-якатса тӑхӑнтӑм.
Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Ир енне ҫеҫ тӗлӗрсе кайнӑ.
Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Google машини ир кӳлӗм тухнӑ пулас та вӗсем пурте хупӑ.Машина Google, кажется, вышла рано утром и поэтому все они оказались закрытыми.
Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html
— Саша, кӑҫал ир хӗл ларас пек калаҫаҫҫӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Ир енне пӗтӗмпех йӗркене кӗртнӗ.
Шупашкарта Максим Горький проспектне шыв илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30696.html
Ыран ир врачсем пӑхӗҫ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
— Ир енне ҫеҫ тӗлӗрсе кайнӑ ҫав эп, — суеҫтерчӗ Аня.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.