Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта ҫыранри сӑртсен хыҫӗнчен ҫил-тӑвӑл ӑнтӑлать, «уҫӑ сывлӑша» вӑл чӑтмалла мар сивӗтсе ячӗ.Холодный вихрь, несшийся с береговых холмов, делал «открытый воздух» суровой пыткой.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӑл ҫав вӑхӑтрах хӗре ыталама ӑнтӑлать.
Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.
Акӑ ӑҫталла ӑнтӑлать Владимир Ильич.
Самарти кунсем-ҫулсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Вилӗм аякра та мар, кунтах, ҫурт таврах ҫӳрет, вӑл, хӑй валли пӗр-пӗр ҫурӑк тупса, пӳрте кӗрессӗн ӑнтӑлать…Смерть ходила где-то близко вокруг дома, пытаясь найти щель, чтобы войти сюда…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Эпӗ ҫак чуна витӗрех куртӑм: ӑна яланах темӗнле йывӑрлӑх пусса тӑрать, ҫын умӗнче куҫран ӳкес мар текен шухӑш ӑна вӗҫӗм канӑҫ памасть, анчах унӑн пӗтӗм чунӗ тӗрӗсси патне ӑнтӑлать.
IX // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Чӑнах: ҫывӑрмалли пӳлӗм чӳречи яри уҫӑлса кайрӗ те — чӳрече янаххи ҫине Валери тухса тӑчӗ… аллисене малалла тӑсса, Муцие шырать пулас… вӑл пӗтӗм кӗлеткипе ун патнелле ӑнтӑлать.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Килти мотоцикла куҫланӑ пиллӗкри шӑпӑрлан пӗрмай ашшӗпе руль умне ларма ӑнтӑлать, техника патне туртӑнать.
Пӗчӗк космонавт // Альбина Исемпи. Альбина Исемпи (Васильева А.П.) Пӗчӗк космонавт. — Шупашкар: 2008. — 16 с, илл.
Ача малалла ӑнтӑлать, анчах сасартӑк Гришаткӑна тахӑшин алли мӑйран ярса илет.Рванулся мальчишка вперед, как вдруг чья-то рука за шею Гришатку хвать.
Сакмар хапхи // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Пӗтем чӗрем, пӗтӗм шут-кӑмӑлӑм сирӗн пата ӑнтӑлать манӑн, эпӗ сире юрататӑп.К вам стремится все мое сердце, все мои желания, я люблю вас.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кирияк вӑхӑт-вӑхӑт аллинчи хӗрлӗ чечекне шӑршлакаласа илет, унтан каллех хӑй таврашнелле тӗлли-паллисӗр ӑнтӑлать.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӑҫта кӑна пулмастӑп эпӗ, йӑпанас-лӑпланас тесе, мӗн-мӗн кӑна тума тӑрӑшмастӑп пулӗ, — ман мӗнпур шухӑш Олеся сӑнарӗ тавра ҫаврӑнать, пӗтӗм ӳтӗм-пӗвӗм ун енне ӑнтӑлать, унӑн ниме тӑман сӑмахне, пӗр-пӗр паллах мар хусканӑвӗпе куллине ҫех хӑшпӗр чух аса илни те ман чӗрене кашнинчех шӑппӑн та пылаккӑн хӗссе, ыраттарса каять.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
(Вӑрӑмтуна сасси лӑпланать, Ванькка вӑл ларнӑ тӗле пырса пӑхма ӑнтӑлать.)(Звук комара затихает, Ваня подходит к тому месту, где тот сел, и рассматривает его.)
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Таҫтан ҫӗр ӑшӗнченех сӑрхӑнса тухса кӗвӗ уҫлӑха ӑнтӑлать.
Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21
— Хӑш ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме ӑнтӑлать пурнӑҫӗн ҫӗнӗ тапхӑрне пуҫлакан Роза Деменцова?- Какую мечту стремится осуществить вступившая в новый жизненный путь Роза Деменцова?
«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№
— Кирек мӗнле халӑх та ҫак ҫутӑ тӗнчере вырӑнне тупса йӗркеллӗ, ытти халӑхсемпе пӗр тан туйса пурнӑҫне хӑйне кирлӗ пек туса пыма ӑнтӑлать.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№
Николай Владимирович халӑхпа чӑнласах та ҫывӑх, унӑн йывӑрлӑхӗсене лайӑх пӗлет, пулӑшма ӑнтӑлать.
Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Николай Владимирович тунӑ ҫитӗнӳсемпе нихӑҫан та лӑпланса лармасть, пӗр тӗллевне пурнӑҫласанах тепӗрне чӑна ҫавӑрма ӑнтӑлать, пуҫланӑ кирек мӗнле ӗҫе те вӗҫне ҫитерет.
Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
55. Лисий ҫавӑн чухне ҫакӑн пек хыпар илтнӗ: Антиох патша хӑй чӗрӗ чухнех ывӑлне, Антиоха, патшана кӗриччен пӑхса ӳстерме хушса хӑварнӑ Филипп, 56. патшапа пӗрле ҫӳренӗ ҫара ертсе, Персипе Миди ҫӗрӗнчен таврӑннӑ-мӗн, халӗ вара патшалӑх ӗҫне хӑйӗн аллине илме ӑнтӑлать иккен.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ӗнтӗ Сана, Пултаракана, мӗн пултарнийӗ ӗҫлесе тӑрать: усал ҫынсене хаса пама ӑнтӑлать, Сана ӗненекенсене ырӑлӑх тума лӑпланать.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫа картишӗнче пуласшӑн ҫунать; чӗрем те, ӳтӗм те хаваслансах чӗрӗ Турӑ патне ӑнтӑлать.3. Истомилась душа моя, желая во дворы Господни; сердце мое и плоть моя восторгаются к Богу живому.
Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.