Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗттӗм вӑрман чӗрӗлет, Ешӗл тумтир тӑхӑнать, Ҫеҫен хир те ешерет, Илемӗпе мухтанать.
Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
— Тулӑ фронтра ӳсекен япала мар, ӑна лӑпкӑ ҫеҫен хир кирлӗ…
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Кам пӗлет, те Хусана кайнӑ-ха вӗсем, те хӑйсем патне ҫеҫен хирех тарнӑ, — терӗ Ахтупай парне парса ҫынсене улӑштарса илме пултарассине питех шанмасӑр.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кун пек тӑвӑлсем Анат Атӑлти ҫеҫен хирте ытларах та пулса иртеҫҫӗ.
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑрҫчӑр, ятлаччӑр, хупса лартассипе хӑратчӑр, анчах тек вӑл ҫеҫен хирте юлмасть, хӑйӗн тӗп ҫӗр-шывне, ҫуралса ӳснӗ, ӗмӗр ӗмӗрленӗ ҫӗр-шывне каять.
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӑрсан ҫеҫен хирте кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе лаша ҫӳрет.
1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑй те канӑҫсӑр пурӑнать кунта, кунӗн-ҫӗрӗн ҫеҫен хир тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрет, тӗкӗрҫӗсене те этем пурнӑҫӗпе пурӑнма памасть.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тата мӗн вӑхӑт тытӗ-ши вӗсене аякри ҫеҫен хирте Тукай?
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫеҫен хирте мӗн туса пурӑнать вӑл?
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Часах вара ҫеҫен хирти ялта, ҫырма хӗрринче, туптав сасси янӑрама пуҫларӗ.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫӗтӗк шӑналӑк витӗр тӳпери ҫӑлтӑрсем курӑнаҫҫӗ, ҫеҫен хирте инҫе те мар шакалсем тискеррӗн улаҫҫӗ, тепӗр чухне вӗсенчен хӑраса хӳме ҫуммипех утсем тӗпӗртетсе иртеҫҫӗ, икӗ тус калаҫаҫҫӗ те калаҫаҫҫӗ.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Алӑра чӗлпӗр пултӑр, пуҫ тӑрринче кӑвак тӳпе пултӑр, умра ҫеҫен хир сарӑлса вырттӑр.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ак вӗсем мӑрса ывӑлӗпе ҫеҫен хирти пӗр пысӑк яла ҫывхарса пыраҫҫӗ.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хусан патши ӑна ҫеҫен хире крепоҫсем тума янӑ.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Мӗнле ҫеҫен хире? — ӑнланмарӗ Северьян.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Хатӗрлен, — терӗ вӑл, — ырантан тепӗр кун атте патне ҫеҫен хире каятпӑр.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пире ҫеҫен хире ӑсатасшӑн, ывӑлсене аманат тесе Хусанта хӑварасшӑн.
5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ну, хӑта, ҫеҫен хир кӑмӑла кайрӗ-и сана? — ыйтрӗ Сарри ялан юртӑпа пыракан Тукая хӑваласа ҫитсе.
5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсем килсе тухнӑ ҫӗрте — Карлӑ леш енче — вӑрман пачах ҫук иккен, тӑршшӗпе ҫеҫен хир тӑсӑлса выртать.
5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсен тем тесен те Сӗве тӑрӑх тӑвалла хӑпармалла иккен, тем тесен те ҫеҫен хире тухмалла.