Поиск
Шырав ĕçĕ:
Клава яштака та хитре хӗр.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Атӑла лайӑхрах курса юлас, унӑн вӑй-хӑватне ӑша хывас тесе ҫывӑхра ӳсекен яштака шурӑ хурӑн ҫумне таянчӗ, вырӑса та чӑваша, ҫармӑса та тутара малалла тӗрлӗ хулари вырӑссене ҫывӑх юхан шыва, тавралӑха сӑнарӗ.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Ҫинҫе те яштака вӑл, хӗвелҫаврӑнӑш чечекӗ тӗслӗ вӑрӑм ҫӳҫне ҫурӑм тӑрӑх ярать, йӑл-йӑл ҫутӑ симӗс куҫӗ, уйӑхлӑ каҫри ҫӑлтӑрла, ялан ҫиҫет.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Ҫамрӑксен пӗрлӗхӗн ертӳҫи, кӗске ҫанӑллӑ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, хура галстук ҫыхнӑ яштака каччӑ, икӗ тумбӑллӑ сӗтел умне пырса тӑчӗ те пуху пуҫланни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ҫула май яштака чӑмӑр ураллӑ, хитре пӳ-силлӗ, паянччен курман хӗре хуса ҫитсе иртсе кайрӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Раман кулса илет те ун пуҫне тытса сылтӑмалла пӑрать: «Пӑх, — тет, — хӑвӑн Ульку та каснӑ-лартнӑ яштака хурӑн!»
29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Яштака хитре Укахви ҫине пӗрре мар ӑмсанса та кӗвӗҫсе пӑхнӑ вӑл.
26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Илемлӗ, кӑмӑллӑ сӑн-питлӗ, яштака ҫамрӑк хӗрарӑм ҫине хушӑран Раман хӑй те юратуллӑн пӑхкаласа илет.
21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Яштака чӑрӑшсем шӗвӗр тӑррисемпе кармаша-кармаша алӑ сулнӑн туйӑнать.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Каҫсерен вӑл учительница упӑшкипе, илемлӗ те яштака пӑхаттирпе, Валерий Викторович военрукпа тӗл пулкалать тетчӗҫ.
Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Яштака пӳ-силлӗ, хӑйӗнчен ҫаплах шыв ҫинелле ахах-мерчен ҫутӑ тӑкӑнать.
3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Ҫавна пулах пулӗ хурӑнсем питӗ хӑвӑрт та яштака ӳсрӗҫ.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Паркри йывӑҫсем хушшинче шӗвӗр тӑрӑллӑ, тӗксӗм-симӗс яштака кипариссем ӑраснах палӑрса лараҫҫӗ.Среди деревьев парка выделяются стройные темнозеленые кипарисы с остроконечными вершинами.
Крымӑн кӑнтӑрти ҫыранӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Яштака пальмӑсен тата эпир палламан темиҫе пин йывӑҫсен колоннисем пӗлӗт патне ҫӳлелле тӑсӑлса тӑраҫҫӗ.Высоко в небо уходили стройные колонны пальм и тысячи незнакомых нам деревьев.
Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Вӑл шурлӑх хӗррипе ҫӳллӗ яштака хырсем ӳсеҫҫӗ, варринче — имшерленсе кайнӑ пӗчӗк хырсем лараҫҫӗ, нумайӑшӗ хӑрса типсе кайнӑ.
Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Вассан яштака, тӗреклӗ ҫан-ҫурӑмӗ, асӑрхас темен ҫӗртенех, ҫивӗччӗн, вӑйлӑн сисӗнчӗ ӑна.
XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хӑй хытканрах кӑна, яштака.
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ара, яштака, хура кӑтра ҫӳҫлӗ-ҫке.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Пӗвӗ яштака.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Шӗвӗр тӑрӑллӑ, яштака хӑяхсем туллиех вара.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.