Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ятӑмӑр (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тӑватӑ ҫул каялла эпир ҫырла ҫитӗнтерессине аталантарма шутларӑмӑр, Ял хуҫалӑх банкӗпе пӗрле фермерсен шкулне пуҫарса ятӑмӑр.

Помоги переводом

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Тапса кӑна уҫса ятӑмӑр.

Помоги переводом

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Ну, паллах ӗнтӗ, вӑл ҫапла каласан тӳсеймерӗмӗр эпир, ахӑлтатсах кулса ятӑмӑр!

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫак кунсенче эпир «Кӗпӗрнаттӑр лагерӗ» проекта хута ятӑмӑр.

На днях мы дали старт проекту «Губернаторский лагерь».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/01/chva ... hasene-hut

Пурӑн пирвайхи арӑмупа тесе ятла-ятла, ӳкӗтле-ӳкӗтле кӑларса ятӑмӑр, тейӗпӗр.

Помоги переводом

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Юрӗ, эпир Григориуна ӗҫрен кӑларса ятӑмӑр, тейӗпӗр.

Помоги переводом

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Мӗн-ха вара икӗ столовӑя пулах ҫавнашкал шӑв-шав хускатса ятӑмӑр.

Помоги переводом

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах эпир… сан пирки ӑша ҫунтарса ирттерсе ятӑмӑр ҫав каҫа.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Сантӑр вӗскӗртрӗ. Малтан калаҫса татӑлсах хирӗҫтерсе ятӑмӑр сана. Шутламан та ӗҫ ҫавӑн пекех шая каясса. Юрать-ха, хӑтӑлтӑн. Каҫар», — тет.

Помоги переводом

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

– Эпир кӑҫалтанпа ҫакӑн пек питӗ лайӑх йӑла пуҫарса ятӑмӑр.

Помоги переводом

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Унтан самолетсем ятӑмӑр.

Оттуда самолетики пускали.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхне ярса кӑна пуснӑччӗ, тем самантра ӑна «хӗл куҫҫулӗпе» пӗрле ӑсатса та ятӑмӑр.

Помоги переводом

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

«Управленийӗн тытӑмне эпир сирӗнпе пӗрле 2020-мӗш ҫултан пуҫласа ҫӗнӗлле йӗркелесе ятӑмӑр.

Помоги переводом

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

- Иртнӗ ҫул Киров поселокӗнче фельдшер-акушер пунктне хута ятӑмӑр.

Помоги переводом

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

— Куҫӗ ҫине тӑхлан шӑратса ятӑмӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Гитлер портретне те, пралук карта айӗпе кӗрсе, тепӗр енне ҫакса ятӑмӑр.

Помоги переводом

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Алтнӑ тӑпри ан курӑнтӑр тесе, пур ҫӗрелле курӑк ӑшне сирпӗтсе ятӑмӑр та окоп анине патаксем хутӑмӑр, ун ҫине курӑк татса витрӗмӗр.

Помоги переводом

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Каҫалапа Ҫеруш ывӑлӑмпа ҫывӑрмалли пӳлӗмри кӑмакана хутса ятӑмӑр.

Помоги переводом

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Павлуша аллине сулчӗ те, эпир харӑс: — Здравствуй, милая картошка-тошка-тошка-тошка, Низко бьем тебе челом-ом-ом! Даже дальная дорожка-рожка-рожка-рожка Нам с тобою нипочем! — тесе юрласа ятӑмӑр.

Помоги переводом

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Карчӑк панӑ ҫӑкӑра ҫисе ятӑмӑр та, Хуралпа ҫара урайӗнче ҫывӑрса кайнӑ.

Помоги переводом

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней