Поиск
Шырав ĕçĕ:
Итлеме тытӑнчӗ: ҫав тери шӑп, хӑлха янӑрани те илтӗнет.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Уяв кунӗсенче, пур урамсенче те музыка каланӑ чух, портри карапсем ҫинче илемлетсе пӗтернӗ тӗрлӗ тӗслӗ ялавсем ҫӗклеҫҫӗ, Митридат тӗлӗнче шурӑ ҫунатлӑ модельсем вӗҫеҫҫӗ, сӑрӑ рак хуран чулӗнчен тунӑ пусма тӗлӗнче параппансем ҫапни, пионер труби савӑнӑҫлӑн янӑрани илтӗнет.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӗрнӗ тимӗрпе ҫуннӑ кӑмрӑкӑн кӑвасак-йӳҫӗ шӑрши, сунтал янӑрани, кивелсе кайнӑ вӗркӗч вӑйсӑр чӗриклетсе хашлатни ӑна чӗтреве ӳкерчӗ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Инҫетрен, хыҫалти ретсенчен, хӗрарӑмсем ҫапла иртӗхнине ырласа кӑшкӑракан арҫынсен сассисем янӑрани илтӗнчӗ:Издали, из задних рядов, зазвучали одобрительные мужские голоса:
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Якорь сӑнчӑрӗсем янӑрани, япала турттаракан вагонсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса кӗмсӗртетни, ҫул ҫине сарнӑ чул ҫинче таҫтан ӳкекен тимӗр листисем йынӑшса чанкӑртатни, йывӑҫ каскисем тӳплетсе ӳкни, извозчиксен ураписем шӑлтӑртатни, пӑрахутсем хыттӑн та ҫинҫен е хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ҫухӑрни, грузчиксем, матроссем, таможня салтакӗсем кӑшкӑрашни, — ҫак сасӑсем пурте, хӑлхана хупласа лартакан ӗҫлӗ кун музыкипе пӗтӗҫсе, гавань ҫинчи пӗлӗт айӗнче, аялта, пӑлхавлӑн чӳхенсе тӑраҫҫӗ; вӗсем патне ҫӗр ҫинчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сас хумӗсем е хулӑнӑн кӗмсӗртетсе пӗтӗм тавралӑха сиввӗн кисрентереҫҫӗ, е вичкӗнӗн, янӑравлӑн хӑпарса — тусанлӑ вӗри сывлӑша таткаласа ҫураҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Мӗнех вара, Ольга Обломов пӑхмассерен кашнинчех ӑнланмалла хирӗҫ пӑхса ответ парайманни, унӑн сассинче, тепӗр чухне, хӑй пӗррехинче, те тӗлӗкре, те чӑнласах янӑрани илтӗнменни.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку сехет янӑрани пулчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чан нумайччен тата ҫине-ҫине янӑрани кӑнтӑрла ҫитнине пӗлтерет.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Юрӑ хыттӑн янӑрани лайӑх та пулчӗ, малалла мӗн тӑвасси пирки пӗр-пӗринпе калаҫса илме пулать.Это было очень кстати. Можно спокойно поговорить и обсудить текущие дела.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Янӑрани алкумӗн коробка пек пӳлӗмӗнче вунӑ хут хытӑрах илтӗнет.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шӑрчӑксем янӑрани пӗлӗте ҫитичченех хӑпарнӑ.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тирӗксемпе кашӑксем янӑрани хӑнасен шавлӑ калаҫӑвӗпе пӗтӗҫсе кайрӗ, Кирила Петрович, апата ларнӑ ҫынсем ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхкаласа, хӑйӗн пуян апат-ҫимӗҫӗпе киленсе ларать.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах ҫав сӑмахсенчен пӗринче те ҫапӑҫу кӗрлевӗ, снаряд ӳлени, хурҫӑ янӑрани «оруди» тенӗ сӑмахри пек уҫҫӑн илтӗнсе тӑман.Но ни в одном из них с такой отчётливостью не слышался грохот боя, вой снарядов, звон стали.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Аякра нимӗҫ бомби ӳксе ҫурӑлни, пӑшал сасси янӑрани ӑна пушшех сехӗрлентернӗ.Его все больше пугали звуки разорвавшейся немецкой бомбы, стрельба из ружья.
Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Поэтан ячӗ ӗмӗр-ӗмӗр янӑрани ҫакӑ.
Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №
7. Ӗҫкӗ-ҫикӗре юрӑ-кӗвӗ янӑрани — рубин пичет куҫлӑ ылтӑн ҫӗрӗ пекех илемлӗ; 8. тутлӑ эрех ӗҫнӗ чухне юрӑ-кӗвӗ янӑрани смарагд пичет куҫлӑ ылтӑн ҫӗрӗ пекех кӑмӑла ҫӗклентерет.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.