Поиск
Шырав ĕçĕ:
Уяв залӗ пӗчӗккисен те, пысӑккисен те йӑл кулӑ ҫиҫекен сӑнӗсемпе, илемлӗ те янӑравлӑ сассисемпе лӑк тулчӗ.
Уяв тӗлне – ача-пӑча фестивалӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10783-uy ... a-festival
Акатуйра тата шӑхличӗн янӑравлӑ сасси те кӑмӑла ҫӗклерӗ.
Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler
Кӗҫӗн кин янӑравлӑ уҫӑ сассипе ҫӗкленӳллӗ такмаксем каласа, ӗҫкӗ ҫине ҫӗпре хушать, пурте савӑнӑҫлӑн кулкаласа алӑ ҫупаҫҫӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл шурӑ сухалне ывӑҫӗсемпе икӗ енчен сӑтӑркаласа, тӳпенелле пӑха-пӑха илчӗ, унтан пӗтӗм ял илтмелле янӑравлӑ сасӑпа ҫынсене мечӗте пуҫтарӑнма чӗнме пуҫларӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Офицерсем хушнине вӑхӑтра та тӗплӗ тӑватчӗ, рапортсене кӗрнеклӗн яшт! тӑрса, аллине карттус сӑмси патне тытса, уҫӑ та янӑравлӑ сасӑпа, куҫран витӗр пӑхса паратчӗ.
Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Вурнары – Вурнарка» янӑравлӑ, кӑмӑла килӗшекен ятсем, тӑван чӑваш ҫӗрӗн тӗнчипех паллӑ вырӑнсем шутне кӗнӗ.
Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann
Ячӗсем те янӑравлӑ: «Пахчи-пахчи улма пахчи», «Уй хуралҫисем», Кӗр парнисем» тата ыттисем те.
Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene
Янӑравлӑ шӑнкӑрав Чашламана шартах вӑратрӗ, Пурне те вырӑнтан тӑратрӗ.
III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
— Рифмӑланакан сӑмахсем янӑравлӑ пулмалла… пӗр чӑваш та ӑнланас ҫук хальхи пек куҫарсан.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тусӗн аптӑравлӑхӗ ӑна та кӑштах куҫрӗ, унсӑрӑн Джесси «арҫын килӗнчи еркӗн хӗрарӑм» е «хӗрӳ туйӑм» йышши янӑравлӑ та хитре сӑмахсем пирки хӑпартлансах пуплемелле те.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унӑн профилӗ чечек ҫунаттине тутипе аялтан сывласа илнӗн сӑнарланать чунра, фас вара янӑравлӑ та хаваслӑ «сывӑ-и?» евӗрлӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пилӗк хыҫҫӑн пилӗк, алӑ хыҫҫӑн алӑ унка янӑравлӑ та килентерекен ҫавра ҫилпе тултараҫҫӗ.Талия за талией, рука за рукой наполняют круг звучным и упоительным вихрем.
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Улшӑнса тӑракан янӑравлӑ, хӗрӳллӗ сасса кӑмӑл-туйӑмӑн кашни чӗтренӗвӗнче каллех илтетӗп пек.
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Маскӑсем вӑрттӑнлӑхпа юратӑвӑн янӑравлӑ кӗске куллипе ихӗлтетрӗҫ те хӑйсен ӗҫӗпе малалла уттарчӗҫ.Маски рассмеялись коротким, грудным смешком секрета и любви, затем тронулись по своим делам.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫырӑва куҫӗсен туйӑмсӑр куҫӑмӗпе вуласа тухрӗ, хырӑннӑ ҫӑвар кӗтесне хӑнӑхнӑ кулӑпа хуҫлатрӗ, ҫемҫе пукан ҫине таянчӗ те янӑравлӑ, лайӑх лартнӑ сассипе мана тинех евитлерӗ: Филатршӑн е унӑн тусӗсемшӗн мӗнле те пулин ӗҫ тӑвасси уншӑн яланах кӑмӑллӑ.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хитре пуҫӗ, кӑтра, тӑпӑ сухалӗ, янӑравлӑ сасси, арҫыннӑн чӑн-чӑн кулли, мӑйӑхӗ кукӑрӑлнӑ самантсенче хускалаканскер, вӑйлӑ ҫынна кӑтартаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах эпӗ хама та, ыттисене те, кӗтмен ҫӗртен сӑмах панилӗхӗн янӑравлӑ апла е капла курӑнаслӑхне те шанмастӑп ӗнтӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хушӑкра ҫул кӗрлет те ахӑрать, ҫухӑру-мӗкӗрӳпе, кӑшкӑрупа, шавпа тата сӗхӗрлентерекен пӑтрашу-арпашупа тулнӑ кӗрлевӗн малтан вӑйлах мар кӗмсӗртетӗвӗ янӑравлӑ ахрӑмпа ҫапӑнса таврӑнчӗ те — аҫа ҫапнӑ чухнехилле сирпӗнсе сарӑлчӗ.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Пӗрлехи кӗрлеврен вӑрӑм, янӑравлӑ кӑшкӑру тухса саланчӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Шыв тӗпӗнче ылтӑн вӑрттӑн пытанса выртать, унӑн тӗксӗм пӗрчисенчен Горнӑн куҫ шӑрҫисем ҫинелле курӑнми, янӑравлӑ вӗтӗ фонтансем сирпӗнеҫҫӗ; вӗсемех хӑлхисенчи юн таппипе пӗрлешсе янӑраҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.