Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑҫта эсир? — тесе кӑшкӑрчӗ те вӑл, унӑн сасси самаях янравлӑн илтӗнчӗ.Где вы? — крикнул мальчик, и голос его был уже не такой глухой.
14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Чи юлашки самантри сасӑ-сӑнсем, хытӑ карӑнтарнӑ хӗлӗх пек чӗтренсе малтанах ҫинҫен те янравлӑн, унтан хуллентерех, аран ҫеҫ илтӗнсе, юлашкинчен вара, пӗр-пӗринпе хутшӑнса-арпашӑнса кайрӗҫ…
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Инҫетренех, ҫак сасӑсене путарса, ҫинҫен те янравлӑн мӑнастир чанӗ ҫапни илтӗнет.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл икӗ йӗрке вулать те ҫавна пурте пӗр харӑс юрласа яраҫҫӗ, пит хӑватлӑн, янравлӑн илтӗнет — халӑхӗ нумай, пурте чунтан хавхаланса юрлаҫҫӗ, унтан проповедник тата тепӗр икӗ йӗрке вулать, хор каллех юрласа ярать, малалла та ҫаплах.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Юратупа тӗвӗленнӗ пӗчӗк чун Ҫинука пит тертлентермсӗр ҫут тӗнчене килнине ҫинҫе саспа янравлӑн пӗлтерчӗ.
Эпилок // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Анчах Муций юлашки юррине пуҫласан — ҫав сасӑ сасартӑк вӑй илчӗ; янравлӑн та хӑватлӑн чӗтренсе кайрӗ; астаракан илӗртӳллӗ кӗвӗ вӑрӑммӑн туртнӑ сӗркӗч айӗн юхма тытӑнчӗ, тирне сӗрме купӑс ҫине сӑрнӑ леш ҫӗлен пек, илемлӗ авкаланса юхрӗ; сӳнми вутпа, иксӗлми уявлӑ савӑнӑҫпа ялкӑшса ҫунчӗ ҫав кӗвӗ — Фабин те, Валерин те чӗрисем шикленсе хытрӗҫ, куҫӗсем куҫҫулӗпе тулчӗҫ, Муций, пуҫне сӗрме купӑс ҫумне хӗснӗскер, шуралса кайнӑскер, куҫ харшисене пӗр ҫӗре пӗрнӗскер, пушшех шухӑшлӑ та мӑнаҫлӑ курӑнчӗ — сӗркӗч вӗҫӗнчи алмаз пайӑркаллӑ хӗлхемсем сапрӗ, хӑй те ҫав асамлӑ юрӑран вут тивертнӗ пек ҫунчӗ.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Вӑл хӑйӗн тӑватӑ картлӑ ямбӗсене кӑшкӑрса вуларӗ — рифмисем, пӗчӗк хӑнкӑрмасем пек, пушшӑн та янравлӑн улшӑнса пыраҫҫӗ, эпӗ пур пӗрмай Зинаида ҫине пӑхатӑп та унӑн юлашки сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнланса илме тӑрӑшатӑп.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Пуҫне сулса вӑл Алешӑна сывлӑх сунчӗ, лешӗ, пӳрнипе хӑвӑрттӑн кубанкӑна тӗксе илчӗ, ура кӗлисене янравлӑн шаклаттарчӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ку ҫынсем кӳршӗсем, пӗрле ӗҫленӗ тахҫанхи туссем, ҫавӑнпа вӗсем пӗр-пӗрин аллисене хыттӑн чӑмӑртанӑ, хӗрӳллӗн калаҫнӑ, пӗр-пӗринчен ыйта-ыйта пӗлнӗ, янравлӑн та савнӑҫлӑн кулнӑ, пӗр енчӗкрен табак туртнӑ е ушкӑн-ушкӑнпа сӑра сутакан лавкка умӗнче тӑнӑ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ман пирки! — ку телте ҫухӑракан сасӑ янравлӑн кулса ячӗ.А обо мне! — Тут пискливый голосок преобразился в звенящий смех.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Салтак пек янравлӑн та ҫирӗппӗн пусса, Хӗрлӗ площадьрен тӗнчене 1942-мӗш ҫул кӗчӗ.Твердым, звонким солдатским шагом ступил он с Красной площади в мир, год 1942-й.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аслати уҫӑмлӑн, янравлӑн шӑтӑртатрӗ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сыбка янравлӑн кӑшкӑрса тавӑрчӗ:
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл янравлӑн пӑшӑлтатнине вара хуторти ҫывӑхри килсенче те илтрӗҫ пулмалла: — Ку шуйттан ачи итлесе тӑрать пулмалла…
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫумӑр умӗнхи шӑплӑх ҫеҫен хире кӗҫҫе пек витсе хучӗ, ҫумӑр вӑраха каясса систерсе, тыркассем ҫеҫ янравлӑн та пӑшӑрханнӑн шӑхӑраҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пусма тӑрӑх такамсем иккӗн-виҫҫӗн хӑпаратчӗҫ, ура сассисем янравлӑн илтӗнсе кайрӗҫ.Кто-то поднимался по лестнице, двое или трое; стук шагов гулко отдавался в лестничной клетке.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Людмила мана питрен янравлӑн чуптуса илчӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ҫапла каларӗ те хыттӑн, янравлӑн кулса ячӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах Алексей хӗре хӑваласа ҫитме пуҫласа аллине ун патнелле тӑссанах, вӑл сасартӑк кушакла ҫаврӑнӑҫулӑхпа тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ те янравлӑн кулса урӑх ҫӗрелле ыткӑнчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫуркунне ҫитнине форточкӑсем витӗр ирӗлнӗ юр нӳрлӗхӗ кӗни те, ҫерҫисем ҫуйхавлӑн чӗвӗлтетни те, трамвайсем пӑрӑннӑ чух савӑнӑҫлӑн та янравлӑн чӑнкӑртатни те, юртан тасалнӑ асфальт тӑрӑх хыттӑн таклаттарса утакан ҫынсен ури сассисем те уҫҫӑнах палӑртрӗҫ; каҫсерен вара — ҫакӑнта, гранитланӑ шыв хӗррине, Мускав варрине таҫтан хӑяматӗнчен килсе тухнӑ хуткупӑс пӗр пек те ҫемҫен нӑйкӑлтатни илтӗннӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950