Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

эрехпе (тĕпĕ: эрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каврушӗ, эрехпе пуҫӑма минретсе, Лисука сутӑн илесшӗн пулчӗ, пушмак пӑрӑва тытса кайрӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑна хупахра ҫуратнӑ, эрехпе шыва кӗртнӗ теме пулать.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Атте питӗ нумай юрӑ пӗлет, анчах халь юрлаймасть: эрехпе сасне ҫӗтернӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр ӑна ҫийӗнчех пусарма, ытла ӑшӗ вӑрканӑ самантсенче эрехпе те пулин йӑпанма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Час-часах хуралҫӑ патне эрехпе пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах тӗрӗс шухӑша эрехпе пытараймастӑн.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хуйха-суйха эрехпе пусарма шутларӑм.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Вӑл хӑй таварне ытла та час сутса пӗтеретчӗ, ӑна укҫалла ҫеҫ мар, супӑньпе, краҫҫынпа е эрехпе улӑштаратчӗ.

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Касмухха вӗсене эрехпе хӑналарӗ, хресченсене утрава хуса кайма хушса, каялла ӑсатрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье эрехпе пыл-сӑра пырса лартрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрехпе хӗрсе кайнӑ Плаки татти-сыпписӗр Касмухха пуянлӑхне, унпала хурӑнташланни Сантӑрпа Наҫтикшӗн пысӑк телей пулни ҫинчен ҫаптарать.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кирек кам килсе кӗрсен те хӑюллӑн кӗтсе илме тесе, тултарнӑ эрехпе сӑрана тӗппипех ӗҫсе лартрӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрехпе пыл сӑра Микула пуҫне самаях минретрӗҫ пулсан та, Михха ярмарка ҫинчен ахальтен ҫеҫ пӗлесшӗн маррине тавҫӑрчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пырса кӗнӗ ҫӗре Огуречниковпа Мошкова Михха пыл сӑрапа та эрехпе хӑна тӑватчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Лукарье, эрехпе пыл-сӑра кӑларса ларт-ха сӗтел ҫине! — терӗ вӑл юлашкинчен, арӑмӗ ҫине ачашшӑн пӑхса.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах кил хушшинче нумай та ҫӳреймерӗ Якур, эрехпе сӑра хӑвачӗ унӑн ӑстӑнне пӑтраштарса, юнне вӗрилентерсе ячӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ аллинчен эрехпе черккине илчӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрехпе чунне пусарнӑ.

Помоги переводом

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ак ку, — старик пӳрнине каллех эрехпе йӗпетрӗ, — ҫӗр ҫине, тӑпра ҫине ӳктӗр.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр-пӗр ӑста врач ӑна пӗр шухӑшласа тӑмасӑр: «Ку ҫын хӑй ӗмӗрӗнче эрехпе сӑрана шывран та нумайрах ӗҫнӗ», — теме пултарать.

Помоги переводом

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней