Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑпа сăмах пирĕн базăра пур.
шӑпа (тĕпĕ: шӑпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпа ӑна питӗ йывӑр сӑнавсем парсан та, вӑл пуҫне усмасть — ачисене пӑхса ӳстерсе, пӗлӳ илме пулӑшать.

Помоги переводом

Ольга Сусликова 90 ҫулти юбилейне палӑртса ирттерчӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-irtterc

Анчах та мана шӑпа библиотекӑна илсе килчӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

— Мӗнле шӑпа илсе килнӗ сире кунта, хӗрачасем?

Помоги переводом

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Эс хӑвах аван пӗлетӗн, Паймен, эпир иксӗмӗр те пӗр условисенче ӳснӗ, иксӗмӗрӗн те пӗр евӗрлӗрех шӑпа пулма пултарнӑ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Шӑпа кӳнӗ хӑш-пӗр йывӑрлӑха ҫӗнтерме ялан хевте ҫитернӗ.

Помоги переводом

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

Пурнӑҫ кустӑрми ют ҫӗре илсе кайсан та, шӑпа ҫав тӑрӑхра «йӑва» ҫавӑрма ыйтсан та — ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха.

Помоги переводом

Ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/c%d1%83%d ... %85%d0%b0/

Ҫакӑ уншӑн шӑпа ҫырниех пулнӑ пулӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

— Ҫынна чӑн та юрӑҫ е музыкант, сӑвӑҫ е ҫыравҫӑ, учитель е ҫӗр ӗҫченӗ… пулма пӳрнӗ пулсан – шӑпа ҫын хӑй сисмесӗрех ҫав ҫул ҫине ертсе тухать ӑна.

Помоги переводом

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Шӑпа вара ачаллах ҫӑмӑл пулмарӗ, ҫемьен чӑтӑмлӑхне тӗрӗслерӗ.

Помоги переводом

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Шӑпа ҫавӑтса килсе янӑ картун вӑл.

Помоги переводом

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑпа хӑйне майлӑ йӗркеленнӗ, ҫамрӑк качча тӑван ҫӗршыва таврӑнма пӳрмен.

Помоги переводом

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Шарламасть шӑпа.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эй, шӑпа, пурнӑҫ пуйӑсне мӗн-ма такама та кӗртсе тултаратӑн ҫак эсӗ?!

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ара, ку самант та шӑпа парнеленӗскер мар-и-ха?!

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӗнмест шӑпа, ахӑртнех, чӗлхи ҫук.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халӗ вӗсене, шӑпа, ыталаштаратӑн, кайран — мӗнле?..

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫавӑ кӗске ӗмӗрте эсӗ, шӑпа, ӑҫта илсе ҫитересшӗн Тамарӑпа Левене?

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑпа — ҫакӑ ҫутӑ тӗнчен чи тӗрес хуҫи, унӑн тӗп судйи.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫавӑнпа тӗнчере ҫук чиперкке ҫумрах ларса пырсан та: «Халь капла та, ыран — епле?» — тесе шутлаттаратех, мӗншӗн тесен шӑпа, тилӗ пек чееленмесӗр, кукӑр-макӑр ҫул тумасӑр, этемрен пин хут вӑйлӑрахскер, ӑна хулӗнчен ярса тытать те тӳрех е чӑтлӑха, е путлӑха, е ытарма ҫук сад-пахчана илсе ҫитерет.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапла, ҫиччӗмӗш класс хыҫҫӑн, ҫу вӑхӑтӗнче, шӑпа тени Ваҫука интернатри ҫирӗм-вӑтӑр ачапа пӗрле Ш. хули ҫывӑхӗнчи улма-ҫырла совхозне илсе кайнӑччӗ.

Помоги переводом

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней