Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав йывӑҫсем чечекӗсене тӑка пуҫласанах ҫӑка, пилеш, палан, акаци, шӑлан йывӑҫҫисем хӑйсен илемлӗ те тутлӑ шӑршӑллӑ чечекӗсене сапаҫҫӗ, спирей тӗмисем, ҫӗклейми йышлӑ чечекӗсене ҫӗре ҫитиех усса, пуҫ тайсах саламлаҫҫӗ.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Ҫӑтӑр-ҫатӑр шӗшкӗ, шӑлан?
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
— Ҫакӑ касӑн хӗрӗсем ялан шӑлан чечек пек, ялан мӑкӑнь ҫеҫки пек, шӑкӑр ларнӑ чӗкеҫ пек, тирсе ҫакнӑ шӑрҫа пек, кача пӳрне ҫӗрри пек, йӗп куҫӗнчи пурҫӑн пек.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Шахрун шӑлан ҫырли тӗми хыҫӗнче итлесе тӑрать.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Атӑл хӗрринчи чӑтлӑхра пилешпе палан тата шӑлан ҫырлипе кӗтмел шӗл-кӑваррӑн ҫунаҫҫӗ, вӗсем туй арӑмӗ пек тумланнӑ вӑрмана ҫӳлтен те, аялтан та вут тивретме ӗмӗтленеҫҫӗ тейӗн.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗррехинче пӗве патӗнчи сӑртлӑ-мӗнлӗ вырӑнта вӗтлӗх тапса тухнӑ ҫула тасатрӑмӑр, шӑлан, хӑва, тирек хунавӗсене касса тухса пӗр ҫӗмӗрт тӗлне ҫитсе тӑтӑмӑр.
Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 22–23 с.
Пирӗн ҫурт — юхан шыв хӗрринче, тинӗс ҫыранӗпе гаваньрен виҫӗ ҫухрӑмра; ҫеҫкене ларнӑ тапхӑрта ырӑ-селӗм шӑршӑ кӑларса-сапаласа чӳречесен умӗнче пысӑках мар улма-ҫырла сачӗ ешерет; парӑссемпе ҫунатланнӑ анлӑ юхан шыв хӑмӑр кӑвакрах тасалӑхпа таҫталла ӑнтӑлать-васкать, — аметист сапаланчӑкӗ; сад хыҫӗнченех бук, ҫирӗк, жасмин, вӗрене йывӑҫӗ-тӗмӗ сӑрса хупӑрланӑ варсем тӑсӑлаҫҫӗ; чуллӑ ҫулсен айккисенче, янкӑр ҫутӑ хӗвел айӗнчи ылтӑн тусан айӗнче, шӑлан ҫырлине пула шурӑ кӗрен ватӑ картасем элес-мелес ӳкерчӗксемпе чӑп-чӑпар, ҫак тусанра, хӑйсем ҫеҫ куракан апат тӗлӗнче, ҫерҫисем шӑртланса вӗткеленеҫҫӗ.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Шӑлан ҫырлине те ан ман — вӑл питӗ хитре.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Акӑ тинех кӑвак ҫут ӗнтрӗкӗнче тилпӗренпе шӑлан, вӗлтренпе аслати курӑкӗ, маргариткӑпа кашкӑр ҫырли курӑнса кайрӗҫ, — хӑйсен пурнӑҫӗн, тӗллевсӗр, анчах савӑнӑҫлӑ пурнӑҫӗн мӗн пур ансатлӑхӗнче.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Юлашкинчен ҫак этем чуна ҫӑлмалӑх паян ҫителӗклех ӗҫлерӗм тесе шухӑшларӗ пулас — кашкӑр ҫырлипе шӑлан йывӑҫҫи сырса явакланӑ карта ҫумне ларчӗ, хӑнӑхнӑ йӑлипе — чӗлӗм кӑлармашкӑн аллине кӗсйине чикрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Тӳпен ӗнтрӗклӗ ҫутинче пӳрт тӑррисемпе пӗлӗтсем хуп-хура; шӑлан йывӑҫҫисемпе картасем, пахчасемпе садсем, черченнӗн курӑнакан ҫул — пурте-пурте тӗлӗреҫҫӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Чӑтӑмсӑр ӗмӗтпе, теттине тытса чарас ӗмӗтпе васкаканскер айккинелле пӑхма та манса кайрӗ; ҫыран хӗрринче, вӑл хыпаланса чупнӑ ҫӗрте, тӗрлӗ чӑрмав нумай; ӳкнӗ йывӑҫсен мӑкланчӑк вуллисем, ланкашкасем, ҫӳллӗ упа сарри, шӑлан йывӑҫҫи, жасминпа шӗшкӗлӗх ӑна кашни утӑмрах чӑрмантараҫҫӗ; вӗсене сирсе-авса пынӑ май Ассолӗн вӑраххӑн вӑйӗ пӗтсе ҫитрӗ, вӑл сывлӑш ҫавӑрса яма е питне ҫыпҫӑнакан эрешмен картине шӑлса ывӑтма чарӑна-чарӑна тӑчӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Унӑн ҫыранӗсенче ҫӳллӗ топольсем, ҫӳҫе, ҫырла тӗмисемпе шӑлан йывӑҫҫисем ӳснӗ.По берегам росли высокие тополя, ивы, ягодные кусты и шиповник.
Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Штольнӑна кӗмелли вырӑна лӑках шӑлан тӗмисем ӳссе ларнӑ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Кил таврашӗнче пурӑнакан сӗмсӗр чакак евӗрлӗ кайӑк ӑшӑ еннелле вӗҫсе каяйман-ха, авӑнакан шӑлан турачӗ ҫинче ларать, ҫунатри тӗкӗсене сӑмсипе тасатса, тытмалли ҫук-и тесе хура куҫӗсемпе ҫивӗччӗн пӑхкалать.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Курӑк, кизил, хирти шӑлан тӗмӗсем ҫинче, йывӑҫсем ҫинче — пур ҫӗрте те цикадӑсем шӑрантарса юрлаҫҫӗ.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ун тавра шӑлан йывӑҫӗ ешӗрсе ӳсет.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Эпир Дульник хыҫҫӑн кайса граб йывӑҫҫисем пӗтекен чӑнкӑ ҫыран хӗррине пырса тухрӑмӑр; малалла сайра юмансемпе каврӑҫсем тата йӗплӗ хулӑпа шӑлан тӗмисем хутӑш ӳссе ларнӑ кӑнтӑрти вӗтлӗх каять.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫав стена ҫумӗнче шӑлан тӗмӗ ӳснӗ, унӑн хӗрлӗ ҫырлисем тӗмне пӗтӗмпех хупласа илнӗ.Около них возвышался розовый куст, покрытый пурпурными ягодами.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Артур тата темиҫе шӑлан чечеке татса илчӗ.Артур провел рукой по ветке наперстянки, оборвав с нее колокольчики.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.