Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуринчен хытӑрах шатра питлӗ матрос кӑшкӑрать…
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Суятӑн, йытӑ! — кӑшкӑрса ячӗ виҫӗ матросран пӗри — кӗренрех шатра питлӗ, лапчӑкрах сӑмсаллӑскер.— Врешь, сука! — Один из трех матросов — розовато-рябой, с приплюснутым носом —
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Утне сивӗ шатра тапса тухрӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Вӑл куҫхаршисене хаяррӑн хускаткаларӗ, анчах унӑн тӗссӗр куҫӗсем шывланнӑччӗ, шатра пичӗ мӗскӗн сӑнлӑччӗ.Он грозно нахмурил брови, но его бесцветные глаза слезились и рябое лицо показалось жалким.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эсӗ уншӑн, шатра питлӗ йытӑшӑн, пырне ларнӑ шӑмӑ пек!
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫурҫӗр ҫитеспе перекат патне ишсе пытӑмӑр, пушӑ баржӑна чулсем ҫинче ларакан баржа ҫумне илсе пырса тӑратрӑмӑр; эртел старости — шатра питлӗ чее, усал сӑмахсемпе ҫеҫ калаҫакан пит те сиенлӗ старик, шӗвӗр сӑмсаллӑскер, вичкӗн куҫлӑскер, кукша пуҫӗ ҫинчен йӗпе картусне туртса антарчӗ те хӗрарӑм сасси пек ҫемҫе сасӑпа кӑшкӑрчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Ҫук, господа, эсир мӗн, — тесе сӑмах пуҫларӗ типшӗм те хытанкка, шатра питлӗ, ҫӳҫне кӑтралатнӑ тата ҫупа сӗрсе якатнӑ ҫӳллӗ ҫын, камердинер пулмалла, мӑшкӑллӑ та йӗрӗнчӗклӗ сасӑпа: — вӑт, Куприян Афанасьич пире хӑйӗн юррине юрласа патӑр.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
— Вӑт, суйрӗ-тӗк суйрӗ, — тесе пӳлчӗ ӑна шатра питлӗ те шурӑ ҫӳҫлӗ, мӑйне хӗрле галстук ҫыхнӑ, чавса патӗнче ҫурӑлнӑ кӗпе тӑхӑннӑ пӗр йӗкӗт: — эсӗ пашпортпа та ҫӳренӗ, анчах улпут санран пӗр пус та оброк курайман, хӑвна валли те эсӗ пӗр тӗпренчӗк те ӗҫлесе илеймен: аран-аран киле сӗтӗрӗнсе ҫитрӗн те — унтанпа ҫаплах пӗр сӑхманпа ҫӳретӗн.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
— Левиафан! — йӑвашшӑн сывласа илсе, сас панӑ Трофим Зубов, — собор старости, хулари чи пысӑк усламҫӑ, шатра питлӗ, курпун ҫурӑмлӑ ҫын.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйне тӑрӑ шыв ҫине кӑларасран хӑраса ӳкнӗ Шатра Тӗпренчӗк Сяо Дуна пулӑшу парайман.Рябая Крошка, опасаясь, что Дасаоцза выведет и ее на чистую воду, отказала Сяо Ду в помощи.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шатра Тӗпренчӗк хӑйӗн «активисткисене» ҫийӗнчех Дасаоцза патне янӑ.Рябая Крошка тотчас послала своих «активисток» уговорить Дасаоцзу.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шатра Тӗпренчӗк хӗнесе пӗтерӗ, хупса лартӗ».
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шатра Тӗпренчӗк хӗрача сӑмахне итленӗ хыҫҫӑн ӑна ятласа пӗтернӗ, хӑй пӳлӗмӗнчен хӑваласа кӑларса янӑ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шатра Тӗпренчӗк халь ҫынсен куҫӗ умне курӑнма та хӑяймасть.Теперь Рябая Крошка не решалась показываться людям на глаза.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫавна май Шатра Тӗпренчӗк ертсе пыракан хӗрарӑмсен союзӗ хӑех саланса кайрӗ.И женский союз, в котором орудовала Рябая Крошка, распался сам собой.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫиппе йӗп куҫне тирнӗ пек, Чжан Фу-ина та Шатра Тӗпренчӗкпе вӑл ҫыхлантарчӗ.Этот Ли Гуй-юн свел Чжан Фу-ина с Рябой Крошкой, будто нитку в иголку вдел.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Анчах Чжан Фу-ин та, унӑн Шатра Тӗпренчӗкӗ те Юаньмаотунь ялӗнчи хӗрарӑмсемшӗн нимӗн те тумаҫҫӗ.Однако ни Чжан Фу-ин, ни его Рябая Крошка ничего не хотят сделать для женщин деревни Юаньмаотунь.
III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пур парнесене те хӗрарӑмсен союзӗн председательне, Шатра Тӗпренчӗке, леҫсе панӑ.Все подарки снесены председательнице женского союза, этой Рябой Крошке.
III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шатра Тӗпренчӗкӗн урса кайнӑ упӑшки, Чжан Фу-ина тавӑрас тесе, хресченсен союзне ыткӑннӑ.Взбешенный муж Рябой Крошки кинулся в крестьянский союз, чтобы посчитаться с Чжан Фу-ином.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шатра Тепренчӗкпе Чжан Фу-ин иккӗшӗ уҫҫӑнах пурӑнма пуҫласан, харкашу сиксе тухнӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.