Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑрмантарман (тĕпĕ: чӑрмантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах никам та чӑрмантарман ӑна, никам та тӗрлӗрен ыйтусем парса йӑлӑхтарман, пачах урӑхла, вагон улӑштармалла е тепӗр поезд ҫине куҫса лармалла пулсан, кашни хутӗнчех, Матвей патне е кондуктор, е юнашар ларса пыраканнисенчен кам та пулин пырса, ӑна аллинчен тытса, ҫӗнӗ вырӑна илсе кайнӑ.

Никто его не тревожил, никто не надоедал никакими расспросами, но каждый раз, как приходилось менять вагон или пересаживаться на другой поезд, к Матвею подходил или кондуктор, или кто-нибудь из соседей брал его за руку и вел за собою на новое место.

XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Вара вӗсем Матвее урӑх чӑрмантарман.

И они оставили Матвея в покое.

XII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Ачашӑн шӑнана пулӑшасси нимӗн те марччӗ ӗнтӗ, анчах вӑл шӑнасене ытла та юратмасть, пурнӑҫра ӑна нимӗн те шӑна чухлӗ чӑрмантарман!

Мальчишке ничего не стоило помочь мухе, но он очень уж не любил мух, никто так не мешал ему в жизни, как мухи!

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Эпӗ тӳрех, шухӑшласа-туса тӑмасӑр утрӑм, турра шантӑм — тен, пулӑшӗ вӑл мана йывӑр самантра, мӗн каламаллине систерӗ; темиҫе хут та асӑрханӑ-ха эпӗ; туррине хам чӑрмантарман чухне вӑл мана яланах кирлӗ сӑмах тупса параканччӗ.

Я пошел прямо так, наугад, не стал ничего придумывать, а положился на бога — авось с его помощью скажу что-нибудь, когда понадобится; я сколько раз замечал, что бог мне всегда помогал сказать то, что надо, если я ему сам не мешал.

Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унӑн чунӗ вут пек хыпса илнӗ чухне те, пусӑрӑнса лӑпланнӑ вӑхӑтра та тӑр-пӗччен пулнӑ; вӑл читлӗхри кайӑк евӗр пӑлтӑртатнӑ, анчах читлӗхӗ пулман: никам та чӑрмантарман ӑна, никам та тытса чарман, апла пулсан та, вӑл ирӗкелле туртӑнса асапланнӑ.

Ее душа и разгоралась и погасала одиноко, она билась, как птица в клетке, а клетки не было: никто не стеснял ее, никто ее не удерживал, а она рвалась и томилась.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ашшӗ-амӑшӗ Еленӑна чӑрмантарман, вунултӑ ҫул тултарсан вӑл, пӗтӗмӗшпе тенӗ пекех, хӑй тӗллӗн пурӑнма пуҫланӑ; вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе, анчах пӗччен пурӑнма тытӑннӑ.

Родительская власть никогда не тяготела над Еленой, а с шестнадцатилетнего возраста она стала почти совсем независима; она зажила собственною своею жизнию, но жизнию одинокою.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл вӑхӑтра пассажирсем тарӑн ыйӑхра пулнӑ, ӑна никам та чӑрмантарман.

Они воспользовавшись тем, то все пассажиры спали глубоким сном.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл ҫамрӑк сӑнавҫа чӑрмантарман: ӑҫта та пулсан пӳлӗм кӗтессисене ларнӑ та, сайра-хутра асӑрхавлӑ ыйтусем паркаласа кӑна тинкерсе ларнӑ.

Он не стеснял молодого естествоиспытателя: садился где-нибудь в уголок комнаты и глядел внимательно, изредка позволяя себе осторожный вопрос.

XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Катяпа хисеплӗн калаҫнӑ, повеҫсем, сӑвӑсем вуланӑ хыҫҫӑн, музыка итленӗ хыҫҫӑн тата ытти ӑҫтиҫукпа хускалнӑ кӑмӑл-шухӑшӗсене, ҫав ӑҫтиҫуксем хӑйне интереслентернине хӑй те ӗненмесӗрех е асӑрхамасӑрах, ӑна каласа пама чӑрмантарман.

Он обращался с Катей снисходительно, не мешал ей высказывать впечатления, возбужденные в ней музыкой, чтением повестей, стихов и прочими пустяками, сам не замечая или не сознавая, что эти пустякии его занимали.

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эпир аттене килти ӗҫсемпе чӑрмантарман.

Помоги переводом

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Анчах хӑйсен таврашӗнче мӗн пулнипе интересленни Андрее оккупантсем йышӑннӑ ытти вырӑнсенче, тылра — Мускавра, Атӑл ҫинче, Уралта, Ҫӗпӗрте тата Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче мӗн пулса иртнипе интересленме чӑрмантарман

Но он, этот интерес, никак не мешал Андрею горячо интересоваться и тем, что происходило во всех других местах, где были оккупанты, и тем, что происходило в тылу — в Москве, на Волге и Урале, в Сибири и на Дальнем Востоке…

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл пӗччен пулнӑ, шухӑшлама ӑна никам та чӑрмантарман пулсан та унӑн шухӑшӗсем хальчченхи пекех хӑйсен колхозӗ ҫине куҫса пынӑ.

Она была одна, и хотя ей никто не мешал думать, ее мысли по-прежнему были о колхозе.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Лозневой пӗр ултӑ ҫул хушши пек «чӑн-чӑн ӗҫ» шыраса ҫӗршыв тӑрӑх каллӗ-маллӗ куҫкаласа ҫӳренӗ, халлӗхе хӑйне ытларах чӑрмантарман ӗҫсемпе тата май килнӗ таран чылайрах укҫа паракан ӗҫсемпе аппаланса пурӑннӑ.

Лет шесть Лозневой колесил по стране в поисках «настоящего дела», занимаясь пока такими делами, которые бы не сильно обременяли и по возможности давали приличный заработок.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Урӑхла каласан, ашкӑнман чухне вӑл хӑйне ҫавӑн пек тыткалать, анчах вӑл, тӗрӗссипе каласан, ытларах чупать, вылять, вӗсем вара ҫав тери хавасланаҫҫӗ, чупса-сиксе ҫӳреҫҫӗ, вальс ташлаҫҫӗ, нумайччен чупаҫҫӗ, фортепьяно нумай калаҫҫӗ, нумай пакӑлтатаҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, пуринчен ытла юрлаҫҫӗ: анчах чупса ҫӳрени, ахӑлтатса кулни, — пурте ҫак ҫамрӑксене Вера Павловнӑна чунтан-чӗререн, ҫав тери хытӑ юратма, хисеплеме чӑрмантарман, ӑна вӗсем аслӑ аппӑшне юратнӑ пек юратнӑ, хӑш чухне амӑшне, лайӑх амӑшне те, ӑна юратнӑ чухлӗ юратмаҫҫӗ.

То есть держит себя так, когда не дурачится, но, по правде сказать, большею частью дурачится, бегает, шалит с ними, и они в восторге, и тут бывает довольно много галопированья и вальсированья, довольно много простой беготни, много игры на фортепьяно, много болтовни и хохотни, и чуть ли не больше всего пения; но беготня, хохотня и все — нисколько не мешает этой молодежи совершенно, безусловно и безгранично благоговеть перед Верою Павловною, уважать ее так, как дай бог уважать старшую сестру, как не всегда уважается мать, даже хорошая.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Медицина академийӗн лабораторийӗнче ӗҫленӗ чух та, юрӑ ӗҫлеме чӑрмантарман чух, вӗсем ушкӑнпа пӗрле юрланӑ.

Даже во время занятий в лаборатории Медицинской академии он вместе со своими учениками иногда, когда разрешала работа, пели хором.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара тӗлӗнмелле пассажира урӑх никам та чӑрмантарман.

После этого никто уже больше не тревожил странного пассажира.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл пирӗн ҫине — ҫӳлтен аялалла — хӑйӗн тем пысӑкӑш ҫӳлӗшӗнчен пӑхса калаҫсан та, пире, ӑна пуҫ каҫӑртса итлекенсене, ун аслӑлӑхӗ нихҫан та чӑрмантарман: вӑл хӑйне ачасемпе ҫав тери тарават тата интереслӗн тытать.

И хотя приходилось ему глядеть на нас всех сверху вниз, с высоты своего огромного роста, а мы должны были задирать головы, держался он так вежливо и заинтересованно, что мы никогда не чувствовали его превосходства.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑй те вӑл никама та тӗрткелемен, чӑрмантарман.

И сам он никому никаких неприятностей не доставил.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Урӑх вара эпӗ ӑна ун пек кун пекпе чӑрмантарман.

Больше я не спрашивала.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӑрмантарман пулӗччӗ.

Не мешало бы.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней