Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тепӗрин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9. Ку ӗмӗр вӗҫӗ — Исав, тепӗрин пуҫламӑшӗ вара — Иаков.

9. Конец сего века - Исав, а начало следующего - Иаков.

3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫавӑ кун вара вӗсен хушшинче Ҫӳлхуҫаран килекен пысӑк пӑлхану пулса иртӗ: пӗри тепӗрин аллинчен ярса тытӗ, унӑн алли хӑйӗн ҫывӑх ҫынни ҫине ҫӗкленӗ.

13. И будет в тот день: произойдет между ними великое смятение от Господа, так что один схватит руку другого, и поднимется рука его на руку ближнего его.

Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Эсир хӗҫӗр ҫине тайӑнатӑр, йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑватӑр, пӗри тепӗрин арӑмне ирсӗрлетет, хӑвӑр ҫӗр хуҫи пуласшӑн-и?

26. Вы опираетесь на меч ваш, делаете мерзости, оскверняете один жену другого, и хотите владеть землею?

Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вӑл нумайӑшне йӑвантарчӗ, пӗри тепӗрин ҫине ӳкет, пӗр-пӗрне ҫапла калаҫҫӗ: «тӑр та, пӗтерекен хӗҫрен хамӑр халӑх патне хамӑрӑн тӑван ҫӗре тарса хӑтӑлар» тееҫҫӗ.

16. Он умножил падающих, даже падали один на другого и говорили: «вставай и возвратимся к народу нашему в родную нашу землю от губительного меча».

Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Вӗсем пурте — мӑшӑрӑн, пӗрне хирӗҫ — тепӗри, Вӑл тунӑ ӗҫсенӗн пӗр ҫитменлӗх те ҫук: 26. пӗри тепӗрин ыррине хунтӑлать, Турӑ мухтавлӑхне кам курса тӑранайӗ?

25. Все они - вдвойне, одно напротив другого, и ничего не сотворил Он несовершенным: 26. одно поддерживает благо другого, - и кто насытится зрением славы Его?

Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Шыв ҫине ӳкнӗ сӑн чӑн сӑнӗпе куҫа-куҫӑн тӑнӑ пек, этем чӗри те тепӗрин чӗринче курӑнать.

19. Как в воде лицо - к лицу, так сердце человека - к человеку.

Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Давид вара Иоав янӑ ҫынна каланӑ: Иоава кала: «Ку ӗҫ сана ан пӑшӑрхантартӑр — хӗҫ вӑл пӗр чухне пӗрин, тепӗр чухне тепӗрин пуҫне ҫиет; хулана хирӗҫ вирлӗрех ҫапӑҫ та аркатса тӑк ӑна».

25. Тогда сказал Давид посланному: так скажи Иоаву: «пусть не смущает тебя это дело, ибо меч поядает иногда того, иногда сего; усиль войну твою против города и разрушь его».

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ионафан филистимсен ҫар ушкӑнӗ тӑракан вырӑна илсе тухакан ҫула шыранӑ тӗлте, пӗр енче те шӗвӗр ту хысакӗ, тепӗр енче те шӗвӗр ту хысакӗ пулнӑ: пӗрин ячӗ — Боцец, тепӗрин ячӗ — Сене; 5. пӗр хысакӗ ҫурҫӗр енчен Михмас еннелле, тепӗри кӑнтӑр енчен Гива еннелле тухса тӑнӑ.

4. Между переходами, по которым Ионафан искал пробраться к отряду Филистимскому, была острая скала с одной стороны и острая скала с другой: имя одной Боцец, а имя другой Сене; 5. одна скала выдавалась с севера к Михмасу, другая с юга к Гиве.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ывӑлӗсем Моав хӗрӗсене качча илнӗ, пӗрин арӑмӗ Орфа ятлӑ, тепӗрин арӑмӗ Руфь ятлӑ пулнӑ, вӗсем унта вунӑ ҫула яхӑн пурӑннӑ.

4. Они взяли себе жен из Моавитянок, имя одной Орфа, а имя другой Руфь, и жили там около десяти лет.

Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней