Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татрӗ (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тоньӑна аса илтӗн и? — пирус тӗпне пылчӑка персе шухӑшӗсене татрӗ Денис.

Помоги переводом

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӑрӑм курӑк татса илсе пӗр вӗҫне ҫава кӑвапинчен яваларӗ, тепӗр вӗҫне тӑпсипе тан татрӗ те ҫава сӑмси тӗлне куҫарчӗ.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Славик ура ҫине тӑрсан, вӑл юррине вӑта ҫӗртенех татрӗ те, ҫунаттисемпе вӗреме кӗнӗ шыв пек лӑпӑр-лӑпӑр-р! тутарса, ана варринелле вӗҫсе ӳкрӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тимуш та ҫӗкленчӗ, карта патне пырса, хупах татрӗ, унпа кивӗ пӑтасене чӗркесе тытрӗ те Укаҫ хыҫҫӑн утрӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Аренда вӑл — феодализм! — сиввӗн касса татрӗ Кермӑн.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кукамай астрӑпа гладиолус татрӗ.

Бабушка нарвала астр и гладиолусов.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Радик шухӑшне фойере шӑнкӑрав чӑнкӑртатни татрӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Аннене пӳрнепе те ан сӗртӗннӗ пултӑр! — касса татрӗ Герасим Федотович.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Кун пек ирсӗр ӗҫ хыҫҫӑн сана никам та юлташ вырӑнне хурас ҫук! — касса татрӗ Аркаш.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Сан мӗн ӗҫ пур… — касса татрӗ хӗр.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Ухмах! — касса татрӗ ӑна аманнӑ капрал.

Помоги переводом

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку сан ӗҫӳ мар! — касса татрӗ ӑна виҫҫӗмӗшӗ, хӑнчӑр куҫлӑ лутра арҫын.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫук! — сӑмахӗпе касса татрӗ ӑна хусах.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑ Аҫтӑрхан шухӑшне татрӗ.

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аптранипе Унерпи Сӑмах татрӗ ҫимӗкре Хурӑнташпа, пӗлӗшпе Сухатӳри ӗҫкӗре:

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шурӑ юр ӳккелеме тапратсан, арӑм пат татрӗ те хучӗ:

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Манӑн шухӑшсене темӗн татрӗ.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав хӗлӗхе вӑл икке татрӗ те пукане пичӗ ҫине хӗреслесе хучӗ.

Помоги переводом

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Учительница каччӑран «мӗн пулма пултарнӑ вара унта?» — тесе ыйтасшӑнччӗ, анчах Магаев сасартӑках лӑпчӑнса, «тӑм муклашкиленсе», унран куҫне тарӑнах ӳкернине кура, класра чӑрмавлӑ пӑшӑл-пӑшӑл та шӑтӑр-шӑтӑр ҫӗкленесрен шикленсе, калаҫӑва татрӗ те аяккалла пӑрӑнса утрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Пурпӗрех сана тупатӑп, эс те туп мана!» — сасӑпах шарт! татрӗ вӑл, вара пуҫне ярт! ҫӗклерӗ…

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней