Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татнӑ (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аннушкин тӳрленсе тӑчӗ те татнӑ чечекӗсене майларах тытрӗ, вӗсене такама сӗнес пек аллине малалла кӑнтарса, пӗкӗрӗлсе, майӗпен пахчан кайри кӗтессинелле утса кайрӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Виҫҫӗмӗш ҫын хушша кӗрсе ман чуна пӑтратнӑ пулсан, ҫапла телейӗме таптанӑ, ӗмӗтӗме татнӑ пулсан, епле чӑтмаллаччӗ-ши манӑн?..

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Халех пӗлес килчӗ ун Хветура мӗнле шухӑш тытнине, Хветура хӑй пуҫласа хӑй вӑхӑтсӑр татнӑ калаҫӑва халех тепӗр хут сыпӑнтарса, вӗҫне тӗвӗлес килчӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Пӗррехинче аппапа йысна вутӑ татнӑ.

Помоги переводом

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

2023 ҫулта 4 уйӑх хушшинче пӗтӗмпе 12,92 млн тенкӗ парӑма парса татнӑ, 254 ҫынна шалу укҫипе тивӗҫтернӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Хӗр валли татнӑ чечек ҫыххи качака ҫӑварне ҫакланчӗ, мӑшкӑл вӗт ку, ӑна лӑпкӑн тӳсме йывӑр.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫамрӑк мӑшӑрсен телейне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи татнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Иккӗшне те чӗркуҫҫирен аяларах татнӑ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

— Ав мӗн чухлӗ татнӑ эп!

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Раман, вӑйран кайнӑскер, тайкалана-тайкалана ҫенӗке тухрӗ, шӑрпӑк ҫута-ҫута унта мӗн пуррине тӗрӗслерӗ: ҫӗмрӗк вӗллесем, ҫур метр тӑршшӗ татнӑ хӑрӑк хурӑн сыпписем те куҫ тӗлне пулчӗҫ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Хӑвӑнне те сӑмсу вӗҫне Сивӗ мучи татнӑ пулмалла.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫав хушӑра чӑваш юланутҫисем тӗк татнӑ пек таракан тӑшманран юлмарӗҫ.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ Пинер ӑна ҫыхса хунӑ вӗрене касса татнӑ.

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ак ҫакӑ чул сан канӑҫна татнӑ, ак ҫакӑ чул ҫине сан ҫиллӳ ӳкнӗ, эй, шыв турри, — ҫаплах хӑйне майӑн кӗлӗ сӑмахне каларӗ леш хӗрарӑмӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эй, Шыври турӑ, сан куҫу ҫак хӗрача ҫине мар, кашкӑр ҫури ҫине пӑхать, кашкӑр ҫури сан канӑҫна татнӑ, чул татӑкӗ шыва путнӑ…

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яваплисем тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗ ирттернӗ хыҫҫӑн предприяти-организацисем 127 ҫын умӗнчи 7,3 миллион тенкӗ парӑма тӳлесе татнӑ.

После того, как ответственные службы провели контрольно-надзорную работу, предприятия-организации выплатили перед 127 работниками долг в размере 7,3 млн. рублей.

Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34616.html

Татнӑ тӗле пӑхатӑп та — курӑк сӗткенӗ йод тӗслӗ, ҫавӑн пекех ҫӑра.

Помоги переводом

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Варуҫ аппа аллине ӑҫта татнӑ? — тетӗп.

Помоги переводом

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Аллине вӑрҫӑра татнӑ, тет.

Помоги переводом

Пӗрене пуҫӗ шӑтӑк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шултӑрканӑ сӗтел тавра ӗҫ ҫи-пуҫӗпе «катемпиленнӗ» ҫынсем йӑввӑн ларса тухнӑ та темле ыйтӑва, ытлашши сӗрӗлтетмесӗр, сӑмаха шӑлтӑр-шалтӑрах авӑрттармасӑр, чӑнласа, апла та капла ҫавӑркаласа, шӗкӗлчесе тӗшӗлеҫҫӗ, пиҫсе ҫитнӗ шухӑшӗсене, килӗшсе татнӑ сӑмаха хут ҫине куҫарса ҫыракан та пур.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней