Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тайӑлтарса (тĕпĕ: тайӑлтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, чӗлпӗрне йӗнер сӑмси ҫине хунӑ та, чӗлӗмне паклаттаркаласа пырать, Гремячий Лог хуторӗ тавра сарӑлса выртакан ҫеҫенхире пӑха-пӑха ҫаврӑнать, унта кашни ҫырне, кашни васанне, сӑвӑр шӑтӑкне те мӗн ачаранах пӗлет вӑл, мӗн ачаран вӗсем унӑн чӗришӗн тӑван; вӑл ҫумӑрпа исленсе тӑраннӑ кӑпӑшка тӑпраллӑ уйсене, чӗреслетсе иртнӗ ҫумӑр тасатса, тайӑлтарса хӑварнӑ тырӑсене пӑхса савӑнать, ҫав хушӑрах хытӑ кӳренсе те пӑшӑрханса ҫапла шухӑшлать: «Ҫумӑр пулассине малтанах каласа хучӗ, катӑк шӑллӑ шуйттан!

Он покуривал, уронив на луку поводья, оглядывал раскинувшуюся округ Гремячего Лога степь, где каждый ярок, каждая балочка и сурчина с детства были знакомы и родны его сердцу, любовался рыхлыми, набухшими влагой пашнями, омытыми, наклоненными ливнем хлебами, с великой досадой и огорчением думал: «Напророчил дождя, черт щербатый!

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Плугна сулахай енне тайӑлтарса хур, вӑл хӳри ҫинче шуса пытӑр, санӑн, сурпанне тасатмалла ан пултӑр тесен, акӑ мӗнле тумалла, кур-ха! —

— Клади плуг налево, чтобы он на ползунке шел, а чтобы тебе отвал не чистить, вот так делай, гляди! —

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав вӑхӑтра унӑн илемлӗ тӗтрепе кӑшт ҫеҫ витӗннӗ куҫӗсем яр уҫӑлса каяҫҫӗ, ҫинҫе аллисене вӑл хыҫалалла тытать, пуҫне, чечек хӑлхи пек, тайӑлтарса та кӑшт суллантарса тем итлет.

В эти минуты живые его глаза расширены, подернуты красивой пленкой, тонкие руки за спиною и голова, немножко склоненная, чуть-чуть покачивается, точно чашечка цветка.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Ҫак ӗҫне вӗҫлесен, вӑл, пуҫне е сулахаялла, е сылтӑмалла тайӑлтарса та куҫӗсене хӗскелесе, пӗр хушӑ унпа ним шарлами йӑпанса ларать.

Окончивши этот труд, он некоторое время молча любовался им, наклоняя голову то на левый, то на правый бок и щуря глаза.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Куратӑр-и, Александр Дмитриевич, — пуҫларӗ настройщик, пуҫне тепӗр май тайӑлтарса, сӗтеле тепӗр хут шаклаттарса илсе.

— Видите, Александр Дмитриевич, — начал настройщик, наклонил голову в другую сторону и пробарабанил пальцами по краю стола.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

25. Урасӑрскерсене, вӗсене хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ, ҫакӑ ӗнтӗ ҫынсене вӗсем ӑҫтиҫук ҫеҫ пулнине кӑтартса парать те; вӗсене ӗҫлесе тӑраканнисем те намӑса юлаҫҫӗ, 26. мӗншӗн тесессӗн вӗсем, ҫӗре ӳкес пулсан, хӑйсем тӗллӗн тӑраймаҫҫӗ; ҫавӑн пекех кам та пулин вӗсене тӳрӗ лартса хурас-тӑк, вӗсем хӑйсем тӗллӗн куҫаймаҫҫӗ, кам та пулсан тайӑлтарса тӑратас-тӑк, тӳрленсе тӑраймаҫҫӗ, анчах вӗсен умне, виле умне хунӑ пек, парнесем хураҫҫӗ.

25. Безногие, они носятся на плечах, показывая чрез то свою ничтожность людям; посрамляются же и служащие им; 26. потому что, в случае падения их на землю, сами собою они не могут встать; также, если бы кто поставил их прямо, не могут сами собою двигаться и, если бы кто наклонил их, не могут выпрямиться; но как перед мертвыми полагают перед ними дары.

Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней