Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑнаса ларакан ҫынна ҫак сывланинче вунсаккӑрмӗш ӗмӗрте сывлани сисӗннӗ пулӗччӗ.И какому-нибудь наблюдателю послышался бы в этом вздохе вздох старинного осьмнадцатого столетия.
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Комсомолецсен общежитинче» ҫынна илӗртекен, хавхалантаракан юлташлӑх вӑй-хӑвачӗ сисӗннӗ; темӗнле хӑюсӑр ҫын та ерипен хӑюлӑланса: «Тупата туршӑн, эпӗ те хӑюллӑ ҫын вӗт, эпӗ те ыттисенчен начар мар» — тенӗ хӑй ӑшӗнче.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл ырӑ йӑхран тухнӑ пек курӑнасшӑн пулнӑ; анчах та килӗшӳсӗр авкаланнин, хӑйне хӑй мӑнаҫлӑн тыткаланин тата йӗркесӗр сӑмахланин йӑлтӑркка хуппи айӗнче ҫав Ерошка мучиех ларни сисӗннӗ.
XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫавӑнпа та Соловцов ун ашшӗне тӗрӗс мар, кӑлӑхах ӳпкелени хӗре кӳрентернӗ; Соловцов сӑмахӗсенче тата вӑл ӑна мӗн тӑвас тенине тӑвайман, характерсӗр ҫын вырӑнне хуни сисӗннӗ, — ҫакӑ ӑна тарӑхтарса янӑ, — Эсир мана ҫынсен аллинчи тетте вырӑнне хуратӑр пулмалла?
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Урам кӗтессинчен сасартӑк утлӑ ҫарӑн пӗр пӗчӗк ҫеҫ отрячӗ сиксе тухнӑ: учӗсем темиҫе секунда хушши хӑяймасӑр пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнӑ, вара сасартӑках ҫынсем ҫинелле вӗҫтерсе кӗрсе кайнӑ: темскер, этем сасси пек мар, тӗттӗм, суккӑр вӑй-хӑват тата темле, ӗмӗт татӑлса хурланнӑ евӗрлӗ япала сисӗннӗ вӗсен сассинче.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Сассисенче халь те акӑ тӗрӗс сӑмах ҫӗнтерсе илессине айванла ӗненни сисӗннӗ, ун пек усаллӑн хӑтланни ниме кирлӗ маррине, вӑл ӑссӑрла япала иккенне кӑтартса парас килнӗ, тата пит пысӑк йӑнӑш тунине чухласа илтерме тӑрӑшни палӑрнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Анчах сӑмахӗсенче те, епле каланинче те малтан темле юри ҫӗкленсе калани сисӗннӗ, ун сӑмахӗнче ыттисене ерме пултаракан, ҫынна хӑватлантаракан шухӑш илтӗнмен.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Халӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйрӑлса, ни каяс, ни каяс мар пек, урам варринче ҫапӑнкаласа тӑнӑ; тавлашса та калаҫкаласа сӗрленӗ, пӳрт стенисем ҫумне пыра-пыра тӗртӗннӗ, унтан каллех, хура шӗвӗ япала пек, урам варрипе юха-юха тулнӑ — халӑх хушшинче иккӗленнӗ шухӑшсем кӑшт палӑрмалла ҫеҫ ҫаврӑнса ҫӳрени сисӗннӗ; темле, пурне те кирлӗскере пит хытӑ кӗтни паллӑ пулнӑ, ҫав кӗтекен япала вара ҫитес тӗлӗн ҫулне ӗҫ ӑнассине ӗненнипе ҫутатмалла пулнӑ, вӑл ӗненни вара пур татӑксене те шӑратса, пӗр ҫирӗп яштака япала туса ҫыхӑнтармалла пулнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
«Ун» ҫинчен нихҫан та лайӑххӑн шухӑшламанни, ӑна пурӑнакан чӗрӗ ҫын пек шутламанни сисӗннӗ, «вӑл» мӗн тума кирлине, мӗн тума пултарассине те лайӑххӑн ӑнланман.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Анчах ҫак тӗрлӗ ӗмӗрсенчи сӗтел-пукан, картинӑсем хушшинче никамшӑн та ним тӗшне тӑман, ҫапах Ольгӑпа Штольца телейлӗ сехете, асран кайми саманта аса илтерекен япаласем хушшинче, тем чухлӗ кӗнекесемпе нотӑсем хушшинче вӗсен ӑшӑ пурнӑҫӗ сисӗннӗ, вӗсен ӑсӗпе эстетикӑллӑ туйӑмӗ киленнӗ; йӗри-тавра ӗмӗрхи ҫутҫанталӑк илемӗ йӑлтӑртатнӑ пекех, ҫакӑнта пур ҫӗрте те лӑпланма пӗлмен шухӑш пурри сисӗннӗ, е этем ӑсӗн илемӗ йӑлтӑртатса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку сасӑра, тарӑхни витӗр, палӑрмаллах пӑлханни те сисӗннӗ.В голосе этом сквозь досаду слышалась плохо скрытая тревога.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та, уҫҫӑнах курӑнман паллӑсем тӑрӑх, ҫак вӗри сывлӑшра кӗр ҫывхарни сисӗннӗ ӗнтӗ.но по каким-то еще незаметным признакам уже чувствовалась в горячем воздухе тихая грусть увядания,
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫуллахи каҫхине, кӗркунне ҫывхарни сисӗннӗ вӑхӑтра, кӑвакрах тӗтре ӑшне путнӑ Прага пиҫсе ҫитекен виноград пекчӗ, эрех пек ӳсӗртетчӗ; ун ҫине ӗмӗр вӗҫленичченех пӑхас килетчӗ…
Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫапах та, Михайла мучи хӗрарӑмсене мухтама тытӑнсан, гимнастёрка витӗрех Алексее хӗр ҫырӑвӗсен ӑшши сисӗннӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав «тен» тесе калани ахрӑм усаллӑн ӗхӗлтетсе илнинчен те хӑрушӑрах пулнӑ, хӑраса хытса каймаллах туйӑннӑ: ҫавӑн пек каланинчен ӗмӗт сӳнсе ларни сисӗннӗ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унччен хуҫалӑхра ӗҫченсем ҫитменни сисӗннӗ.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№