Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӳрте Сердобск полкӗн хӗрлӗармеецӗсем улттӑн кӗшӗлтетсе кӗчӗҫ.В хату толпою ввалились человек шесть красноармейцев-сердобцев.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗҫех сӑрт хӗррипе ҫынсен ҫӑра ушкӑнӗсем кӗшӗлтетсе анни курӑнчӗ.Вскоре на кромке гребня появился и повалил под гору густыми толпами народ.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Калинккерен ытти хӗрлӗармеецсем кӗшӗлтетсе кӗчӗҫ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Новочеркасскра ӑна ҫамрӑк офицерсем питӗ нумаййӑн кӗшӗлтетсе ҫӳрени тӗлӗнтерчӗ: вӗсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн урамсенче хӗвӗшеҫҫӗ, ресторансенче лараҫҫӗ, ҫамрӑк майрасемпе явкаланса ҫӳреҫҫӗ, атаман керменӗпе Ҫар канашӗ уҫӑлмалли суд ҫурчӗ умӗнче вӗркӗшеҫҫӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Паҫӑртарах пулемет патӗнче кӗшӗлтетсе ҫӳренӗ салтаксем, ним тума пӗлмесӗр, пӗр вырӑнта тапӑртатаҫҫӗ; иккӗшӗ, хӳме ҫуммипе чупса кайса, хапха умне пытанса выртрӗҫ.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӗҫех тата хуторӑн ку вӗҫӗнче пурӑнакан казаксем кӗшӗлтетсе ҫитрӗҫ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗрремӗшпе тӑваттӑмӗш сотньӑсенчен казаксем кӗшӗлтетсе пычӗҫ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ударницӑсем кил хушшинчех кӗшӗлтетсе ҫӳреҫҫӗ-ха.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Офицерсем кил хушшине кӗшӗлтетсе тухрӗҫ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗр ушкӑн казак Иван Алексеевич патне кӗшӗлтетсе пычӗ:
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Офицерсем Черноярски полк штабӗнчен сиктерсе ҫитнӗ ординарецпа пӗрле ҫӗр пӳртелле кӗшӗлтетсе кӗчӗҫ.Офицеры вместе с ординарцем, прискакавшим из штаба Черноярского полка, вошли в одну из землянок.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Куҫа курӑнми вӗт-вӗт кайӑксем, йывӑҫ турачӗсем ҫинче кӗшӗлтетсе, вӗҫӗмсӗр пӗр-пӗринпе тавлашса юрланӑ.Крохотные, почти невидимые в листьях птички шныряли между веток и щебетали наперебой.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Килкартисенче, сайра хутра ларса юлнӑ ҫурт-йӗрсем тавра, ҫынсем кӗшӗлтетсе ҫӳреҫҫӗ, ҫав хушӑрах юланутсем иртсе каяҫҫӗ, шӑп урам варринчех ҫар кухни пӑсланса ларать, ун патне казаксем вӑрӑм черете кӗпӗрленсе тӑнӑ; ҫӳлтен шӑмшака ҫӳҫентерекен йӗпхӳ (вӗтӗ нӳрӗк) пӗрӗхет.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫурри ҫарамасланнӑ казаксем те пӗве хӗрринчен, хӑвӑл кӗпҫеллӗ кашличпа ватӑ хупах курӑкне таптаса, Григорий хыҫҫӑн кӗшӗлтетсе утрӗҫ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӑваткал площадь йӗри-тавра урапасен туртисем ҫӳлелле кармашӑнса тӑраҫҫӗ, лашасем ҫуйӑхашаҫҫӗ, тӗрлӗрен ҫынсем вӗркесе ҫӳреҫҫӗ; пушар сарайӗ аяккинче болгар-плантаторсем вӑрӑм лавкка речӗсем хушшине вырнаҫнӑ та пахча ҫимӗҫ таврашӗсемпе сутӑ тӑваҫҫӗ; вӗсем хыҫӗнче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе пӗчӗк ачасем, тӑварса янӑ тӗвесем ҫине, пасар вырӑнӗ йӗри-тавралла куҫӗсене мӑнаҫлӑн вылянтарса сӑнаканскерсем ҫине пӑхса, кӗшӗлтетсе тӑраҫҫӗ тата хӗрлӗ кӑшӑллӑ картузсемпе, тӗслӗрен тӗслӗ хӗрарӑм тутӑрӗсемпе хутшӑнса арпашӑнса кайнӑ ҫынсен ушкӑнӗсем каллӗ-маллӗ кумса ҫӳреҫҫӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Мӗн тума вара эпир, йӗри-тавра «чӗлхесем» кӗшӗлтетсе ҫӳренӗ вӑхӑтра, нимӗн те тумасӑр пӑхса ҫӳретпӗр-ха», — шухӑшланӑ вӑл.«И зачем мы ходим да смотрим, когда вокруг так и шныряют «языки», — думал он.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫыран хӗрринче темӗн чухлӗ тискер кайӑк кӗшӗлтетсе ҫӳрет, вӗсенчен хӑшӗ урнӑ пек ӳлет, тепри йынӑшса ҫухӑрать, ахӑрса мӗкӗрет, сиксе вӗрет.Берег кишел зверями, которые бешено выли, рычали, ревели и лаяли.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
И стрелок тахҫан иртнӗ ҫулсенче мӗнешкел шултра хир сыснисем кӗшӗлтетсе ҫӳренине аса илчӗ.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Нимӗн пуласса кӗтмен чӑхсем чиперех арпа купи патне кӗшӗлтетсе пыраҫҫӗ ӗнтӗ, ҫав самантрах Краснокутов арпа ӑшӗнчен такам алли тӑсӑлса тухса пӗр чӑпар чӑхха кап! ярса илнине курах каять.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун хыҫҫӑн вӗтӗр-шакӑр ачасем кӗшӗлтетсе чупаҫҫӗ, вӗсем ҫил арманӗ патне ҫитсен тин тӑрса юлаҫҫӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959