Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах, Лао-цзыне текех тытса чарайрас ҫука сиссе, Гуань Инь-си питне-куҫне хурланнӑ чухнехи пек пӗркелерӗ, ӑна кӑларса яма килӗшсе, полицейскисене вӑкӑрне йӗнерлесе хатӗрлеме хушрӗ.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Ҫуркунне — юр ирӗлнӗччӗ ӗнтӗ — атте ура ҫине тӑчӗ, икӗ кун пӳртре ҫӳрекелерӗ, виҫҫӗмӗш кун хайхи, пӑхатӑп, вӑл ваткӑллӑ сюртук, ҫӗлӗк тӑхӑнать, хӑй калать мана: «Ванятка, кӗсрене йӗнерлесе пар мана».
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах Давыдов, кубанка шӑтса тухасса шанса тӑнӑ хушӑрах, хӑйне иккӗлентерекен шухӑшӗсене ниепле те сирсе яраймарӗ, ҫавӑнпа та вӑл правлени ӑйӑрне йӗнерлесе кашни кунах хӗвел хӗртнипе кӑмрӑклансах ларнӑ, акса хӑварнӑ пулин те вилнӗ пек хуралса выртнипе хӑратакан уйсене пӑхма кая-кая ҫӳрерӗ.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Макар лашана йӗнерлесе тӑратрӗ, ун пуҫне халиччен Титокӑн пулнӑ эрешлӗ йӗвене тӑхӑнтарса, нӑхтине хывса илчӗ те, юланутпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ ҫын пек хӑрах урине йӗнерӗн шӑлланса пӗтнӗ пускӑчи ҫине пусрӗ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӗрле Половцев утне йӗнерлесе тӑратрӗ, хӑйӗн пӗтӗм хучӗсене пуҫтарса илсе урхамах хутаҫҫисене чикрӗ, ҫимеллисем илчӗ те сывпуллашса тухса кайрӗ.Ночью Половцев оседлал коня, уложил в переметные сумы все свои бумаги, взял харчей и попрощался.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хамӑн кӗсреме йӗнерлесе утланса тухаттӑмччӗ те вара, пучахпа пучаха тытса, йӗнер сӑмси урлӑ хире-хирӗҫ ҫыхаттӑмччӗ.Бывало, выеду, оседламши, на своей кобылке и поверх луки колосья связываю.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Восстани тапратса ярсан, акӑ, хуторсене хамӑр йышӑнса илме пуҫласан, килӗрен-киле чупса ҫӳресе лашасем шыраса чӑрманиччен, вӗсене пӗрлештернӗ витесенчен ҫавӑтса тухса, йӗнерлесе утланма ансатрах пулать…» — терӗ вӑл.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Карчӑк йӗнерлесе хучӗ пулать сана? — ыйтрӗ вӑл, чӗтрекен тутисемпе йӑл кулса, куҫхупанкисем айӗнче йӑлтӑртатса илнӗ куҫҫульне пытарма та шухӑшламасӑр.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вунтӑватӑ-вунпилӗк ҫулта ача ашшӗ хушнипе час-часах пӗччен — е урапапа, е лашана сумкӑллӑ йӗнерпе йӗнерлесе, юланутпа — хулана чуптарнӑ; вӑл мӗн те пулин манни, урӑхла туни, асӑрхамасӑр хӑварни, ӗҫе тӑвайманни нихҫан та пулман.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, вӑрӑ-хурахсем ҫитсе тапӑннипе пурте пӑтраннӑ вӑхӑтра, Швабрин лашийӗ тӑракан витӗме чупса кайнӑ та, унӑн лашине йӗнерлесе, вӑрттӑн, никам сиссе юличчен, перевоз патне вӗҫтернӗ.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Сӑнарлӑ тӑвас тенӗ пулӗ те автор, анчах сӑмах купи ҫеҫ пулса тухнӑ: «Усал кӑмӑлӗ Антун арӑмне (?) йӗнерлесе утланчӗ те: атя шӑл ҫыртса, алӑ чӑмӑртаса, харкашма каятпӑр!» — тесе тинкине кӑларчӗ» (8 стр.).
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Лешӗсем йӗнерлесе панӑ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Унтан ывӑлӗсене каланӑ: ашак йӗнерлесе парӑр мана, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна ашак йӗнерлесе панӑ, вӑл ӑна утланнӑ та 14. Турӑ ҫынни хыҫҫӑн кайнӑ, ӑна тупнӑ чухне лешӗ юман айӗнче ларнӑ, вӑл ӑна: Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫынни эсӗ-и? тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ашшӗ ӗнтӗ ывӑлӗсене каланӑ: мана ашак йӗнерлесе парӑр-ха, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Семей вара ашакне йӗнерлесе Геф хулине Анхус патне чурисене шырама тухса кайнӑ.40. И встал Семей, и оседлал осла своего, и отправился в Геф к Анхусу искать рабов своих.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Лешӗ хуравланӑ: патша хуҫамӑм! мана хамӑн тарҫӑ улталарӗ; эпӗ, сан чуру: «Ашака йӗнерлесе утланам та патшапа пӗрле каям» терӗм, сан чуру уксах-ҫке-ха.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ахитофел, хӑйӗн канашӗ пурнӑҫланманнине курсассӑн, ашакне йӗнерлесе утланнӑ та хӑйӗн килне, хӑйӗн хулине, тухса кайнӑ, кил-йышне халал хӑварнӑ та ҫакӑнса вилнӗ, ӑна ашшӗн тупӑклӑхне пытарнӑ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ашакне йӗнерлесе тӑратнӑ, хӑйпе пӗрле икӗ тарҫине тата хӑйӗн ывӑлне Исаака илнӗ; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме вутӑ ҫурнӑ, вара ҫийӗнчех хӑйне Турӑ каланӑ вырӑна тухса кайнӑ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.