Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ вӑрантӑм та тӳрех духи ҫинчен аса илтӗм.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Кремпа сӗрсе, пудрӑпа шӑлса сӑн кӗртрӗ, духи сапса ырӑ шӑршӑ кӑларчӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
— Ак ку духи ак, — тейӗ вӑл лӑпкӑн, тепӗр кӗсйинчен сенкер хӑюпа ҫыхнӑ флакон кӑларса.
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Хӗрарӑмсенчен духи шӑрши, арҫынсенчен тапакпа спирт шӑрши кӗнӗ.
IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Лавкка сентрисем ҫинчен темӗн чухлӗ духи, супӑнь тата тута сӗрмелли помада тупрӗҫ.
V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл Фома умӗнчен ним сассӑр иртсе кайнӑ чух йӗри-тавра духи шӑрши ҫапса юлнӑ: Фома — унӑн куҫӗсем тӗксӗм-кӑвак, куҫхаршисем хура иккенне асӑрханӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мана пӗр пӗчӗк кӗленчепе духи, укҫапа пирожнӑйсем хунӑ пӗчӗк кунтӑк тӑсса пачӗ.И он протянул мне флакон духов, корзинку с пирожными и деньги.
«Ан кулян, анне» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ун патне тутӑрпа чӗркенӗ духи кӗленчине икӗ аллипе те ҫирӗппӗн тытса лартнӑ хӗрарӑм пычӗ.К нему подошла женщина, крепко державшая обеими руками флакон духов, завернутый в белый платочек.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Э, чее-ҫке эсе, ҫурас вырӑнне эпӗ луччӑ духи илетӗп…
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Сӑрланӑ урайӗнче тӗрлӗ тӗслӗ ластӑксем, хут татӑкӗсем, ҫӗмрӗк эмел коробкисем, пушӑ духи кӗленчисем сапаланса выртатчӗҫ, пысӑк йӗс булавка йӑлкӑшса тӑратчӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Виктӑрӗ, тем шикленнӗ пек, кӗнеке страницисене шӑршлакаларӗ те: — Духи шӑрши кӗрет, туршӑн та… — терӗ.Виктор подозрительно нюхал страницы и говорил: — Духами пахнет, ей-богу…
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах атте кӳме кӳлме хушать, хӑйӗн олив тӗслӗ модӑллӑ халатне тӑхӑнать; тӑкӑнмасӑр юлнӑ ҫӳҫне тураса якатать, алтутри ҫине духи сапать те, хӑй ӗҫе чӑн-чӑн улпутла татса панине ӗненнӗрен, унтан та ытларах лайӑх хӗрарӑма курасса шаннӑран, чи хавас кӑмӑлпа кӳршӗсем патне тухса каять.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Мускавра модӑпа ҫӗлетнӗ ҫӗне сюртукне тӑхӑннӑ, хӑйӗнчен духи шӑрши кӗрет.Он был в своем новом модном московском сюртуке, и от него пахло духами.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне валли модӑллӑ тумтир — олива ҫимӗҫӗ тӗслӗ фрак; модӑпа ҫӗлетнӗ штрипкӑллӑ шӑлавар тата хӑйне питӗ килӗшекен вӑрӑм бекеша ҫӗлетрӗ, хӑнана, уйрӑмах пӗр хӗрарӑм патне кайнӑ чухне час-часах унран духи шӑрши кӗрет, ҫав хӗрарӑм пирки вара Мими ассӑн сывламасӑр калаҫма пултараймасть, сӑнӗ тӑрӑх вӑл ак мӗнле сӑмахсем каласшӑннине тавҫӑрса илетӗн: «Мӗскӗн тӑлӑхсем! Инкеклӗ юрату! Юрать-ха вӑл ҫук» т. ыт. те.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн куҫӗсем япӑх курнӑ ӗнтӗ, урисем ҫине ҫирӗппӗн пусайман, хӑлхисем витӗрех илтеймен; анчах ҫапах та, вӗҫкӗнленсе, хӑйӗн ҫӳҫӗсене а lа Titus тураса хунӑ, мундирне ҫат туртӑнтарса тӑхӑннӑ, хӑй ҫине духи сирпӗтнӗ, уссисене сӑрланӑ, барышньӑсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗннӗ тата, турӑ пӗлет мӗн тума, — ҫынсем умӗнче ырӑ ятлӑ пуласшӑн ҫеҫ пулмалла — француз актрисине хӑй укҫипе тытса усранӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Акӑ ӗнтӗ Михайло Степанович, пудрӑласа лартнӑ, духи сапнӑ, чаплӑ сӑхман тӑхӑннӑ, пӗчӗк кӑна шпага ҫакнӑ, ура хырӑмӗсене туртса ҫыхса лартнӑ, пур енчен те чӗнтӗрсемпе вӑчӑрасем ҫакса тултарнӑскер, Петербургри пекех, Версальте ҫивӗч те култармалла сӑмахсем калать; вӑл тьерсэта ҫинчен калаҫать, Неккера мухтать, шикленмелле шухӑшсен хӑюлӑхӗпе икӗ ватӑ маркиза хӑратать, — лешсем, хӑранипе, Беррие, хӑйсен именисене каясшӑн ӗнтӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Генералтан духи шӑрши кӗрет.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Блиндажра тап-таса, духи шӑрши кӗрет.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Тахҫан вӑрҫӑччен пирӗн «Альпа улӑхӗ» ятлӑ духи пурччӗ.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл тасалӑха ҫав тери, тарӑхтармаллах юратнӑ: пукан ҫине ларнӑ чух вӑл ӑна сӑмса тутрипе шӑлса илнӗ, унран яланах духи шӑрши калама ҫук вӑйлӑ кӗнӗ, ҫавна пула сунаслас килнӗ; вӑл килте пуринчен те ним тытӑнса тӑмасӑрах, кӳрентермелле йӗрӗннӗ пирки Артамоновӑн хӗрне хӑйне тарӑхтаракан япаласемшӗн пуриншӗн те тавӑрасси килнӗ; вӑл ун умӗнче килте те, тепӗр чух кил хушшинче те пӗр аялти кӗпе-йӗмпех, йӳле янӑ халатпа, ҫара уран тӑхӑнса янӑ калушпа ҫӳренӗ, апат ҫинӗ чух тутисемпе чаплаттарнӑ та пушкӑрт ҫынни пек какӑрнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.