Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл сӑмсине чӗр ҫитти ҫине шӑнкарчӗ те вӗтеленсе пӳрт тарӑх хӗр пек вӑр-вар кускалама пуҫларӗ.Шумно высморкавшись в передник, она засуетилась с девичьим проворством, забегала по избе,
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Лешӗ, ҫӗнӗ хыпарсене пӗлес килнипе, хӑйне чӗнессе тахҫанах кӗтсе, вӗтеленсе тӑнӑ-мӗн.Тот давно и с нетерпением ожидал этого вызова, чтобы узнать новости.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Рикша вӗтеленсе ӳкрӗ те тӳрех ача ҫине перӗнчӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Амипе ҫыхланасшӑн ҫав тери вӗтеленсе ӳкнӗскер вӑл, шупка тӗс ҫапнӑ хӗрлӗ кӗске хӳрине сарса хурать, ҫунаттисене саркаласа ярать те типсе кайнӑ тӑпрана чавать, кӑкӗ тӗлӗнче шупка-хӗрлӗ мамӑкпа витӗннӗ тӗкӗсене ӳкере-ӳкере хӑварать…
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав вӑхӑтра кухньӑра пурте вӗресе тӑрать; юр пек шап-шурӑ халатпа калпак тӑхӑннӑ повар вӗтеленсе ҫӳрет; пӗр каструльне лартать, теприне илет, унта пырса пӑтратать, чуста ҫӑрма тытӑнать, лере пырса шыв сапать… ҫӗҫӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр качлаттараҫҫӗ… пахча ҫимӗҫсем тураҫҫӗ… унтах мороженӑй хатӗрлеҫҫӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956