Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аптӑраса (тĕпĕ: аптӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тихон Иванович ним тума та аптӑраса ҫитрӗ, тулашрӗ, шӑртланчӗ.

Помоги переводом

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑхӑт нумаййипе ним тума та аптӑраса ҫитетӗп.

Помоги переводом

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпӗ малтан аптӑраса тӑтӑм, ку этемӗн сӑн-пичӗ мӗншӗн улшӑнса кайнӑ-ши, тетӗп.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗн? — аптӑраса ӳкрӗ Тихон Иванович.

Помоги переводом

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихӑн ним тума та аптӑраса пӗр вырӑнтах тӑчӗ.

Помоги переводом

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Е, ҫулран аташса, сӗм вӑрман варринче йӗрсе, кӑшкӑрса, ним тума та аптӑраса ҫӳренӗ пек курӑнать.

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле ним тума аптӑраса чылайччен юпа пек хытса тӑчӗ.

Помоги переводом

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнта, вӑрман варринче, пилӗк тытнипе аптӑраса ӳкнӗ вӑл.

Помоги переводом

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗҫсӗр аптӑраса улӑхра ҫӗр каҫиччен ҫил хӑваласа ҫӳрекен ҫын патне тухиччен тухманни пин хут авантарах.

Помоги переводом

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Эпӗ калама аптӑраса тӑтӑм, мӗншӗн тесен автор хушаматне тӳрех курӑнмалла ҫӗре лартманччӗ.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Альбина та аптӑраса ӳкрӗ, ҫӗр каҫ ҫеҫ ҫунӑ шурӑ юр та ӑна хӑрӑм пек хура тӗслӗ курӑнчӗ, апла пулин те майӗпен вӑл кӑмӑлне хытарма вӑй ҫитерчӗ, ҫакнашкал синкерлӗ самантра мӗн тума май пуррине тавҫӑрса илме пултарчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Нимӗн те ӑнланмастӑп, — терӗ аптӑраса ӳкнӗ Тарас, — ҫапах та эпӗ ӑна юрататӑп-ҫке, мӗн тумалла?

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Тӗрлӗрен хуҫа пулнӑ ман, — аптӑраса ӳкмерӗ Ишмук.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара вӑл, ним тума аптӑраса, сиккипе пынӑ ҫӗртенех пӗр пысӑк юманӑн аялти туратӗнчен ҫакланчӗ те хӑпӑл-хапӑл ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хыҫалтисем, ним тума аптӑраса, пупсене ылханма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш пуянӗ пупа хирӗҫ нимӗн чӗнме аптӑраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Полковнике ҫак ырӑ кӑмӑллӑ сӑмах ҫапла юратакан, темле чухне те аптӑраса ӳкмен тулли хырӑмлӑ йӗкӗт ытларах та ытларах килӗшме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахмар ним калама аптӑраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫивчӗ чӗлхеллӗ йӗкӗт кунта та аптӑраса ӳкменнине курса, пурте ахӑлтатса кулма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттан кинемей ватӑ урипеле кӑшӑртин-кӑшӑртин пускаласа картишне тухрӗ те аллинчи курӑк тымарӗсене ниҫта ҫакма аптӑраса унталла-кунталла пӑхкаларӗ.

Помоги переводом

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней