Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав самантрах тахӑшӗ алӑка хыттӑн шаккарӗ.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Каччӑ ҫаплах, ури ҫине пӑхкаласа, хускалмасӑр тӑчӗ, унтан алӑка ҫиллессӗн тӗртсе уҫрӗ те тухрӗ.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Алӑка шаккарӗҫ те, пӳрте Александра Яковлевнӑпа Алик кӗрҫе тӑчӗҫ.
VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Хӗвел ҫинче ӑшӑннӑ валашкари шывпа малтан пит-куҫа, унтан урасене ҫурӑм, чӑлана кӗрсе урӑх кӗпе тӑхӑнтӑм, ҫӳҫе тураса якатрӑм — вара тин алӑка туртса уҫрӑм.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Уҫас тесе, эпӗ пӗчӗк алӑка тӗртрӗм, анчах вӑл, чалӑшса кайнӑскер, вырӑнтан та хускалмарӗ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Аппа сӑрласа илемлетнӗ алӑка уҫрӗ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Унта кӗмелли алӑка Манхэттен енчи кӗпер тӗревӗсен стени ӑшне пытарса хунӑ.Вход в него был замаскирован в стене опоры моста со стороны Манхэттена.
Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95
Алӑка уҫрӑм та шӑнкӑрав янӑравӗнчен те вӑрӑмрах ҫын тӑнине куртӑм.
Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.
Алӑка уҫрӑм та шӑнкӑрав янӑравӗнчен те вӑрӑмрах ҫамрӑк ҫын тӑнине куртӑм.
Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.
Эпӗ урама тухрӑм, алӑка хупрӑм.
Аптӑранӑ кӑвакал // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 258–260 с.
Ҫапла калать те Мами васкавар пырса алӑка уҫать.
Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Вӑл алӑка шартлаттарса тухса кайнине вара куллен миҫешер хутчен аса илмест-ши?
Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Алӑка кӗрӗслеттерсе хупса тухса кайрӗ ҫавӑн чухне Ашшӗ.
Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Алӑка уҫнӑ та ни малалла иртме хӑяймасть, ни каялла чакма аптӑрать.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Каялла кайӗҫ тата, — тет вӑл шӑппӑн алӑка уҫса.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Кӗтмен-туман чухнех алӑка шаккани илтӗнет.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Алӑка хӗрарӑм хыҫӗнчен хупрӗ те телеграммӑна вуларӗ.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Алӑка шаккаса кӗрсе, Тетей сӑпайлан сӗтел умне пырса тӑчӗ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Куҫҫулӗ юхтарса, Элине чупса тенӗ пек пӳртрен тухрӗ, хӑй хыҫӗнчен алӑка мӑртлатса хупрӗ.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Пӗлместӗп, алӑка уҫӑ хӑварнине ас тумастӑп.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.