Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темиҫе мӑшӑр (тен, кусем те хӑйсен куҫ шӑрҫи пек таса юратӑвне, пурнӑҫ сукмакне пӗрле такӑрлатас ӗмӗте паян кунчченех вӑрттӑн «шӑварса» пурӑннӑ?) ушкӑнран «катӑлчӗ» те хӑйӗн ҫулӗ-йӗрӗпе телей «кӳлли» еннелле акӑш пек юхӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шурӑ акӑш эпӗ пулаяс ҫук.
Шурӑ акӑш манӑн пулаясчӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 91 с.
Шурӑ акӑш манӑн пулаясчӗ, Вӗҫейсе каясчӗ тӳпене!
Шурӑ акӑш манӑн пулаясчӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 91 с.
Куртӑм шурӑ акӑш ишнине.
Шурӑ акӑш манӑн пулаясчӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 91 с.
Вунсакӑр-ҫирӗм ҫухрӑм кайсан, Акӑш кӳлли патнех ҫитсен, манӑн упа (вӑл пур-пӗрех манӑн пуласса пӗлсе ҫапла калатӑп) капан тӗпӗ пек сарлака тунката ҫине ларсах ҫур сехет канса илчӗ.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Ҫӗрпӳ хӗрӗсем шурӑ кӗпе ҫийӗн кӗрен саппун ҫакнӑ, Улатӑр хӗрӗсем — сарӑ вӑрӑм сараппанпа, Елчӗк енчисем — темиҫе аркӑллӑ улача кӗпепе, Хӗрлӗ Чутай хӗрӗсем акӑш пек шап-шурӑ тӑхӑннӑ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӑйне хӑй вӑл ушкӑнран юлнӑ аманнӑ акӑш чӗппи пек туйрӗ; вӑл, хуҫӑк ҫунатлӑскер, янкӑр уҫӑ тӳпене тек ҫӗкленеес ҫук ӗнтӗ; ӑна кутсӑр-пуҫсӑр ҫил-тӑманлӑ шартлама сивӗ хӗл кӗтет; мӗнле йӑл илӗ вӑл, пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ кайӑк чӗппи?
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Анук сӑввине каласа пӗтерчӗ те, акӑш пек юхма тытӑнчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫук, ташламарӗ вӑл, вӑйӑ тавра акӑш пек юхрӗ.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗҫӗн кин текенни кӑкӑр ачине пӗр хӗрачана тыттарчӗ те хӑва хулли пек авкаланса, акӑш уттипе шукаласа, купӑсҫӑ умне тухрӗ, чӗкеҫ чӗлхипе такмакласа, ташлама пуҫларӗ:
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ханша аллинчен вӗҫерӗннӗ явлӑк ҫилпе айккинелле вӗҫсе кайрӗ, унтан, аманнӑ акӑш пек, шыва ӳкрӗ, хумсем хушшинче вылянкаласа куҫран ҫухалчӗ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ытарми сассипе юррине шӑратса Вӑл кӗрейрӗ шыва акӑш евӗр утса!
Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.
Ким чечек, ким чечек, Вӗҫсе пырать шур акӑш, Хӗвел ҫинче ҫуталса.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑййа тухсассӑн акӑш пек утатчӗҫ, Юррисене саркайӑк пек юрлатчӗҫ.
Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.
Вӑрман урлӑ сар хӗвелӗ Ҫӗкленсе тухатчӗ, Кӳлӗри шур акӑш евӗр Ярӑнса ухатчӗ.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Тухсан — акӑш пек ярӑнаҫҫӗ.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Йӗри-тавра чие чӗртес, Шур пултӑр хир пек — тем сарлакӑш, Вун тӗрлӗ пулӑ ӗрчетес, Шурта йышлантӑр шурӑ акӑш».
XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Темшӗн пӑлхануллӑ Вӗҫет хур акӑш шурлӑхра.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Унпа юнашар Людмила акӑш пек ярӑнса пырать, вӑл хӗрлӗ-чӑпар тӗслӗ кӗпе тӑхӑннӑ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӗпелти пӗчӗк пӳлӗм алӑкӗ чӑриклетсе уҫӑлчӗ те, унтан акӑш уттипе ҫӳллӗ кӑна хӗр ача тухса тӑчӗ.
6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.