Поиск
Шырав ĕçĕ:
Артамашов айӑплӑ пулсан, унтан кая мар Еременко та, бригадирсем те, бухгалтер та айӑплӑ…И если виноват Артамашов, то не в меньшей мере виноват и Еременко, и бригадиры, и бухгалтерия…
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аха, халь ӗнтӗ — айӑплӑ, полковник господин, Сирӗн ӗҫӗрте полковник господин нимӗн енӗпе те айӑплӑ мар.Ага, теперь — виноват, господин полковник, Господин полковник в вашем деле ничем не виноват.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Апла мар, — терӗҫ пур енчен те, — Стефчов айӑплӑ мар унта, пӗтӗмпе Мунчо айӑплӑ.— Нет, во всем виноват не Стефчов, а Мунчо, — посыпались возражения.
X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эпӗ сире хытӑ кӳрентертӗм, айӑплӑ: эпӗ, ҫав тери айӑплӑ, анчах эсир хирӗҫ тӑнине чӑтса ирттерме пултараймастӑп… — тата ытти те, тата ытти те.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ыттисем, хӑйсене тӳрре кӑларса, ӑна хирӗҫлетчӗҫ, анчах та вӑл ҫине тӑрсах хӑйӗннех перетчӗ: вӗсем умӗнче никам та айӑплӑ мар, кашни хӑй умӗнче хӑй айӑплӑ, тетчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Анчах сирӗн чӗре айӑплӑ мар, — хушса хучӗ Штольц, — пӗр енчен илсен, ӗмӗт, хӑвӑра юратни, тепӗр енчен — ҫемҫе кӑмӑллӑ пулни айӑплӑ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуринчен те ытларах эпӗ айӑплӑ, унтан Ольга, кайран тин эсӗ, ҫапах та кӑшт ҫеҫ айӑплӑ эсӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ сан умӑнта айӑплӑ, тахҫанах айӑплӑ, тесе каласшӑнччӗ…
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ахальтен мар пулас ҫав тава тивӗҫлӗ ученӑй хӑйӗн кӗнекисенче: Татаринов капитанӑн вилӗмӗнче темӗнле «промышленниксем» айӑплӑ тесе пӗрмай тӳрре тухма хӑтланать, темле фон-Вышимирский айӑплӑ имӗш.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Е кам та пулин айӑплах пулсан, пурпӗрех кам та пулсан урӑххи айӑплӑ — эпӗ мар.И что если кто-нибудь виноват, так уж во всяком случае, не я, а кто-то другой.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эсир ҫав ҫырусем тӑрӑх экспедици пӗтнӗшӗн Фон-Вышимирский айӑплӑ тесе кӑтартма шутлатӑр иккен, вилнӗ тӗлӗшпе вара (эпӗ ку сӑмахсене ҫӑтса ятӑм)… ыттисемшӗн те эпӗ айӑплӑ пулать.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Айӑплӑ ҫын хӑйӗн айӑпӗ ҫинчен хӑех каласа кӑтартни унӑн ӗҫӗсене тӗппех палӑртса пама питӗ кирлӗ, тесе шутланӑ, —вӑл вырӑнсӑр шухӑш ҫеҫ мар, вӑл тата чӑн-чӑн суд ӗҫне хирӗҫле япала пулса тӑрать: мӗншӗн тесен, айӑпланаканӗ айӑпа йышӑнманни — вӑл айӑплӑ маррине кӑтартакан доказательство пулмасть пулсан, айӑпа хӑй ҫине илни пушшех те вӑл айӑплине кӑтартса памалли доказательство мар.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Пӗлетӗр-и, княжна, — терӗм вара, кӑштах кӳренсе, — хӑйне хӑй ӳпкелекен айӑплӑ ҫынна нихҫан та тӗртсе ямалла мар: тарӑхнипе вӑл тата икӗ хут ытла айӑплӑрах пулса кайма пултарать…
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
5. Ҫӳлхуҫа Моисее татах ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсене кала: эхер те арҫын е хӗрарӑм ҫынна хирӗҫле ӗҫпе ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫавӑн урлӑ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, ҫав чун айӑплӑ пулӗ, 7. ун пек ҫынсем хӑйсем тунӑ ҫылӑхне каласа кӑтартчӑр, илсе айӑпа кӗнӗ япалине пӗтӗмпе каялла тавӑрса паччӑр тата ун ҫумне ҫав япала хакӗн пиллӗкӗмӗш пайне хушчӑр та ӑна хӑйсем усал туса сиен кӳнӗ ҫынна тавӑрса паччӑр; 8. эхер те сиен курнӑ ҫыннӑн еткерҫи пулмасассӑн, айӑп тунӑшӑн тӳлемеллине Ҫӳлхуҫана халаллатӑр; ӑна священника памалла, вӑл айӑплӑ ҫын хӑйне тасатмашкӑн кӳнӗ сурӑх таки ҫумне хушса пани пултӑр; 9. Израиль ывӑлӗсем священник патне илсе пынӑ кирек мӗнле сӑваплӑ парне те ӑна пулать, 10. кам та пулин асӑнса пани те ӑна пулать; священника кам мӗн парать, ҫавӑ пурте ӑна пулать, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Константинополь (хальхи вӑхӑтра Стамбул) хапхине сиен кӳнӗшӗн (1117 ҫул каялла Олег кнеҫ хушнипе ун ҫине хулккан ҫапса хунӑ пулнӑ) Раҫҫее айӑплӑ тесе йышӑннӑ.
«Европа сучӗ Стамбул влаҫӗ Раҫҫей тӗлӗшпе…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/413
Филиппинра турилкке ҫинчи кашӑк сан ҫине тӗллеҫҫӗ пулсан, эс айӑплӑ пулан.
«Сӗтел хушшинче ҫакӑн ҫинчен вӗрентӗм…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/2209
— Хам айӑплӑ, Алтаччи аппа… — куҫне шӑлкаларӗ тахӑш вӑхӑтра ханша тупса ӗҫме ӗлкернӗ Укань.
Кулюккапа Уканӗн ҫӗнӗ мыскари // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Хам айӑплӑ.
Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Хӑй айӑплӑ та…
Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
«Хам айӑплӑ, ҫынна ӳпкелеме сӑлтав ҫук», — тесе хытарчӗ чӗрине больницӑран тухас умӗн Рамазан.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.