Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

айккинерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кил хуҫи кӗсйинчен наган кӑларса шӑллӗне пачӗ, унтан, ӑна кӑшт айккинерех чӗнсе илсе, тем-тем пӑшӑлтатса каларӗ.

Помоги переводом

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ӗҫленӗ вӑхӑтра хӗрарӑмсем шиклӗн айккинерех пӑрӑна пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Степанов айккинерех пӑрӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпӗ калаймастӑп, каласа пар-ха малалла, Михаля, — терӗ те чӗтрекен сасӑпа, айккинерех пӑрӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл сире хӑй каласа патӑр, — тесе, Казаков айккинерех пӑрӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пичкери шыва брезент пыршӑ витӗр пӗр-пӗр айккинерех ҫунакан ҫурт ҫине сапкаласа пӗтереҫҫӗ те, вӗрие тӳсеймесӗр, насусӗсене аяккарах туртса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар айккинерех кайса тӑчӗ, куҫӗсене сиктермесӗр юпа ҫине тинкерчӗ.

Помоги переводом

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыттисем, Сахар ывӑлне хӗнесе тӑкасран хӑраса, айккинерех пӑрӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫак пӑр сӑвая килсе ан ҫаптӑр тесе, пакурпа ун ҫулне айккинерех пӑрса яма тӑчӗ, анчах шутланӑ пек пулмарӗ: шӑнса ларнӑ ҫӑпати пӑрлӑ хӑма ҫинче шуса кайрӗ те, карлӑкран та, сӑвай юпинчен те тытса ӗлкӗреймерӗ — ури-аллисене чармакласа, Палас тӗпне чӑмрӗ…

Помоги переводом

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пупа ҫавӑнтах ыттисенчен уйӑрчӗҫ, айккинерех илсе кайса тӑратрӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Итле-ха, тӑванӑм, — терӗ вӑл ӑна айккинерех чӗнсе илсе, — тем тесен те Юнус усал шухӑш тытнӑ.

Помоги переводом

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрлемес сурчӑкӗпе юнӗнчен уртаракан чир этеме куҫма пултарнине ӑнланакансем шӑпӑрлансене айккинерех иртме хистенӗ.

Помоги переводом

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Акӑ, сӑмахран, Ятмана ӗнтӗ вӑл ӗмӗрлӗхех тӑшман тесе шутланӑ — миҫе ҫул вӗсем патне кайса кӗмен, миҫе ҫул ӑна сӑмах чӗнмен, урамра курсан та айккинерех пӑрӑнса утма тӑрӑшнӑ, хӑйне уй хуралҫинчен кӑларттарнӑранпа кашни утӑмра ӑна усал ятпа кӑна асӑннӑ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каччи картус тӑхӑннӑ, пысӑк та тӑрӑ куҫлӑ, кӑшт айккинерех тинкерсе пӑхать.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ытти вӑрлӑх ҫителӗклӗ-и? — ыйтрӗ Камышин, Левентей ларнӑ май тенкелне сӗтел айккинерех сиктерсе.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Чипер ҫын тупӑнсан, ватӑлтӑм тесе тӑмастӑн пулӗ-ха та эсӗ, Марине? — терӗ вӑл, хирӗҫ килекен лавран сыхланма ҫул айккинерех тухса.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртнинче килне пырса кӗнӗрен пулас, Марине кунта Сехререн айккинерех пӑрӑнма тӑрӑшрӗ, калаҫма та унпа сахал калаҫрӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем пӗр-пӗрне чыслӑн сывлӑх сунчӗҫ, айккинерех пӑрӑнса вӑрттӑн калаҫма пикенчӗҫ.

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карчӑк мӗн пур вӑйне пуҫтарчӗ те Исампай ӳтне айккинерех илсе хучӗ.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Укҫа ҫӑмӑллӑн ӗҫлесе илме сӗнекен ҫынсенчен айккинерех пулӑр.

Держитесь подальше от людей, предлагающих заработать легкие деньги.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней