Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта пӑртак айванлӑх та, хисепсӗрлӗх те, тӳрӗлӗх те, паттӑрлӑх та, ырӑ кӑмӑллӑ курайманлӑх та, пӗр-пӗрне йӗрленисем те пулнӑ.В нем можно было встретить всего понемножку: невежество, глупость, честность, геройство, ярость.
II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ытлашши нимӗнех те шутласа кӑлараймаҫҫӗ пулин те, арҫынсем тӳрӗ ҫынсем. Анчах вӗсем нимӗн те пӑхса тӑмасӑрах малалла кайма пултараҫҫӗ, хӑйсене кирлине ҫӗнтерсе илме хӑраса тӑмаҫҫӗ, эпир вара вӗсем пире ҫӗнтерсе илессе ҫеҫ кӗтсе тӑратпӑр. Айванлӑх мар-и ӗнтӗ ҫакӑ?
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Чӑнах ӗнтӗ, ку япала урӑх патшалӑх пирки пулнӑ пулсан, — айванлӑх кӑна пулӗччӗ.— Конечно, если бы это относилось к другому государству, то было бы нелепо.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Тӳре тӗрӗс систерсе калани салхулантарать — ку христианла мар, тӗрӗслӗх ҫын ҫине ним систермесӗр пӑхать — ку айванлӑх; ҫурма систерсе каланӑ сӑмахпа ҫын тарӑхнине тата чӑтӑмсӑррине туять.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Еленӑна хавшаклӑх тарӑхтарать, айванлӑх ҫилентерет, суяна вӑл «ӗмӗр-ӗмӗр» каҫармасть; хӑй мӗн тӑвас тенине никам умӗнче чарӑнса тӑмасӑр тӑвать, кӗлтунине пӗрре кӑна мар ӳпкелешнипе пӗтерет.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Тата, ан ҫиллен те, вӗсенче чӑнах та айванлӑх, ачалӑх нумай.И еще — не сердись! — в них действительно много наивного, детского.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Чӑн-чӑн айванлӑх пулчӗ ку! — терӗ атте.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эхер те усӑсӑр ултава айванлӑх тесе шутланӑ пулсан, ҫакна пӗтӗмпех каласа панӑ пулӑттӑм.Чтобы все это передать, сказал бы я, если б я не почитал бесполезную ложь — глупостью.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Базаров ирӗксӗрех ҫав ҫул ҫине пӑхать, курӑк тӑпӑлтарса ларать, ӑшӗнче пӗрмаях: «Эккей, айванлӑх!» — тет.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Мӗнле айванлӑх тата? — мӑкӑртатса илчӗ вӑл.
XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Базаров хӗрарӑмсене, вӗсен илемлӗхне питӗ юратаканскер пулнӑ, анчах юрату идеаллӑхӗ тӗлӗшӗнчен пулсан, хӑй каланӑ пек, романтизмла юратӑва вӑл — лӗпӗртетни, каҫарусӑр айванлӑх тенӗ, рыцарьлӑ туйӑмсене темӗнле чалӑш-чӗлӗшлӗх е чир тесе шутланӑ, Тоггенбурга вӑл хӑйӗн пӗтӗм миннезенгерӗсемпе, трубадурӗсемпе пӗрле мӗншӗн сарӑ ҫурта лартман-ши? тесе хӑй тӗллӗн тӗлӗннине пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫак айванлӑх часах иртрӗ унӑн.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Тепӗр тесен, лайӑх арӑма айванлӑх пушшех илемлетет.Впрочем, глупость составляет особенную прелесть в хорошенькой жене.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Тен, ҫак айванлӑх ҫиелтен кӑна ҫапла курӑнать пуль?
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пирӗн вӑхӑтра сасартӑк… мӗнлерех айванлӑх…
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Мӗнле айванлӑх!»
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫук, Сережа, вӑл айванлӑх мар…
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ку айванлӑх мар, ҫынсем пӑхчӑр тесе.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Вӑл нимех те мар, — тенӗ Катя, — вӑл ахаль кӑна, айванлӑх пулнӑ…— То — ничего, — сказала Катя, — то было просто так, глупость…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Эпӗ нихӑҫан та анне пулса курман, ҫапах та шухӑшпа хама ҫав вырӑнах лартатӑп: акӑ манӑн ача ӳсет — юратнӑскер, куҫ пек курса тӑраканскер, унра мӗн-пур шанчӑк, уншӑн тертленнӗ-тӑрӑшнӑ, куҫҫуль юхтарнӑ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрман… сасартӑк вара — айванлӑх, ӑнсӑртлӑх, хӑйпе хӑй тӗллӗн сиксе тухнӑ тискерле ӑнсӑртлӑх: вӑл чӳрече ҫинче вылять, нянька ҫаврӑнса тӑнӑ, курмасть, ача аялалла, чулсем ҫинелле персе анать.
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.