Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лопухов, Павел Константиныча зал алӑкӗ патнелле ҫитерсен, чарӑнчӗ, ҫаврӑнчӗ те: «Тепӗр тесен, Марья Алексевна, сирӗнпе те халех калаҫӑп, анчах ӗҫ ҫинчен лӑпкӑрах калаҫас пулать вӗт», терӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах «путсӗр» тес вырӑнне вӑл «пут…» теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, мӗншӗн тесен Лопухов питӗ хыттӑн: «Эпӗ эсир ятлаҫнине итлеместӗп, эпӗ ӗҫ ҫинчен калаҫма килтӗм. Ҫилленнипе эсир лӑпкӑн калаҫма пултараймастӑр пулсан, эпир Павел Константинычпа иксӗмӗр калаҫӑпӑр, эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр лӑплансан, пире чӗнме Федьӑна е Матренӑна ярар», — терӗ, ҫакна каланӑ май Павел Константиныча залран ун кабинетне ҫавӑтса кӗчӗ, калаҫасса питӗ хытӑ калаҫрӗ, темле кӑшкӑрсан та, унран хытӑрах калаҫаймӑн, ҫавӑнпа Марья Алексевнӑн ятлаҫма чарӑнмалла пулчӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн Марья Алексевна: «Эпе ӑна, путсӗре, ылханатӑп!» тесе кӑшкӑрса ячӗ.Марья Алексевна на этом слове закричала: «Я прокляну ее, негодницу!»
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Малтан, хӑй питӗ пӑлханнипе, Марья Алексевна ыйтӑва татса парасси ҫине идеалла пӑхрӗ, идеалла пӑхни енчен илсен, ыйтӑва ун пек татса пани питӗ килӗшӳллӗ пек туйӑнчӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Реальнӑй пурнӑҫӑн тепӗр ыйтӑвӗ хозяйка пирки пулнӑ; ку ыйтӑва Марья Алексевна ӑнӑҫлӑн татса панине эпир куртӑмӑр ӗнтӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухова Марья Алексевна, Верочка хӑйӗн япалисен списокне туса парса, Лопухов вӗсене ыйтасса кӗтрӗ, ылтӑн япаласемпе ытти япаласенчен нимӗн те памастӑп тесе ҫирӗппӗн шутларӗ, платьесенчен чаплах мар тӑватӑ платьине тата аялти кӗписенчен кивӗреххисене темиҫе кӗпе пама шутларӗ: нимӗн те памасассӑн — юрамасть, ырӑ кӑмӑллӑ та ҫепӗҫ пулмалли йӗрке ун пек тума хушмасть, Марья Алексевна вара ырӑ кӑмӑллӑ та ҫепӗҫ пулмалли йӗркерен нихҫан та тухман.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа та Федьӑпа Матренӑна хӑйӗн хуйхине пӗлтерме темиҫе минутлӑха чарӑнса тӑчӗ, — туйӑмӗсене пӗлтернӗ чухне кашни ҫынах, хавхаланса кайса, пурнӑҫри самантлӑх интересӗсене манса каять, — Марья Алексевна Верочка пӳлӗмне чупса кӗчӗ, туалет ещӗкӗсене уҫа-уҫа пӑхма пуҫларӗ, гардероба уҫрӗ, — пур япалана та хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнчӗ, — ҫук, нимӗн те тӗкӗнмен пулас! — вара, хӑвӑрт пӑхса тухса лӑпланнӑскер, тепӗр хут тӗплӗн тӗрӗслеме пуҫларӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пажески корпус хапхи тӗлӗнче Марья Алексевна тӑна кӗрсе ҫитрӗ, хӗрӗ чӑнах та ҫухалнине, качча тухса, ун патӗнчен кайнине ӑнланса илчӗ, ҫакӑ вара ун пуҫӗнче: «Ҫаратса хӑварчӗ!» текен шухӑш ҫуратрӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухова хӗнесе тӑкасси тата хӗрне ылханасси Марья Алексевна шухӑшӗпе чи паха ен шутланнӑ.Проекты побить Лопухова и проклясть дочь были идеальною стороною мыслей и чувств Марьи Алексевны.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каҫхине Лопухов хӑйсем патне пырсан унпа мӗн тӑвасси ҫинчен Марья Алексевна пуҫӗнче темиҫе тӗрлӗ шухӑш та ҫуралчӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хозяйка хӑйӗн юлашки сӑмахне пуҫларӗ, Марья Алексевна шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем ирсӗр пулни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ, вара малтан Павел Константиныча хӑйӗн арӑмне хӑваласа кӑларса яма хушрӗ: анчах Павел Константиныч тархасласа ыйтрӗ, тата хуҫа арӑмӗ хӑй те кӑна ахальтен, ячӗшӗн ҫеҫ каларӗ; юлашкинчен, резолюци ҫакӑн пек тухрӗ: Павел Константиныч управляющи вырӑнӗнчех юлать, чӳречи урамалла тухакан хваттер урӑх вӗсенче юлмасть, Павел Константиныч хыҫалти картишне пурӑнма куҫать, унӑн арӑмӗн пӗрремӗш картишӗнче хозяйка курма пултаракан пӗр вырӑна та ура ярса пусма юрамасть, урама вӑл хозяйка чӳречинчен чи инҫетри хапхаран ҫеҫ тухса ҫӳреме пултарать.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ӑнлантӑм, Марья Алексевна; питӗ ӑслӑ калаҫатӑн эсӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйне мӗн хушасса кӗтсе полпивноя та, ниҫта та кайма хӑяйман Матрена приказа пурнӑҫлама чупрӗ, Павел Константиныч Марья Алексевна патне пычӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӗтел хушшинче Марья Алексевна, чӑнах та, урӑх ятлаҫмарӗ, мӗкӗрсе анчах ларчӗ, кӑна та-ха талпӑшас, чӑркӑшас тесе мар, хӑйӗн ҫилли ҫаврӑнтӑр тесе ҫеҫ; унтан вара канма та выртмарӗ, ларчӗ те пӗрре те хускалмарӗ, мӑкӑртатса кӑна ларчӗ, унтан мӑкӑртатми те пулчӗ, нимӗн те чӗнмерӗ, юлашкинчен: — Матрена! Улпута вӑрат-ха, ман пата килме кала, — терӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑхӑт иртетех ҫав, — унччен те пулмарӗ Марья Алексевна: «Матрена, апат антар» тесе кӑшкӑрса ячӗ.Но как всему бывает конец, то Марья Алексевна закричала: «Матрена, подавай обедать!»
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пушӑ пӳлӗмсем тӑрӑх нумайччен кӑшкӑрса вӑрҫса ҫӳрерӗ-и вӑл е нумай мар-и, Марья Алексевна ҫакна калама пултараймасть, нумай ҫӳрерӗ пулас ҫав, мӗншӗн тесен акӑ Павел Константиныч та ӗҫрен таврӑнчӗ, — ӑна та лекрӗ, сӑмахпа та, чышкӑпа та лекрӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пажески корпус хапхинчен иртсен, Марья Алексевна хӑй килелле пынине туйса илчӗ, лавҫӑ тытрӗ те телейлӗн киле ҫитрӗ, алӑк патӗнче хӑйне алӑк уҫса кӗртекен Федьӑна тӳпкесе илчӗ, шкап патне ыткӑнчӗ, шавланине илтсе пуҫне кӑларнӑ Матренӑна хӗнесе илчӗ, каллех шкап патне ыткӑнчӗ, Верочка пӳлӗмне ыткӑнчӗ, тепӗр минутран шкап патне чупса тухрӗ, каллех Верочка пӳлӗмне чупса кайрӗ, унта нумайччен тӑчӗ, унтан вара, вӑрҫа-вӑрҫа, пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳреме пуҫларӗ, анчах ӑна хӗнеме никам та ал айӗнче пулмарӗ: Федя вараланчӑк пусма ҫине тухса тарчӗ, Матрена, Верочка пӳлӗмӗн ҫурӑкӗнчен пӑхрӗ те, Марья Алексевна хӑпарнине курса, питӗ хытӑ тарчӗ, кухньӑна лекеймерӗ, спальнӑна, Марья Алексевна кравачӗ айне, пырса лекрӗ, вара хӑйне вӑрҫмасӑр чӗнсе иличчен ҫавӑнтах выртрӗ, ӑна никам та пырса тӗкӗнмерӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна хӑй мӗн тунине астуса илчӗ пулмалла, Федькӑна пуҫран юлашки хут чышрӗ те урам урлӑ утса кайрӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Хӑшпӗрисем: «Федька, эсӗ ӑна каялла пар-ха», теҫҫӗ, анчах йӗкӗтсенчен ытларахӑшӗ татӑклӑнах Марья Алексевна енне тӑчӗҫ:
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑй мӗн тунине пӗлмесӗрех Марья Алексевна калаҫса тӑракансенчен чи ҫывӑххине, чӗлхине кӑларса витлекен пӗр 17 ҫулхи йӗкӗте тӑнлавран тыттарса ячӗ: йӗкӗтӗн ҫӗлӗкӗ персе анчӗ, ҫӳҫӗ акӑ, кунтах, шӑпах алӑ айӗнче; Марья Алексевна ӑна ҫӳҫрен ярса тытрӗ.