Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Ҫапла ӗнтӗ, ывӑлӑм, тӑванусене юратса пурӑн, вӗсен хушшинчен арӑм илес мар тесе, тӑванусен умӗнче, хамӑр халӑхӑн ывӑлӗ-хӗрӗ хушшинче хӑвна асла ан хур, мӑнаҫланни этеме пӗтерет, ҫынна йӗркерен кӑларать, пурӑнма пӗлменнипе вара пурӑнӑҫ хӗсӗнсе ҫитет, ҫука юлатӑн: йӗркесӗр пурӑнни — выҫлӑх амӑшӗ.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Аван мар, ачамсем, эпӗ [сирӗн ҫинчен] илтекен сас-хура лайӑх мар, [ун пек ан тӑвӑр — эпӗ илтекен сас-хура лайӑх мар]; эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне пӑсатӑр; 25. эхер те этем этеме хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, уншӑн Турра кӗлтӑваҫҫӗ; эхер те этем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, ун хутне кӗрекенни кам пулӗ? тенӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шыранӑ ҫав этеме, ыйта-ыйта пӗлнӗ, вара: Гедеон, Иоас ывӑлӗ, тунӑ ҫакна, тенӗ.Искали, расспрашивали и сказали: Гедеон, сын Иоасов, сделал это.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑвӑнтан малтанах пулнӑ саманасемпе ӗмӗрсенчен — Турӑ ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑ кунранпах пыракан, тӳпен пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитиех тӑсӑлакан вӑхӑтран — ыйт-ха: ҫак аслӑ ӗҫпе танлашаканни мӗн те пулин пулнӑ-и, илтнӗ-и ун пекки ҫинчен? 33. вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫакан [чӗрӗ] Туррӑн сассине эсӗ илтнӗ пек тата [мӗнле те пулин халӑх] илтнӗ-и, ҫапла илтсе чӗрӗ юлнӑ-и?
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа, унӑн умӗнчен иртсе кайса, кӑшкӑрса каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ, 7. [тӳрӗлӗхе] упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен [кӑтартса тӑракан], айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан, анчах хаса памасӑр хӑварман, ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене, ачисен ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑка ҫитичченех хаса паракан Турӑ, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: этеме чӗлхе-ҫӑвар кам панӑ? чӗлхесӗр е хӑлхасӑр, е куракан, е суккӑр тӑваканӗ кам?
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ, Нойпа унӑн ывӑлӗсене пиллесе, вӗсене ҫапла каланӑ: ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗре тулса ҫитӗр, [ӑна тытса тӑрӑр]; 2. ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, [ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗх,] тӳпери пур вӗҫен кайӑк, ҫӗр ҫинчи пур кусан-ҫӳрен, тинӗсри пур пулӑ сирӗнтен хӑратӑр, сирӗнтен чӗтресе тӑтӑр: вӗсене сирӗн алла панӑ; 3. пӗтӗм пурӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ; унччен ешӗл курӑк панӑ пек, ҫакна пурне те сире паратӑп; 4. анчах чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр; 5. Эпӗ хӑвӑр юнӑра та шыраса илӗп: сирӗн пурӑнӑҫӑр — юнра, ӑна кирек хӑш тискер кайӑкран та шыраса илӗп, ҫын чунне ҫын аллинчен, унӑн тӑванӗн аллинчен те шыраса илӗп; 6. кам ҫын юнне тӑкӗ, унӑн юнне те ҫын аллиех тӑкӗ, мӗншӗн тесессӗн этеме Турӑ сӑнарлӑ пултарнӑ; 7. эсир ӗнтӗ ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗр тӑрӑх сарӑлӑр, ҫӗр ҫинче йышлӑлансах пырӑр, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] этемсем ҫӗр ҫинче питех те аскӑнланса пурӑннине курнӑ, вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ; 6. ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа ӳкӗннӗ, Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ.
Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Адамӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Турӑ этеме пултарнӑ чухне, Вӑл ӑна Хӑй евӗрлӗ тунӑ чухне, 2. Вӑл вӗсене арҫыннине тата хӗрарӑмне пултарнӑ, вӗсене пилленӗ, вӗсене пултарнӑ кун вӗсене «этем» тесе ят хунӑ.
Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа Турӑ тата каланӑ: этеме пӗччен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар, тенӗ.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫапла вӗрентсе каланӑ: эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, 17. анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн, тенӗ.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Турӑ [Хӑй пултарнӑ] этеме ертсе пынӑ та ӑна Эдем пахчине — ҫавӑнта ӗҫлесе тӑма, пахчана сыхласа тӑма — вырӑнаҫтарнӑ.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӗвелтухӑҫ енче, Эдемра, Ҫӳлхуҫа Турӑ рай пахчи лартса ӳстернӗ, Хӑй пултарнӑ этеме ҫавӑнта вырӑнаҫтарнӑ.8. И насадил Господь Бог рай в Едеме на востоке, и поместил там человека, которого создал.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫӗрти тӑпраран тунӑ, унӑн ӑшне чӗрӗлӗх сывлӑшӗ вӗрсе кӗртнӗ, этем вара чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире кӑмӑл-сипетӗн улшӑнми хаклӑхӗсем тавра пӗрлештерсе, ҫынсен ӑс-хакӑлне аталантарма тата вӗсене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама пулӑшса, тӗрлӗ наци ҫыннине ӑнланмалли май шутланса вӑл этеме тивӗҫлӗн пӑхса ҫитӗнтерес, халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес, ҫӗршыв пӗрпӗтӗмлӗхне сыхласа упрас ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнса тӑрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3236998
Сӑрара этеме кирлӗ аминойӳҫексемпе В ушкӑнри витаминсем пур.
Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Унӑн хайлавӗсем этеме, тӑван ҫӗре, чӑваш халӑхӗн авалхи йӑлисемпе пурнӑҫ йӗркине тата унӑн хӑйнеевӗрлӗ культурине чунтан юратса хисеплемеллине ӑса хывма вӗрентеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945