Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

гектар сăмах пирĕн базăра пур.
гектар (тĕпĕ: гектар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗракине 4713 гектар ҫинче ирттернӗ.

Помоги переводом

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Районӗпе илсен ҫӗрулмине 137 гектар кӑларнӑ, 3048 тонна пухса кӗртнӗ.

Помоги переводом

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вырмалли кукуруза тата 400 гектар юлнӑ.

Помоги переводом

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Ҫӗр ҫинчи мӗн пур ҫын пӗр кунта кашни пӗрер шӑрпӑк ҫутса ҫунтарсан та, ҫавӑн чухлӗ шӑрпӑк тума виҫӗ гектар ҫинчи вуншар ҫул ӳснӗ ӑвӑс вӑрманӗ кирлӗ, — шутласа пачӗ Степан Лукич.

Помоги переводом

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Пӗр гектар ҫинчи ҫӗр улмине шӑнтса хӑварнӑ…

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Эпӗ поселок пулнӑ вырӑна ҫичӗ гектар ҫине пин ҫурӑ кӑк ытла йывӑҫ лартса вӑрман турӑм.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Кӗркунне ҫавӑн пек майпа аллӑ гектар ҫинче ҫӗртме ҫӗклерӗм.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Каласа патӑм та ӑна хам шухӑш ҫинчен, тӳрех ҫирӗм гектар ҫӗр уйӑрса пачӗ.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Пӗччен чух эп татах вӑтанаттӑм, ӑна сӑмах хушиччен хире тухса вунӑ гектар сухаласа пӑрахасси те ҫӑмӑлрахчӗ.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

«Мураты» кооперативӑн уй-хир ӑстисем тыр-пула кашни гектар пуҫне 52,9 центнер пухса илнӗ.

Помоги переводом

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Патшалӑхӑн усӑ куракан кашни гектар ҫӗре, гумус шайне пӑхса субсиди калӑпӑшне палӑртмалла.

Помоги переводом

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Ӳсен-тӑранран продукци туса илекенсене федераци хыснинчен регионсен бюджетне усӑ куракан кашни гектар ҫӗр пуҫне субсиди уйӑрмалли йӗркепе 2014 ҫулшӑн пире 165 пин тенкӗ ҫеҫ пачӗҫ.

Помоги переводом

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

- «Родина» ялхуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 960 гектар ҫӗрпе усӑ курать.

Помоги переводом

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Районӗпе 3328 гектар кӗр тыррисем акма ҫӗр хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Хирсем тырӑран, улӑмран пушанаҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Ҫак ӗҫе 1445 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ.

Помоги переводом

Хирсем тырӑран, улӑмран пушанаҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 31,2 центнерпа танлашать.

Помоги переводом

Хирсем тырӑран, улӑмран пушанаҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне районти ял хуҫалӑх предприятийӗсем 10200 гектар ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене вырса ҫапса тӗшӗленӗ.

Помоги переводом

Хирсем тырӑран, улӑмран пушанаҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 31,2 центнерпа танлашать.

Помоги переводом

Ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/06/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

Хальлӗхе ҫак ӗҫе 1 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ, 40 тонна пуҫтарса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ — 400 центнер.

Помоги переводом

Ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/06/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

Тӗштырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 623 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртрӗмӗр.

Помоги переводом

Валерий Михеев: «Тырӑ-пулӑ – пӳлмере, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ» // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b2%d0%b ... %b2%d1%8b/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней