Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

анаталла сăмах пирĕн базăра пур.
анаталла (тĕпĕ: анаталла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем черетӗн туртса пыраҫҫӗ Бертӑна, тӑвалла иккӗн туртаҫҫӗ, анаталла ҫунашка хӑех анать, пире ҫак ирӗксӗрех кӑтартнӑ кичем тертленӳрен хӑвӑртрах хӑратасшӑн васканӑ пек туйӑнать вӑл.

Мальчики тащат Берту по очереди в гору вдвоём, а на скатах она поспешно съезжает сама, точно торопясь поскорее освободить нас от этих скучных забот, которые она невольно нам причинила.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сулӑ шыв тӑрӑх анаталла юхса кайрӗ.

Плот поплыл вниз по реке.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах лагерьте нумай тытӑнса тӑнипе ҫав шухӑша пурнӑҫласси пулмарӗ — эпир шлюз башнисем патне ҫывхарнӑ ҫӗре хапхасене хупнӑ, тин ҫеҫ шлюз урлӑ каҫса анаталла каякан тем пысӑкӑш теплохода кӑна курса юлтӑмӑр.

Но мы так заболтались в лагере, что пропустили время; когда мы подошли к башням шлюза, там, за воротами, медленно оседая, уже уходила вниз освещенная громада шлюзовавшегося теплохода.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫынсем анаталла, Мускав шывӗ еннелле, ҫӗнӗ кӗпере курма утаҫҫӗ.

Люди шли вниз, к Москве-реке, посмотреть на новый мост.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлашки сулӑсем те анаталла юхса кайрӗҫ ӗнтӗ.

Последние плоты уже прошли вниз по реке.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑртри кашкӑрсем анаталла тапранчӗҫ.

Волки двинулись с горы.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

— Ҫӗр айӗнчи шӑтӑка кӗмелли айлӑм патӗнчен анаталла каякан чӑнкӑ сӑрт хӗррине куратӑн-и?

— Видишь этот обрыв, он весь одинаковый?

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вара ҫавӑнти ӑслӑ ҫынсем пуҫӗсемпе шухӑшласа пӑхнӑ та ҫакӑн пек шутланӑ: ачасем сулӑпа анаталла анса кайнӑ та пирвайхи пӗчӗк хуланах ҫитсе тухнӑ.

Тогда тамошние умные люди подумали головами и так решили: дети сплавились на плоту и сошли в первом же маленьком городке.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл шыва хирӗҫле ишрӗ, шывӗ ӑна хӑй ҫитме ӗмӗтленнӗ вырӑнӗнчен анаталла юхтарса пычӗ.

Он плыл против течения, забирая наискось, однако его сносило вниз гораздо быстрее, чем он думал.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ каҫалапа хамӑртан икӗ ҫурт урлӑ анаталла пурӑнакан Александр Лазаревич хӗрӗ Укахви патне кайрӑм.

Ближе к вечеру я пошел к дочери Александра Лазаревича Агафье, живущей от нас на два дома ниже.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Анаталла чупакан лаша — шутсӑр усал.

Спускающаяся вниз лошадь - очень зла.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пӗлмен лаша, анаталла каяс пулать…

Не знала лошадь, что надо идти по склону...

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

24. Вӗсене ӗнтӗ Вефорон сӑрчӗ ҫинчен анаталла тӳремлӗхе ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; лешӗсенӗн ку ҫапӑҫура сакӑрҫӗре яхӑн ҫын тӑкӑнса юлнӑ, ыттисем Филисти ҫӗрне тарса кайнӑ.

24. И они преследовали его по спуску Вефорона до самой равнины; и пало из них до восьмисот мужей, прочие же убежали в землю Филистимскую.

1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫӑлкуҫ хапхине Шаллум — Колхозей ывӑлӗ, Мицфа ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ — юсарӗ: вӑл хапха турӗ, тӑррине витрӗ, алӑкӗсене ҫакрӗ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗ; патша сачӗпе тӗлме-тӗл вырӑнаҫнӑ Селах пӗви патӗнчи хӳмене те, Давид хулинчен анаталла анакан картлашкасем таран, вӑлах юсарӗ.

15. Ворота Источника чинил Шаллум, сын Колхозея, начальник округа Мицфы: он построил их, и покрыл их, и вставил двери их, замки их и засовы их, - он же чинил стену у водоема Селах против царского сада и до ступеней, спускающихся из города Давидова.

Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вара халӑх Иордан урлӑ каҫмашкӑн хӑйӗн чатӑрӗсем патӗнчен тапранса тухнӑ, священниксем халӑх умӗнчен [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине ҫӗклесе пынӑ, 15. ҫапла [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине йӑтса пыракансем Иордана пырса кӗрсессӗнех, арча ҫӗкленӗ священниксем урине шыва чиксессӗнех [Иордан вара тулӑ вырнӑ вӑхӑтра яланах ҫыранӗнчен тухса ейӗве кайса выртать], 16. тури енчен юхакан шыв тӑпах чарӑннӑ та Цартан ҫывӑхӗнчи Адам хули патне ҫитичченех хӳме пек пӳлӗнсе тӑнӑ; анаталла юхакан шывӗ тӳремлӗх тинӗсне, Тӑварлӑ тинӗсе, юхса кайса пӗтнӗ.

14. Итак, когда народ двинулся от своих шатров, чтобы переходить Иордан, и священники понесли ковчег завета [Господня] пред народом, 15. то, лишь только несущие ковчег [завета Господня] вошли в Иордан, и ноги священников, несших ковчег, погрузились в воду Иордана - Иордан же выступает из всех берегов своих во все дни жатвы пшеницы, - 16. вода, текущая сверху, остановилась и стала стеною на весьма большое расстояние, до города Адама, который подле Цартана; а текущая в море равнины, в море Соленое, ушла и иссякла.

Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Ялта-и?» - тетӗп. - «Пирӗн урам анаталла» юрра».

Помоги переводом

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Эсӗ хуть анаталла юрттар вӗсене!

Но ты хоть под горку тронь их рысцой!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней