Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ӳсӗр (тĕпĕ: ӳсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Картишӗнче Калюков, пуҫне каҫӑртса, питне пӗлӗтрен ҫаплах вӗттӗн пӗрӗхекен ҫумӑрпа йӗпетсе уҫӑлтарчӗ, унтан Минин уҫах хӑварнӑ хапхана хупрӗ, чӳрече кантӑкне чӗрне вӗҫӗпе кӑтӑртаттарса, Машука чӗнсе кӑларчӗ те: — Эс ыттисем пек ӳсӗр мар, асту вара, ман йӗкӗтсем, темскер, сыхлӑха ҫухатрӗҫ паян, — тесе асӑрхаттарчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗсъе ман нихӑҫан та пушӑ мар, — самант тупӑннипе усӑ курса, пӗр тӗрке укҫа кӑларса кӑтартрӗ «ӳсӗр» Телегин (ара, тен, чайнӑйра пӗр-пӗр кирлӗ ҫын ларать, куртӑрах).

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫапла пуль те, асту, ӳсӗр чӗлхе урӑ пуҫ мӗн шухӑшланине уҫса парать, ху пӗлен.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗри те ҫав териех ӳсӗр мар ҫав, тӑн ҫухатман.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Экипажӑн пӗр йышӗ, Грэй эрехӗ ҫапса антӑратнӑскер, епле ӳкнӗ ҫаплипех палуба ҫинче ҫывӑрать; ураран ӳкменнисем — рульҫӑпа вахтӑри матрос ҫеҫ тата шухӑша путнӑ ӳсӗр Циммер, виолончель мӑйне янах айӗпе тытса карап хыҫӗнче лараканскер.

Часть экипажа как уснула, так и осталась лежать на палубе, поборотая вином Грэя; держались на ногах лишь рулевой да вахтенный, да сидевший на корме с грифом виолончели у подбородка задумчивый и хмельной Циммер.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӳсӗр ӗнтӗркӗвне сирсе пӑрахнӑ кӑмрӑкҫӑ сасартӑк пурне те шарт сиктерсе — куҫне хӑрушла ҫавӑрттара-ҫавӑрттара — ҫав тери хаяррӑн ӳхӗрсе ячӗ:

Страшно ворочая глазами, угольщик, стряхнув хмельное оцепенение, вдруг рявкнул пением и так свирепо, что все вздрогнули.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кантӑк умӗнче эпир асӑрхама ӗлкӗрнӗ ӳсӗр мӑйӑх хуҫи — кӑмрӑкҫӑ — вырнаҫнӑ; залӑн шалти алӑкӗпе буфет хушшинче ӑшаланӑ ҫӑмартана сӑрапа сыпа-сыпа икӗ пулӑҫ ларать.

У окна сидел угольщик, обладатель пьяных усов, уже замеченных нами; между буфетом и внутренней дверью зала, за яичницей и пивом помещались два рыбака.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӳсӗр хӑна тӑванӗпе хирӗҫсе кайсан ӑна 124 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чиксе, 7 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ.

Когда пьяный гость поссорился с родственником, он его заколот ножом не менее 124 раз и избил не менее 7 раз.

Шӑллӗне вӗлерсе путвала пенӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31245.html

Ӗнер каҫхине, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Коопераци институчӗ тӗлӗнче ӳсӗр водитель тытса пыракан машина автобуспа пырса ҫапӑннӑ.

Вчера вечером, 17 февраля, напротив Кооперационного института в Чебоксарах машина, управляемая пьяным водителем, столкнулась с автобусом.

Ӳсӗр водитель автобуспа пырса ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31074.html

Автоинспекторсем ҫамрӑка ӳсӗр пулнине палӑртакан медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма сӗннӗ, анчах та лешӗ тӗрӗсленме килӗшмен.

Прибывшие автоинспекторы предложили молодому человеку пройти медицинское освидетельствование на состояние опьянения, однако тот от прохождения теста отказался.

Шупашкарта росгвардеецсем ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31047.html

Транспорт хатӗрӗн водителӗ чӑнах та ӳсӗр пулни палӑрнӑ: унӑн сӑмахӗсем ҫыхӑнусӑр пулнӑ, калаҫнӑ чухне вара унтан эрех шӑрши ҫапнӑ.

Водитель транспортного средства действительно имел признаки алкогольного опьянения: речь его была несвязной, а при разговоре исходил характерный запах спиртного.

Шупашкарта росгвардеецсем ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31047.html

Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче ҫӗрле, 4 сехетре, Шупашкарти ведомство хуралӗн сотрудникӗсемпе «Ҫылӑхлӑ хула» юхӑм хастарӗсем ҫыхӑннӑ, вӗсем пӗр машшинӑн рулӗ умне ӳсӗр ҫын ларма пултарни пирки пӗлтернӗ.

В Чебоксарах около 4 часов ночи 12 февраля к сотрудникам вневедомственной охраны обратились активисты движения «Город грехов», сообщив о возможном факте управления автомобилем в состоянии опьянения.

Шупашкарта росгвардеецсем ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31047.html

Сергей хӑйне чӗннине те илтмерӗ вӑл, хыҫҫӑн чупнине те курмарӗ: автобус чарӑнакан вырӑна ӳсӗр ҫын пек утса ҫитрӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ӳсӗр килнӗ арҫынна чӗнмелле марччӗ ун.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ӳсӗр упӑшки ун сӑмахӗсене пурпӗрех ӗненмессине ӑнланса Нина тек чӗнмерӗ, Мишӑн аттисене хывса батарея ҫине лартма хатӗрленнӗччӗ ҫеҫ, сасартӑк хӑйне тӑнлавран темӗн пырса ҫапӑннине туйрӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Арҫын ӳсӗр пулнӑ, ҫавӑн пекех унӑн ҫак транспорт хатӗрне тытса тӑма права та пулман.

Мужчина оказался в нетрезвом состоянии, также у него не имелось прав на управление данным транспортным средством.

Красноармейски районӗнче ӳсӗрле юрҫӳренпе ярӑннӑ ҫынна тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30748.html

Эс ӳсӗр мар пулӗ те? — ҫапах та ыйтмасӑр тӳсеймерӗ вӑл.

Помоги переводом

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Вероника вара ӑна сан юлташу пулнӑран шаннӑ, — ӳсӗр ҫынна хирӗҫлерӗ Юрий.

Помоги переводом

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Атте ялан ӳсӗр.

Помоги переводом

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ӳсӗр ҫын тыткӑнӗнчен хӑтӑлнӑ Вероника сумкине ҫӗртен илсе килӗ еннелле чуптарчӗ.

Помоги переводом

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней