Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вӑтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑтӑр (тĕпĕ: вӑтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче Ленин хӑйӗн ача чухнехи пурнӑҫӗпе шӑпах вӑтӑр ҫул каялла Шлиссельбург крепоҫӗнче ҫакса вӗлернӗ пиччӗшӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Однажды он рассказал о своем детстве и о старшем брате, повешенном ровно тридцать лет назад в Шлиссельбургской крепости.

8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫав каҫ Эмиль час ҫывӑрса каяймарӗ, ирхине вӑраннӑ-вӑранман хӑйӗн укҫа пухмалли тетте сыснине ҫапса ҫӗмӗрчӗ те унта пухӑннӑ вӑтӑр пилӗк кронӑна кӗсйине чикрӗ.

В тот вечер Эмиль долго не мог заснуть, а наутро он разбил свою свинью-копилку, отсчитал тридцать пять крон.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫав вӑтӑр эрене ҫилпе вӗҫтерес килмест вӗт-ха унӑн.

А тридцать эре грех бросать на ветер.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кун пек чухне Эмиль ашшӗ тӳрех ҫав сӑра кӗленчисем вӑтӑр эре тӑнине шута илет.

Папа Эмиля сразу сосчитывал, что две бутылки пива стоят тридцать эре.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл вӑтӑр литр сӗт суса илчӗ.

Он надоил тридцать литров.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӑтӑр ҫула ҫитиччен струльдбругсем вилекен ҫынсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ, унтан вӗсем майӗпенех кичемленсе тата чӗмсӗрленсе пыраҫҫӗ-мӗн.

Он сказал, что до тридцатилетнего возраста они ничем не отличаются от остальных людей; затем они мало-помалу становятся мрачными и угрюмыми.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн профессор вӑтӑр ултӑ ученикне рама ҫине тухса тӑнӑ сӑмахсене васкамасӑр строка хыҫҫӑн строка вуласа пыма хушрӗ.

Тогда профессор приказал тридцати шести ученикам медленно читать образовавшиеся строки в том порядке, в каком они разместились в раме.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑй каласа панӑ тӑрӑх, вӑл ӗнтӗ вӑтӑр ҫул хушши этем пурнӑҫне аванлатас тӗлӗшпе пӗтӗм ӑс-хакӑлӗпе тимлӗн шутласа ӗҫлет.

По его словам, он уже тридцать лет посвящает все свои мысли улучшению человеческой жизни.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сывлӑшра вӗҫсе е ярӑнса ҫӳрекен утрав тӗпӗ ҫаврака, унӑн диаметрӗн тӑршшӗ ҫичӗ пин те сакӑрҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ярд е тӑватӑ миль ҫурӑ яхӑн пулать, ҫапла ӗнтӗ унӑн лаптӑкӑшӗ вунӑ пин акра ҫитет.

Летучий, или пловучий, остров имеет форму правильного круга диаметром в семь тысяч восемьсот тридцать семь ярдов, или около четырех с половиной миль; следовательно, его поверхность равняется десяти тысячам акров.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫӗр чӑмӑрӗ юлашки комета хӳрине пырса ҫапӑнассинчен ӑнсӑртран хӑтӑлса юлнӑ-мӗн, пулас комета вара, вӗсем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, тата вӑтӑр пӗр ҫултан килмелле, ахӑртнех вӑл ҫӗр чӑмӑрне тӗппипех пӗтерет пулмалла.

Они считают также, что Земля едва ускользнула от удара хвостом последней кометы и что будущая комета, появление которой, по их вычислениям, надо ожидать через тридцать один год, по всей вероятности уничтожит Землю.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫав комета октябрӗн вӑтӑр пӗрремӗшӗнче ҫӗр ҫине килсе тӑрӑнма пултарасси ҫинчен вырӑнти хатра та ҫырнӑччӗ.

Дажиль оказался таким способным учеником, что быстро превзошёл своее в местной газетёнке писали, что, по полученным сведениям, комету ждут 31 октября.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Октябрӗн вӑтӑр пӗрремӗшӗнче Виммербрю хулине халӑх мӗн пирки ҫавӑн пек нумай пуҫтарӑннине халӗ ӑнлантӑн-и?

Теперь-то ты понимаешь, почему 31 октября в Виммербю съезжалось так много народу?

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кунти ҫынсем король ҫарӗ пысӑккипе мухтанаҫҫӗ; унӑн ҫуран ҫарӗнче ҫӗр ҫитмӗл ултӑ пин ҫын тата утлӑ ҫарӗнче вӑтӑр икӗ пин ҫын шутланать.

Туземцы гордятся численностью королевской армии, насчитывающей сто семьдесят шесть тысяч пехоты и тридцать две тысячи кавалерии.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗрре хӗрача юншӑхла пуҫласан, гувернантка ӑна хула тулашне вӑтӑр миляна уҫӑ сывлӑшпа сывлаттарма илсе кайрӗ.

Однажды девочке нездоровилось, и гувернантка повезла ее за город, миль за тридцать от дворца, подышать чистым воздухом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак королевство ҫурутрав йышӑнса тӑрать; ӑна ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӑтӑр миля ҫӳлӗш ту хырҫи картласа тӑрать.

Описываемое королевство представляет полуостров, ограниченный на северо-востоке горным хребтом высотой до тридцати миль.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ун пӗвӗ вӑтӑр футран ытла марччӗ; эпӗ унта пыриччен вӑл ҫак ҫӗршывра чи лутра ҫын пулнӑ.

Его рост не превышал тридцати футов, и до моего появления он был самым маленьким человечком во всей стране.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Король майрин кирек хӑш карликӗ те, пӗтӗм патшалӑхри чи пӗчӗк ҫын та вӑтӑр фут ҫӳллӗшчӗ.

Любимый карлик королевы, самый маленький человек во всем государстве, был ростом в тридцать футов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пурте вырнаҫса ларсан, фермер мана хӑй патне вӑтӑр фут ҫӳлӗш сӗтел ҫине лартрӗ.

Фермер посадил меня около себя на стол, возвышавшийся на тридцать футов от пола.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унта тӑватшар пистоллӗх ултӑ ылтӑн (Испани укҫи) тата ҫирӗм е вӑтӑр укҫа вакраххисем пурччӗ.

Там было шесть испанских золотых, по четыре пистоля каждый, и двадцать или тридцать монет помельче.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хамӑн аслӑ кукка Джон мана Эппинг таврашӗнче ҫулталӑкра вӑтӑр пине яхӑн тупӑш паракан ҫӗрне халалласа парса хӑварчӗ; эпӗ тата Феттер-Лейнри Хура Вӑкӑр ятлӑ харчевньӑна нумай вӑхӑтлӑха тара панӑччӗ, вӑл та мана тепӗр ҫавӑн чухлӗ тупӑш парса тӑратчӗ.

Старший мой дядя Джон завещал мне поместье недалеко от Уоппинга, приносившее в год по тридцати фунтов дохода; столько же дохода я получал от бывшей у меня в долгосрочной аренде харчевни «Черный Бык» на Феттер-Лейне.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней