Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ярӑнса (тĕпĕ: ярӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑрисем юрлаҫҫӗ; тулли пӗсехеллӗ кӑвакарчӑнсем кӑвиклетеҫҫӗ, чӗкеҫсем шарламасӑр ярӑнса вӗҫеҫҫӗ; лашасем тулхӑраҫҫӗ те чӑмлаҫҫӗ; йытӑсем, хӳрисене йӑвашшӑн пӑлхаткаласа, вӗрмесӗр тӑраҫҫӗ.

Жаворонки звенят; воркуют зобастые голуби; молча реют ласточки; лошади фыркают и жуют, собаки не лают и стоят, смирно повиливая хвостами.

Ял // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.

Ҫав хушӑрах ҫӳлтӳпере хурчка ярӑнса ҫӳрет, ӑна, тен, шӑпах ҫак паттӑра тытса ҫиме пӳрнӗ пуль.

А между тем высоко на небе кружил ястреб, которому, быть может, суждено сожрать именно этого самого завоевателя.

Эпир ҫапӑҫӑпӑр-ха! // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 174–175 с.

Тӑрисем юрӑ шӑрантараҫҫӗ; пысӑк пӗсехеллӗ кӑвакарчӑнсем кӑрӑлтатаҫҫӗ; чӗкеҫсем пӗр сассӑр ярӑнса вӗҫеҫҫӗ; лашасем тулхӑра-тулхӑра курӑк ҫиеҫҫӗ; йытӑсем вӗрмеҫҫӗ, хӳрисене йӑвашшӑн пӑтраткаласа тӑраҫҫӗ.

Жаворонки звенят; воркуют зобастые голуби; молча реют ласточки; лошади фыркают и жуют; собаки не лают и стоят, смирно повиливая хвостами.

Ял // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 164–165 с.

Пӑхӑсӑн — пучахсем ҫийӗн ман паталла Вася мар, Христос хӑй питӗ хӑвӑрт ярӑнса килет!

Глядь — по самым верхушкам колосьев катит ко мне скорехонько — только не Вася, а сам Христос!

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

Сирӗн чӗрӗр чӑтаймасӑр кӗтет, акӑ сасартӑк — куна сунарҫӑсем кӑна ӑнланӗҫ, — сасартӑк тарӑн шӑплӑхра уйрӑмах темӗнле кӑранклатса чашкӑрни, ҫунатсем ваш-ваш авӑсни илтӗнсе каять, — вара сирӗн пӑшала хирӗҫ тӗксӗм хурӑн хыҫӗнчен, вӑрӑм сӑмсине аялалла илемлӗн усӑнтарса кӑрӑпчак ярӑнса тухать.

Сердце ваше томится ожиданьем, и вдруг — но одни охотники поймут меня, — вдруг в глубокой тишине раздается особого рода карканье и шипенье, слышится мерный взмах проворных крыл, — и вальдшнеп, красиво наклонив свой длинный нос, плавно вылетает из-за темной березы навстречу вашему выстрелу.

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Инҫетре ракета ярӑнса хӑпарчӗ.

Вдали изогнутым хвостом взметнулась ракета.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Акӑ хайхискер ҫунатне лӑпчӑтса аялалла ярӑнса анчӗ.

Он сложил крылья и ринулся вниз.

Карап тусни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Самолет ҫинчен ракета ярӑнса анчӗ: йӗтем ҫинчи ҫӗрнӗ улӑм купи леш енче тӗксӗммӗн курӑнакан йытӑ йӑви ҫутӑлса кайрӗ.

С самолета сбросили ракету: ярко осветились гумно и черневшая за кучей прелой соломы собачья конура.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӗрре карусельле ярӑнса, тепре пӳскелле сиккелесе амӑшӗ тавра ҫаврӑнаҫҫӗ вӗсем.

На поднятых ею волнах утята хороводом кружатся вокруг неё.

Аптраман кӑвакалсем // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 34,36,40 с.

Кӗмӗл ҫип пек пайӑрка ҫинче ярӑнса ӗрехетленетпӗр!

Мы с наслаждением летим вверх-вниз на тоненьком лучике, который похож на серебряную нить.

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

«Хӗлле килмелле кунта, — тетӗп хам тӗллӗн. — Йӗлтӗрпе е ҫунашкапа пӗррех ярӑнса анса каятӑн та сӑрт тӑрринчен — тӳрех хамӑрӑн уҫнӑ хапха алӑкӗнчен картишне вӗҫсе кӗрсе тӑма пулать».

«Зимой надо сюда приходить, — думаю я про себя. — Как покатишься с вершины холма на лыжах или санках — можно сразу влететь в свой двор. Если, конечно, ворота будут открыты».

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Унтан вӑл тӳпе тайлӑмӗнче хуҫасӑр сӑвӑр йӑвисен тӑлӑх тӗмескисем сийӗпе ярӑнса вӗҫекен ӑмӑрткайӑка асӑрхарӗ те ун хыҫӗнчен чылайччен те ним шухӑшсӑррӑн куҫӗпе йӗрлесе пӑхрӗ…

А потом переводил взгляд и долго бездумно следил за орлом, парившим над небосклоном, над мертвым городищем брошенных сурчин…

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шупка кӑвак тӗслӗ сивӗ тӳпере хӑлатсемпе ӑмӑрткайӑксем ярӑнса вӗҫеҫҫӗ.

В холодном бледно-голубом небе не парили коршуны и орлы.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗр смена вахтӑра тӑнӑ чух командӑн ытти членӗсем ҫилӗмлӗ ӑшӑ пӗренесем ҫинче выртаҫҫӗ, пӗренесен хушшинче шыв шӑмпӑлтатса тӑрать, ҫырма тӗпӗ курӑнать, шыври тӗрлӗрен тӗттӗм туратсем хӑвӑрттӑн иртсе пынӑ пек туйӑнаҫҫӗ, ҫутӑ шапа хуранӗсем курӑнкаласа юлаҫҫӗ, пулӑ картисем пирӗн сулӑсенчен пӑрӑнса ярӑнса иртеҫҫӗ.

Пока одна смена отбывала вахту, свободные члены команды лежали на теплых клейких бревнах, между которыми хлюпала вода, и смотрели на дно мелкой речки, где бесшумно и, казалось, очень быстро проносились мимо темные коряги, вспыхивали и гасли белые половинки ракушек и бросались в стороны от плота едва заметные стайки рыб.

X сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Сӑрт-тӑва ачи-пӑчи Ярӑнса якатнӑ.

Помоги переводом

Хӗл юмахӗ // Александр Пӑртта. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7 стр.

Татах тепӗр эрне ярӑнса ҫӳремеллеччӗ! — тарӑхса каларӗ Пантелей Прокофьевич, Дарйӑна сывлӑх та сунмасӑр ун ҫине куҫ айӗпе ҫилӗллӗн пӑхса.

Ты бы ишо неделю ездила! — с сердцем сказал Пантелей Прокофьевич, исподлобья глянув на Дарью и не отвечая на приветствие.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл хӗрсе кайнӑ хура тӑпран вӗри варкӑшӗпе, хӗвелте выртса пӗтнӗ тем тӗрлӗ курӑкӑн ӳсӗртсе яракан шӑршисемпе сывларӗ, анчах та ҫумӑр ҫывхарни те сисӗнчӗ: Дон енчен тӑварсӑр нӳрӗ сывлӑш юхса килчӗ, чӗкеҫсем шӗвӗр юплӗ ҫуначӗсене ҫӗре перӗнтернӗпе пӗрех сывлӑша ҫурса ярӑнса ҫӳрерӗҫ тата инҫетре-инҫетре, сенкер тӳпе ытамӗнче, ҫеҫенхир ӑмӑрткайӑкӗ ҫывхарса ҫитнӗ аслатиллӗ ҫумӑртан аяккалларах вӗҫсе кайрӗ.

Он дышал жаром раскаленного чернозема, пьянящими запахами всех полегших под солнцем трав, но уже чувствовалось приближение дождя: тянуло пресной влагой от Дона, почти касаясь земли раздвоенными остриями крыльев, чертили воздух ласточки, и далеко-далеко в синем поднебесье парил, уходя от подступавшей грозы, степной подорлик.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл питҫӑмартисене алӑ тӳрчӗпе шӑлчӗ те, нӳрӗ ҫамки ҫинелле усӑннӑ ҫӳҫне каялла ывӑтса, сӑрӑ кӑвак тӗслӗ пӗчӗкҫӗ чӑйкӑн шыв ҫийӗн ярӑнса вӗҫнине, ҫилпе кӑпӑкланса юхакан тӗтрен шупка хӗрлӗ чӗнтӗрӗ ӑшӗнче майӗпен ҫухалса пынине тӗссӗрленнӗ куҫӗсемпе вӑрахчен те нимӗн шухӑшсӑр сӑнаса тӑчӗ.

Она вытерла щеки тылом ладони, откинула с влажного лба волосы и потускневшими глазами долго и бездумно следила, как крохотный серый рыбник скользит над водой, исчезая в розовом кружеве вспенившегося под ветром тумана.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Акӑ кӳлӗ ҫинчен шурӑ чарлан ярӑнса хӑпарнӑ, кӗтӳ пуҫлӑхӗ ӑна пуҫне ерипен, мӑнаҫлӑн пӑрса пӑхса ӑсатнӑ, урисене ылмаштарса пуснӑ та каллех курӑкпа витӗннӗ тӗмеске ҫинче хытса тӑнӑ.

Вот над озерной рябью взмыла белая чайка, и вожак проводил ее медленным поворотом головы, переступил ногами и снова окаменело врос в травянистый бугор.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сӑрӑ турат тӑрӑх ҫав ҫулҫӑ патнелле хӗрлӗ уяр шунӑ, тепӗр турат ҫинче, кӑшт ҫӳлерех, пӗр пӗчӗк кайӑк ярӑнса чинклетсе ларнӑ…

По серому сучку ползла к нему красная божья коровка, и на другой ветке, чуть повыше, покачивалась и цвенькала веснянка…

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней