Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутлатӑн (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Грицько, епле шутлатӑн эсӗ, — тарласа хӗрелсе кайнӑ питне ҫанӑпа шӑлса ыйтрӗ Ҫтаппан, — станицӑна миҫе кунтан юхса ҫитӗ вӑл?

— Грицько, а как ты думаешь, — спросил Степа, вытирая рукавом потное и раскрасневшееся лицо, — сколько дней оно будет плыть до станицы?

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ман шухӑшпа, — тенӗ Тимофей Ильич, — сӗлки те, алшӑлли те кирлех пулмӗ, эсӗ, Ниловна епле шутлатӑн?

— А я так думаю, что и паляныця и рушники не потребуются, — сказал Тимофей Ильич, — как ты скажешь, Ниловна?

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗнле майпа ӳстерме шутлатӑн эсӗ? — ыйтрӗ Артамашов.

— Какие у тебя данные? — спросил Артамашов.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Вӑрҫӑ хыҫҫӑн мӗн тума шутлатӑн эсӗ? — тесе ыйтрӗ Листницкий, вольноопределяющийӗн лаша тӗкӗ пек ҫӑмпа витӗннӗ аллисем ҫине пӑхса.

— Что вы думаете делать после войны? — почему-то спросил Листницкий, глядя на волосатые руки вольноопределяющегося.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ, Осип Давыдович, епле шутлатӑн? — тесе ыйтрӗ Иван Алексеевич Штокманран.

— Ты, Осип Давыдович, как думаешь? — обратился Иван Алексеевич к Штокману.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

ҫуркунне суха ҫинче вӑкӑрсене мӗнпе тӑрантарма шутлатӑн?..

А к весне в пахоту чем быков будешь правдать?..

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ мӗн шутлатӑн?

— А ты что думаешь?

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эсӗ ӑна мӗнле майпа илсе килме шутлатӑн?

Ты как думаешь ее доставить?

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ма ҫавӑн пек шутлатӑн?

— Почему так думаешь?

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эсӗ мана вилмелли ҫын вырӑнне шутлатӑн эппин, ҫапла-и?

— Значит, ты считаешь меня пропавшим человеком, да?

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Санитарсен взвочӗн командирӗ Пересветов Вера Ухановӑна курсан: — Ӑна эвакуацилеме тивет пулас, э? Эсӗ мӗнле шутлатӑн? — тесе ыйтрӗ.

Командир санвзвода Пересветов, встретив Веру Уханову, спросил: — Придется эвакуировать ее, а? Как думаешь?

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Тен, эсӗ ҫакӑн ҫинчен генералсене пӗлтерме шутлатӑн?

— Может быть, ты об этом хочешь доложить генералам?

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Мӗнле шутлатӑн эсӗ, тӳсейӗ-ши?

Как считаешь, выдюжит?

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эсӗ мӗнле шутлатӑн?

Как ты думаешь?

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Манран ыйтрӗ: эпир Артамашова колхоз председателӗсен пӗр ҫуллӑх курсне ярасси пирки епле шутлатӑн эсӗ, терӗ.

— Спрашивал меня: «Как, говорит, по-твоему, если мы пошлем Артамашова на годичные курсы председателей колхоза?»

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эсӗ мӗн ӗҫпе тесе шутлатӑн?

— И ты думаешь, по какому делу?

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Лукерья Ильинична, — пуҫларӗ Кондратьев, ҫурӑмӗпе урапа ещӗкӗ ҫине таянса — туратсем унӑн пуҫне тивеҫҫӗ, — епле шутлатӑн эсӗ?

— Лукерья Ильинишна, — заговорил Кондратьев, опершись спиной о ящик брички, — как ты думаешь?

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Сережа, эсӗ епле шутлатӑн: Соньӑна юратать-и вӑл? —

— Сережа, а как ты думаешь: Соню он любит? —

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сергей, калаҫӑва урӑххи ҫине куҫарма васкаса: — Виктор, эпир курссене тунтикун уҫсан мӗнле пулать, тесе шутлатӑн эсӗ? — тесе ыйтрӗ.

Сергей поспешил перевести разговор на другую тему и сказал: — Виктор, как ты думаешь: если бы нам в понедельник открыть курсы?

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сӑлтавӗ мӗнре тесе шутлатӑн эсӗ?

И ты думаешь, какие мотивы?

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней