Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ир сăмах пирĕн базăра пур.
Ир (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вунпиллӗке ҫитеймен-ха — каччӑ пулма ир, — шӑллӗне хӑрах аллипе ыталаса каларӗ Миша.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Кӗрӳшӗсемпе хирӗҫсе пӗтнипех те пулӗ ҫав ир вилсе выртрӗ Микула кум.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ир тӑлӑха тӑрса юлтӑмӑр, кин!

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Малтан вӗсем Сашша ир вилсе выртнипе хурланнӑ, унӑн ачи — Витя — ҫав кӗтмен ҫӗртен амӑшне тӑлӑха хӑварнине аса илнӗ, хӗрхеннӗ Елюка.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Тӑпри мамӑк пек пултӑр, ҫӳлти патшалӑха лектӗр ир вилнӗ турӑ чури…

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урам урли пахчара кураксем тахҫанах вӑраннӑ, кӑшкӑраҫҫӗ, ир вӑранман ҫынсене ҫывӑрма памаҫҫӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫурхи хӗвел ир тухать.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ир вилчӗ кӗрӳ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ахальшӗн мар пулӗ Григорий Дормидонтович вилнӗ ывӑлӗшӗн кӗлтутарнӑ: вӑл ир вилсе выртнӑ пирки кӑшт хӑйне те айӑплӑн шутланӑ, — турӑ умӗнче таса пулас килнӗ пулӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Елюк ҫеҫ-и тӗнчере: ир сана авланма, тӑхтас пулать.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ир авӑтакан куккукӑн пуҫӗ ҫурӑлнӑ, тет, ачам.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Правур ӗҫлекенсем, ир пырса тӗттӗм пуличченех ӗҫлекенсем, паллах, пӗр пӑт мар — пӑт ҫурӑ та пресланӑ хӑмла.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халь, шӑп хӗрсе ӗҫлеме вӑйпиттиллӗ этем пулас вырӑнне, вӑл ир типсе хӑрнӑ йывӑҫ пекех шурса кайнӑ: куҫ хупанкисем ирӗксӗр кӑна хупӑнаҫҫӗ, шӑммисем — ӳт витӗр курӑнса тӑраҫҫӗ, питҫӑмартисем — путӑк.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗветӗр кӳренмен ҫапла каланӑшӑн: манран ир тухакан чӑнах ҫук пуль ялта, тенӗ вӑл ирхине Кайри ҫырмана лаша шӑварма кайнӑ чух хирӗҫ пулнӑ ҫамрӑксене.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пӗлетӗр те, казеннӑй кӗсрене эсирех ир шыв ӗҫтерсе урасӑр тунӑ, тӗлӗнтермӗш.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Улпут пулма ир халӗ, капитал ту малтан, — кӳренсе каланӑ вара ӑна хуняшшӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл хӗрарӑмсене тухма ыйтасшӑнччӗ; унӑн юлашки темиҫе минутне ҫӳллӗ ҫак залра ирттерес килет, — кунти капмар чӳречесем тивӗҫлӗх туйӑмне палӑртса ир илемне сапаласа сараҫҫӗ, унӑн ҫути паркетра сӑнарланать те люстрӑсемпе сӗтел-пукан ҫине йӑлтӑртатса-ҫиҫкӗнсе ӳкет.

Она хотела отослать женщин, чтобы несколько последних минут провести в этой высокой зале, поддерживающей чувство достоинства своими огромными окнами, светящими всей красотой утра на отраженные паркетом люстру и мебель.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫав хушӑра ир ҫывхарса килет; акӑ унӑн тӗттӗм ҫывӑрмӑшӗнче япаласен ӗлкисем палӑрма пуҫланӑҫемӗн вилес шухӑшӗ, малтан ирӗксӗртен сиксе тухнӑскер тата кӑмӑлсӑрскер, ӑна темӗнле йӑпану кӳме тытӑнчӗ пек…

Между тем, приближалось утро; и, по мере того, как в темной ее спальне обозначались предметы, мысль о смерти, вначале вынужденная и неприятная, начала доставлять ей некое утешение.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Хӑш ир?

— В какое утро?

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Ку… ҫав ир пулса иртрӗ-и?

— Это случилось в то утро?

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней