Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑкӑрне ҫавӑн пекех «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль те илемлетнӗ.
Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr
Ку йӗркесен авторӗ алӑ пусмалли хут ҫине хӑй те алӑ пусрӗ, уншӑн открыткӑсем тата Собчакӑн илемлетнӗ буклечӗсене тивӗҫрӗ, штабри ӗҫлӗ лару-тӑрӑва ӳкерсе илчӗ.
Шупашкарти Ксения Собчак штабӗ алӑ пуснисене вӑхӑт тухиччен пуҫтарнӑ // Тимӗр Акташ. https://chuvash.org/news/18045.html
В.И. Максимовӑн «Мӗн тери аван эс, Шӑмӑршӑ...» ятпа тухнӑ уйрӑм томсене сӑн ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685
Пирӗн вӑрмана ӗлӗк упа, кашкӑр, хир сысни, карӑк, ӑсан, хир чӑххи, мулкач, тилӗ, ытти чӗрчун илемлетнӗ.
Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
50-60 ҫул каялла вӗсем чӑвашсен малтанхи композиторӗсем Василий Воробьев, Федор Павлов, Степан Максимов, Аристарх Орлов-Шуҫӑм, Филипп Лукин илемлетнӗ халӑх юррисене е хӑйсем ятарласа хор валли ҫырнӑ хайлавсене шӑрантарнӑ.
Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02
Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Тӑвай тӑрӑхӗсенче чӑмӑртаннӑ коллективсен концерчӗсене ытларах 20-30-40 ҫынран тӑракан хор юррисем илемлетнӗ.
Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02
Ӑна эрешлесе илемлетнӗ.
Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗнлӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Пӳлӗме парти стилӗн уйрӑмлӑхӗсене шута илсе илемлетнӗ.
"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29
Уҫланкӑ варрине килте тӗртсе илемлетнӗ сӗтел ҫитти сарса хучӗҫ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Кайран пӗтӗм технологие пӑхӑнса тӗрлӗ пуканесем ӑсталанӑ, сӑрласа илемлетнӗ.
Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Чӑвашла хатӗрленӗ ҫӗнӗ укҫа конвертне 500 экземплярпа хатӗрленӗ, чӑваш эрешӗсемпе илемлетнӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ укҫа конверчӗ кӑларчӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12868.html
Тӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсемпе илемлетнӗ ҫуртсен умӗнче уяв пуҫланчӗ кӑна — Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫӗнӗ хваттерсен телейлӗ хуҫисене саламлама килсе те ҫитрӗ.
Уяври чи хаклӑ парне // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Ҫыруҫӑсем валли ҫутта каялла сапалакан сӗмлӗ ятарлӑ тӑрӑх ҫӗлесе хунӑ, ҫырав эмблеми вырнаҫтарнӑ кӑвак жилет, «ВСХП» паллӑпа илемлетнӗ, хӗвелтен хӳтӗлекен уҫӑ карттус хатӗрленӗ.
Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Унчченхи «Чайка» никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ лагерь паян пачах урӑх сӑн-сӑпатлӑ: корпуссене юсаса илемлетнӗ, культура ҫуртне, столовӑя ҫӗнетнӗ, территорире таса та тирпейлӗ.
Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Алексей Брусилов генерал бриллиантсемпе илемлетнӗ Георгий хӗҫ-пӑшалне тивӗҫнӗ.Генерал Алексей Брусилов удостоился украшенного бриллиантами Георгиевского меча.
Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
Ара, вӑл ертсе пынипе ачасем хӑйсен аллипе касса кӑларнӑ тата илемлетнӗ ывӑссем, шкатулкӑсем кашни килтех упранаҫҫӗ мар-и?
Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Акатуя ирттерме тӗплӗн хатӗрленни куҫ кӗрет: чӑваш юррисене шӑрантаракан музыка аппаратури‚ тӗрлӗ тӗслӗ шарсемпе‚ плакатпа илемлетнӗ сцена‚ ачасем хӑйсем пӗҫернӗ чӑваш апат-ҫимӗҫӗ валли лартнӑ «хӑна ҫурчӗ»‚ куракансене ларма ӑсталанӑ саксем.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Илемлетнӗ чи малтанхи чӑваш фильмӗ, «Атӑлҫи пӑлхавҫисем» ятлӑскер, 1926 ҫулхи июнь уйӑхӗн 22-мӗшӗнче куракан умне тухнӑ.
Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Фронтовикӑн кӑкӑрне Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» тата ытти медальсем илемлетнӗ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
19. Хула хӳмин никӗсне тӗрлӗ хаклӑ йышши чулпа илемлетнӗ: пӗрремӗш никӗсне — яспис, иккӗмӗшне — сапфир, виҫҫӗмӗшне — халкидон, тӑваттӑмӗшне — смарагд, 20. пиллӗкӗмӗшне — сардоникс, улттӑмӗшне — сердолик, ҫиччӗмӗшне — хризолит, саккӑрмӗшне — берилл, тӑххӑрмӗшне — топаз, вуннӑмӗшне — хризопраз, вунпӗрмӗшне — гиацинт, вуниккӗмӗшне аметист теекен чулсем илемлетеҫҫӗ.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.