Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, пуҫне ӗнси ӑшне чикнӗскер, ыратакан ури ҫине килпетсӗррӗн таянса, сӑлтӑкласа, урамӑн шавлӑ юхӑмӗнчен часрах тарасшӑн, чун-чӗрене чулпа персе тӑкӑлтарнӑ пекех илтӗнекен ҫынсен вичкӗн сӑмахӗсенчен, вӗсем тӗлӗнсе пӑхнинчен хӑвӑртрах пытанасшӑн васкать.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Куҫӗ умне ҫавӑнтах паян кӑнтӑрла вакун чӳречинчен курнӑ шахта терриконӗ тухса тӑрать, ӑна тӗтре карать, вӑл ҫухалса-ҫухалсах пырать, ак ӗнтӗ кӗҫех ун вырӑнне табак туртса тултарнӑ шавлӑ та хаваслӑ наряднӑй, ӗҫ тумӗпе кӗрмеленнӗ шахтерсем, юлташла калаҫса, кӗрӗлти кӗпҫе патнелле утаҫҫӗ, ахӑлти саспа янӑрать ун таврашӗнчи килкарти, штрек тӑрӑх ҫил кӑларттарса шӑхӑрать пиҫӗ те чӗре сывлӑш, чӑштӑртатса шӑвать транспортер ҫинче кӑмрӑк, ялтӑраса та ҫуталса тӑкӑнать вӑл вагонеткӑна…
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вунпӗрмӗш палатӑра хӑҫан та пулин ҫакнашкал шавлӑ та хаваслӑ пулнине астусах каймастӑмччӗ-ха эпӗ.Не помню я что-то, чтобы в одиннадцатой палате когда-либо было так шумно и весело.
6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Каҫхи шавлӑ хула урамӗпе пырать пулин те, Таньӑна пушхирти пекех туйӑнать.
8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Виҫҫӗмӗш килте тӑватӑ пӗчӗк ача пулнӑ, ҫав шавлӑ ҫемье амӑшӗн ирӗксӗрех вӗсемпе кунӗ-кунӗпе килте ларма тивнӗ, мӗншӗн тесен Аникей, халӑх темиҫе хут ыйтнӑ пулин те, ача сачӗ уҫса паман.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Кама мӗн!» — Корней, ҫамрӑксен шавлӑ ушкӑнне хӑй патӗнчен ирттерсе ярса, ассӑн сывласа илчӗ.«Кому что!» — Корней вздохнул, пропуская мимо себя шумную ватагу.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Табак туртса тултарнӑ, шавлӑ тавлашу чарӑнма пӗлмен пӳртре ларнӑ хыҫҫӑн Корнейӑн пуҫӗ шавлать, ӑна миҫемӗш хут ӗнтӗ каллех иккӗленни чӗрине ыраттара-ыраттара илчӗ…
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Асра юлнӑ шавлӑ пуху хыҫҫӑн Аниҫҫе Черемшанкӑра вӗсем ҫине пурте урӑхларах пӑхнине асӑрхама пуҫларӗ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени: аттесем киличчен кӗҫӗн йӑмӑка Васенӑна пӗччен пӑрахса хӑварма пултараймастӑп, терӗ, анчах Иннокентий ӑна хӑйне евӗр ӑнланчӗ — ун Иннокентий патне ахаль, никама систермесӗр куҫса каяс килмест, ун чӑн-чӑн шавлӑ туй тӑвас, ҫав туя мӗн пур тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чӗнес килет пулас, халӗ вӑл хӑйсен пӗтӗм ҫемйи Черемшанкӑна таврӑнасса кӗтет ҫеҫ ӗнтӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑй района ертсе пынӑ ҫулсенче Пробатов Пашӑна, халӑхӑн шавлӑ пуххисене хутшӑнма юратман, пурне те ҫул паракан именчӗк те ырхан хӗре пӗлмен те темелле.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шавлӑ калаҫӑвӑн уҫӑмсӑр кӗрлевӗ ӳссех пычӗ, тыткӑнри коммунистсене хирӗҫ, урисемпе таплаттарса, вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча чупса кайрӗ.Взметнулся глухой гул оживившегося говора, затопотали ноги бежавших навстречу пленным ребятишек.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӑватӑ куна пынӑ кӗрӗс-мерӗс шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ хыҫҫӑн Григорий сӑн-пичӗ сисӗнмеллех тӑртанчӗ, ҫурӑмӗ пекӗрӗлсе кӗчӗ; куҫ айӗсенче кӑвак хутламсем пӗркеленсе усӑнчӗҫ, куҫӗсем пушшех те тӑтӑшрах нимӗн шухӑшсӑр тискерлӗх ҫутипе хӗмленсе ҫунчӗҫ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Площадьре чылайччен шавлӑ та хаваслӑ сасӑсем кӗрлесе тӑчӗҫ…
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Улӑхма май ҫук чул хысаксем, шавлӑ шыв сиккисем час-часах тӗл пулаҫҫӗ.
Альп тӑвӗсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Улӑхма май ҫук чул хысаксем, шавлӑ шыв сиккисем час-часах тӗл пулаҫҫӗ.
Альп тӑвӗсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Тӳрех шавлӑ ҫуйхашу пуҫланчӗ: ҫав кӑшкӑрашнӑ шӑв-шав хушшинче пӗр сӑмаха та ӑнланма пулмарӗ.Крик вырос сразу; из отдельных восклицаний и возгласов нельзя было понять ни одного слова.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шавлӑ ҫуркунне Азов енчен Дон пырнелле кӗрсе кайма талпӑнать.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл таврӑнсанах, питӗ шавлӑ та хаваслӑ пулса кайрӗ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лагерь кӗр-кӗр кӗрлесе тӑнӑ: кӑштах сыпнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем пухӑнса пӗр ҫаврашка пулса тӑчӗҫ те, арҫын сасси юрӑ пуҫларӗ: «Казакӗ пынӑ улӑх тӑрӑх», ҫавӑнтах юрра вӑйлӑ ушкӑн сасси ярса илет: «Ку-бань уй-хирсем тӑрӑх…», лере, шавлӑ ушкӑн варринче, ухлатса, тӑпӑртатса, ура хуҫса ташланипе ҫӗр чӗтренсе тӑрать.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Чи шавлӑ ушкӑнра шыра эсӗ ӑна.
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.