Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳт сăмах пирĕн базăра пур.
ӳт (тĕпĕ: ӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑварӗ коридоралла тухакан кафель кӑмакаран ӑшӑ ҫапать, тӑрӑшса якатнӑ простыньсемпе минтер пичӗсенчен хӗвел ҫинче кӑшт пиҫнӗ ӳт шӑрши кӗрет.

От кафельного бока печки, выходившей топкой в коридор, тянуло теплом, простыни, пододеяльник, наволочки после старательного проглаживания пахли, как пахнет чуть подпаленная на солнце кожа рук.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ хӑй ҫинчен маннине сиссе Мажаров Ксенин ҫывӑх, ҫав вӑхӑтрах инҫетри пит-куҫне нимӗн вӑтанмасӑр тинкерсе пӑхрӗ: вӑл унӑн кӑмӑла ӑшӑтакан илемлӗ тутине, йӑлтӑркка хура куҫӗсене, пичӗ ҫинчи тикӗс мар писеве курчӗ, — хӑлха патӗнче ӳт шуранкарах, унтан кӗренленсе пырать те, пит ҫӑмартисем вара йӑм хӗрлӗ курӑнаҫҫӗ.

Пользуясь тем, что сестры забыли о нем, Мажаров не таясь, с беззастенчивой пристальностью разглядывал близкое и вместе с тем уже далекое лицо Ксении, с таким знакомым очертанием губ, с их волнующей теплой припухлостью, с темными, влажного, мятежного блеска глазами, с невыразимой прелестью кожи, согретой неровным румянцем, возле уха он был блеклым, но потом густел, наливался и уже алым цветом ложился на щеки.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Сирӗн ҫӑвӑнас пулать, ӳт шӑйӑрӑлнӑ вырӑнсене йод сӗрмелле, — тенӗ Ксюша.

— Вам нужно помыться и помазать ссадины йодом, — сказала она.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тахӑш хӗрлӗармеецӗ, йывӑррӑн асапланса вилекен казака хӗрхенсе-тӗр, ӑна питӗ ҫывӑхран тӗллесе пенӗ те, Такан Яккӑвӗн вилӗ пичӗ ҫинче ӳт пиҫсе кайнӑ йӗрпе тар ҫунӑкӗн хура йӑрӑмӗ те тӗрленсе юлнӑ.

Кто-то из красноармейцев, видимо, сжалившись над трудно умиравшим казаком, выстрелил в него почти в упор, так что даже ожог и черные пятнышки порохового запала остались на мертвом лице Якова Подковы.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Праҫник умӗн арӑмӗсемпе амӑшӗсем, шыв ӑшӑтса, ӳт ҫумӗнче ҫулланса ларнӑ кирӗкӗсене ҫуса ячӗҫ, служивӑйсен юнне каҫса кайсах юратакан пыйтӑ-шӑркана тасатрӗҫ.

Перед праздником жены и матери нагрели им воды, обмыли приросшую к телу грязь, вычесали лютых на кровь служивских вшей.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юнланса пӗтнӗ ӳт татӑкӗнчен намӑссӑрӑн мӑшкӑлларӗҫ, юлашкинчен пӗр конвоирӗ месерле ҫавӑрса пӑрахнӑ кӗлеткен кӑкӑрӗ ҫине хӑпарса тӑчӗ те, хӗҫӗпе пӗррех сулса, Лихачевӑн пуҫне чалӑшшӑн касса татрӗ.

Надругались над кровоточащим обрубком, а потом один из конвойных наступил на хлипко дрожавшую грудь, на поверженное навзничь тело и одним ударом наискось отсек голову.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сенӗк вӗҫӗсем кӗрӗкпе ватка пиншак витӗр ӳт ӑшне тарӑнах кӗреймен.

Зубья, пробив полушубок и теплушку, неглубоко вошли в тело.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑвӑс — ҫавӑн пек кӑпшанкӑ вӑл, ӳт ӑшне кӗрсе ларать те юн ӗмме пуҫлать!

Клещ — это насекомое такое, в тело въедается…

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Хысна ҫӑкӑрӗ ҫинче питех ӳт хушаймӑн.

— Небось, на казенных харчах не разглажеешь.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Йытӑ ҫинчи пекех ӳт илсе ларать, — ҫилӗллӗн мӑкӑртатрӗ Христоня.

— Загоится, как на собаке, — урчал Христоня.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Фронтран таврӑннӑ казаксем арӑмӗсем ҫумӗнче канчӗҫ, тутлӑ ҫисе ӳт хушрӗҫ, иртнӗ вӑрҫӑринчен те хӑрушӑ инкек-синкек хӑйсене пӳрт алӑкӗсен умӗнчех кӗтсе тӑнине сиссе те илмерӗҫ.

Вернувшиеся с фронта казаки отдыхали возле жен, отъедались, не чуяли, что у порогов куреней караулят их горшие беды и тяготы, чем те, которые приходилось переносить на пережитой войне.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Курӑкпа витӗнеҫҫӗ масарсем, — ҫулсем иртнипе ӳт илсе тӳрленеҫҫӗ сурансем те.

Травой зарастают могилы, — давностью зарастает боль.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫара ӳт ҫинчен шинель тӑхӑнса ҫӳренӗ.

Шинель на голом теле носил.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Двинскра вара казаксем ҫаплах лӑпкӑ та канлӗ пурӑнаҫҫӗ: лашасен хырӑмӗсенче сӗлӗпе турантӑ ирӗлет; фронтра тӳссе курнӑ асапсем казаксен ӑс-тӑнӗнче ӳт илсе манӑҫаҫҫӗ; офицерсем йӗркеллӗ те вӑхӑтра хӑйсен пухӑвӗсене ҫӳреҫҫӗ, тутлӑ ҫиеҫҫӗ, хӗрсех Россия шӑпи ҫинчен тавлашаҫҫӗ…

А в Двинске жили казаки мирно, тихо: желудки лошадей переваривали овес и макуху, память казаков заращивала тяготы, перенесенные на фронте; офицеры аккуратно посещали офицерское собрание, недурно столовались, горячо спорили о судьбах России…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей Платонович генералӑн яп-яка хыртарнӑ янахӗпе мӑйӗ хушшинчи усӑнса тӑракан ӳт хутламӗсем ҫине аялтан ҫӳлелле пӑхса илчӗ, ассӑн сывласа ячӗ.

Сергей Платонович снизу вверх глянул на выбритые висячие складки на подбородке и шее генерала, вздохнул.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Окопсенче ларнӑ чух вӗсем пит ҫине тапса тухакан шӑрчӗсенчен питех те ансат, анчах ӳте-тире вӗтӗлентерсе ыраттаракан меслетпеле хӑтӑлкаласа пурӑнатчӗҫ: ӳссе кайнӑ сухал пӗрчисене спичка шӑрпӑкӗпе чӗртсе яратчӗҫ те, ӳт тӗлне ҫунса ҫитерехпе, малтан йӗпетсе хатӗрленӗ ал шӑллисемпе сӑтӑратчӗҫ.

Не так, как в окопах, где зачастую освобождались от растительности на щеках простым, но болезненным способом: волосы поджигались спичкой, и едва лишь огонь, слизывая щетину, добирался до кожи, — по щеке проводили заранее смоченным полотенцем.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӳт, ав, паянхи кун та пӗҫерсе тӑрать.

Кожа, поди, по сей день свербит.

Ҫакас е каҫарас // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ун хыҫӗнчен, вутпа ӗнсе кайнӑ йӗмӗ ҫийӗн, пӗр ҫинҫе ӳт лӑнчашки вӗҫҫӗн кӑна, пӗҫ кӑкӗнченех татӑлса ӳкнӗ ури хирӗнчӗклӗн сӗтӗрӗнсе пырать, тепӗр ури пачах та ҫук.

За ним на тоненьком лоскутке кожи, на опаленной штанине поперек волочилась оторванная у бедра нога, второй не было.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӗркуҫҫи тӗлӗнчен ҫурӑлса кайнӑ рейтузӗ витӗр юн сӑрхӑнать, хӗрлӗ ӳт ҫинче суран пурри палӑрать.

Из разорванных на колене рейтуз стекала кровь, виднелась на розовом теле ссадина.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий шуралса кайрӗ: ашшӗ унӑн ӳт илме ӗлкӗрмен сураннех лектерчӗ.

Григорий побледнел: тронул отец незарубцованную болячку.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней