Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳрессе кирек хӑҫан та каҫӑрӑларах ҫӳрет, утасса та ярӑнса, чеченӗн яра-яра пусса утать.И зимой и летом он ходит нараспашку; походка у него плавная и легкая.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӗр лутрарах кӑна ҫавра пит-куҫлӑ чипер каччӑ, аллинчи симӗс ҫӳҫеллӗ тутӑрне маттуррӑн вӗлкӗштерсе, ушкӑнтан уйрӑлчӗ те кӑшӑл варринелле ярӑнса кӗчӗ.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ирхи сывлӑш кӑкӑра уҫӑлтарать, утнӑҫемӗн ярӑнса утас килет унӑн.Утренний воздух бодрит, ширит грудь; парню шагается легко и споро.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Унӑн куҫ умӗнче тӗтреллӗ ункӑсем ярӑнса тӑнӑ, вӗсем шыв ҫинчи пек сарӑла-сарӑла кайнӑ.Плавали мутные пятна, расходились и таяли, как круги по воде.
14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Тинех вӑл суту-илӳ флочӗн морякӗ пулас ҫук ӗнтӗ, инҫетри тинӗссем тӑрӑх ярӑнса ҫӳрес те ҫук вӑл…Не бывать ему моряком торгового флота, не будет он плавать по дальним морям…
5. Тӗлпулу // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Анчах халӗ малта пыракансем асӑрхаймарӗҫ, сулӑмлӑн ярӑнса кайнипе вӗсем юрпа витӗнсе тӑракан шыв ҫине кӗрсе кайрӗҫ.Но на этот раз передовики прозевали и с размаху влетели в талую воду, скрытую снегом.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Пӗрин хыҫҫӑн тепри пӑрпа тата юрпа витӗннӗ юханшыв ҫине ярӑнса анаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Эпир те ҫыран хӗррипе анаталла ярӑнса антӑмӑр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Штыксемлӗ, подсумкӑсемлӗ, йӗлтӗрсемлӗ, патаксемпе гранатӑсемлӗ чӗрӗ, йӑваланса выртакан ҫынсен купинчен ярӑнса аннӑ чухнех айӑккалла пӑрӑнса иртсе кайма кам пултарать?
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Вӑл айванланса чи малтан анса кайрӗ те, сӑрт айне ҫитичченех чикеленсе анчӗ, сывлӑшра икӗ хутчен ҫавӑрӑнса илчӗ те, аялалла ярӑнса анакан йӗлтӗрӗсем ҫине пӑхса юр ҫинче выртса юлчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Мала кайнӑ ачасенчен тахӑшӗ пӗри асӑрхамасӑр хускалнӑ пирки татӑлса анчӗ, вӑл хӑйӗн паттаккисене аяккалла ывӑтса, винтовкипе, котелокӗпе тата ҫурӑмӗпе хыҫӗнчи кутамкипе кӗмсӗртеттерсе аялалла анса кайрӗ; вӑл хӑйне тӑсса панӑ йӗлтӗртен тытма ӗлкӗреймесӗр пирӗн хушӑранах ярӑнса иртсе кайрӗ; мӗнрен те пулин тытса чарӑнасчӗ тесе, вӑл ҫаплах анаталлах ыткӑнчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫул ҫинче нумай кун иртнӗ хыҫҫӑн малтанхи хут хӗвел пӑхса ҫутатса пыма тытӑннӑ иккен, Шашин пуҫӗ тӗлӗнче ҫӳлте ҫутӑ кӑвак пӗлӗт ярӑнса пырать.Над головой Шаши впервые за много дней пути плыло освещённое солнцем голубое небо.
Шашие сиплени // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Хӗлле, тинӗс шӑнса ларсан, кимӗпе ярӑнса ҫӳреме май пулман чухне, тӳрӗ туссем тинӗс хӗррине тухса уткаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен умӗнче сарӑлса выртакан тинӗс пӑр талккишӗ ҫине, ун хыҫӗнче, инҫетре курӑнса выртакан шӑнман шывӑн тӗттӗм тӑрӑхӗ ҫинелле пӑхаҫҫӗ: ҫав шыв тӑрӑхӗ лере, аялтанах усӑнса иртекен тӑхлан пӗлӗтсемпе тинӗс пӗрлешнӗ ҫӗртех тӑсӑлса выртать.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫап-ҫутӑ, кӗрлевлӗ, пурнӑҫ вӑйӗпе тапса тӑракан хум, пин-пин сасӑсемпе сапаланса-ялкӑшса, кантӑк евӗр ванса ярӑнса каять.Светлая, гремучая, полная жизни волна катится, дробясь, сверкая и рассыпаясь тысячью звуков.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫакӑнта ҫӳлте вӗрекен ҫил, ҫӗр ҫийӗн йӑсӑрланакан нӳрлӗхпе хутӑшманскер, кунта ярӑнса кӗрет те кантрасене хускатса илет, чансем ӑшнех кӗрсе варкӑшса, вӑхӑтран вӑхӑта ян-ян сасӑ кӑларать.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Макҫӑмпа хӗрарӑмсем, пысӑк кимӗ ҫинчи пекех ярӑнса, ҫӳллӗ рессорлӑ авалхи сарлака коляска ҫинче ларса пыраҫҫӗ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Кашни сассах ача вӑрахчен итлесе тӑрать, вӗсем вара пӗрин хыҫҫӑн тепри ярӑнса хумханаҫҫӗ, чӗтренеҫҫӗ, сывлӑшра ҫухалаҫҫӗ.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫапла Микинь, сулахай ура ҫинче ярӑнса, чемпион пулса тӑчӗ.
Пӑрлак вӑхӑтӗнче // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 27–29 с.
…Сасартӑк Микинь, сылтӑм урине ҫӗклесе, аллисене ҫунатсем пек сарса, хӑмӑшлӑхран пуҫласа хӑва патне ҫитиччен, каток тӑрӑх ярӑнса тухать.
Пӑрлак вӑхӑтӗнче // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 27–29 с.
Сасартӑк Микинь патне Юрис ярӑнса пырать те ҫамки ҫинчен тарне шӑлса илет.
Пӑрлак вӑхӑтӗнче // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 27–29 с.