Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем хӑйсем тахҫанах кӗтнӗ кӑмӑл-шухӑша парӑнма васканӑ, вӗсем, пӗр-пӗрне пӑчӑртаса, пӗр шухӑшлӑ кӗлеткесенчен тем пысӑкӑш купа тунӑ пек пулнӑ; тачӑ тӑнӑ, хулпуҫҫисемпе аяксем ҫывӑххи чӗресене ӑшӑтнӑ, тата ӗҫ ӑнассине шанни те ӑшӑ панӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ытти шкулсемпе танлаштарсан кунта наука тӗпчевӗсене пурнӑҫри задачӑсемпе тачӑ ҫыхӑнтарса пынӑ.Ее отличительной чертой было тесное единство математических исследований и практических задач.
Вунмккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тепӗр ҫур сехетрен эпир тӗрлӗрен плансем те тума пуҫларӑмӑр: мӗнле пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑну тытасси аякри сӑртсем тӑрӑх юланутпа юртасси, тӗлӗнтерсе яракан ту ӑвӑрӗсӗне курса ҫӳресси тата ытти те, тата ытти те — темӗн ҫинчен те шухӑшласа хутӑмӑр.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ялавсене сарса, тӗтӗм витӗр штыксене ҫутатса, ҫарсем тачӑ стройпа хускалчӗҫ.Сомкнутым строем, распустив знамена, блистая штыками, сквозь дым двинулись войска.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Лаша ҫинчен антӑм та чӳрече патне йӑпшӑнса пытӑм; чӳрече хупӑлчине тачӑ хупман пирки ӗҫекенсене куртӑм, вӗсен сӑмахӗсене те илтрӗм.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Таҫта аякра, ҫӗр тӗслӗ сасӑсемпе тулнӑ шав ӑшӗнче ҫӗне команда сӑмахӗсем янранӑ хушӑра, пӗтӗм группа мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн, анчах тачӑ строя малтанхи пекех тытса пырса, нимӗҫсен ҫулне пӳлме вирхӗнчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӗртен уйрӑлсан, вӑл машинӑпа тачӑ пӗтӗҫсе ларманнине, машина хӑйӗнчен темле уйрӑм пулнине туйрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗри питӗрсе лартнӑ камерӑсенче пулса иртет, ӑна ҫут тӗнчерен пӗтӗмпех уйӑрнӑ, анчах та вӑл унпа пурпӗр тачӑ ҫыхӑнса тӑрать.
Ҫынсем тата II-мӗш марионеткӑсем (Панкрац) // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ял библиотеки те ҫынсемпе тачӑ ҫыхӑнура тӑрать.
Ял аталанать, малашлӑха шанать // А.МИХАЙЛОВ. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче ҫапӑҫнӑ е ҫарта тӑнӑ ентешсен ветеран организацийӗн Шупашкарти виҫҫӗмӗш шкулта ирттерекен тӗлпулӑвӗсене мана, унти ҫамрӑк зоргенецсемпе обществӑлла майпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑран, 40 ҫул ытла хутшӑнма тӳр килчӗ.
Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Прохор Трофимов полковникпа алла-аллӑн тачӑ ҫыхӑну тытса «Наши земляки – Герои Советского Союза», «Солдатская слава» кӗнекесене кун ҫути кӑтартрӗҫ.
Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Вӗсем пӗр-пӗрин ҫумне тачӑ ҫыпҫӑнса тӑччӑр.
Тухaҫа ӳстерме // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№
Хуҫалӑхри тӗрлӗрен производство объектне ҫӗкленӗ май Василий Павлович ялӑн малашлӑхӗ культурӑна аталантарнипе тачӑ ҫыхӑнура пулнине те ӑнланнӑ.
Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr
Кашни самант пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ.
Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/
Чӑваш Республики тулашӗнче - Мурманскран Владивостока тата Калининградран Камчаткӑна ҫити тымар ярса пурӑнакан пирӗн аякри, анчах чуна ҫывӑх ентеш-йӑхташӑмӑрсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртатпӑр.
«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20
Тав соцсетьсене, халӗ аякра пурӑнакан ҫынпа та тачӑ ҫыхӑну тытма пулать.
Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle
Пысӑк грантсем те ҫӗнсе илме пултараҫҫӗ хут ҫырса, влаҫпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлетпӗр теҫҫӗ.Могут и большие гранты выиграть, написав бумагу, говорят, с властью работают в тесном контакте.
Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman
«Кӗрхи ҫеҫке» повеҫре автор геройсен ӑрӑскалне саманапа тачӑ ҫыхӑнтарса кӑтартасшӑн.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ҫирӗп шайри финанс политики, бюджет пурнӑҫ чӑнлӑхӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑни, унӑн шайлашулӑхӗ, патшалӑх парӑмӗ йӗркеллӗн чакса пыни – социаллӑ тивӗҫсене пурнӑҫлассине ҫирӗплетекен шанчӑклӑ паллӑ, граждансем тата бизнес-пӗрлӗхӗ влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗ тӗлӗшпе палӑртакан шанӑҫ никӗсӗ, лайӑх шайри ӗҫлӗ климата сыхласа хӑвармалли тӗп услови.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ҫӗнӗ технологисен тытӑмӗн условийӗсенче экономикӑн наукӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ ҫул-йӗрӗсем валли пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем ҫитменни ҫивӗчрен те ҫивӗч ыйту пек палӑрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3